Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ артист, Надежда Бабкина пресс-конференци ирттерӗ. Журналистсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне йыхравлаҫҫӗ. Унта хӑна «Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) фестиваль-марафон ҫӗршывӑн шалти наци политикине епле витӗм кӳни ҫинчен каласа кӑтартӗ.
«Раҫҫей юррисем» «Народная певческая культура» ыркӑмӑллӑх фончӗн проекчӗ шутланать. Фестиваль-марафона ирттерме Раҫҫей тата Чӑваш Енӗн Культура министерствисем пулӑшаҫҫӗ. Укҫан та, йӗркелӳ мероприятийӗсем енчен те.
16 ҫул хушшинче фестиваль ҫӗршывӑн 63 субъектӗнче концертпа пулнӑ. Фестиваль Чӑвавш Енре 10 кун пынӑ вӑхӑтра 10 концерт иртӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ артист, Надежда Бабкина пресс-конференци ирттерӗ. Журналистсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне йыхравлаҫҫӗ. Унта хӑна «Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) фестиваль-марафон ҫӗршывӑн шалти наци политикине епле витӗм кӳни ҫинчен каласа кӑтартӗ.
«Раҫҫей юррисем» «Народная певческая культура» ыркӑмӑллӑх фончӗн проекчӗ шутланать. Фестиваль-марафона ирттерме Раҫҫей тата Чӑваш Енӗн Культура министерствисем пулӑшаҫҫӗ. Укҫан та, йӗркелӳ мероприятийӗсем енчен те.
16 ҫул хушшинче фестиваль ҫӗршывӑн 63 субъектӗнче концертпа пулнӑ. Фестиваль Чӑвавш Енре 10 кун пынӑ вӑхӑтра 10 концерт иртӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 8-16-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери III оперетта фестивалӗ иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра театрта Дмитрий Шостаковичӑн «Москва, Черемушки» музыкӑллӑ камитне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. Фестиваль шӑпах унпа уҫӑлӗ.
«Москва, Черемушки» ӗҫе хальлӗхе Пысӑк тата Мариински театрсенче ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ.
Фестиваль афишинче — Ф. Легарӑн «Веселая вдова» (ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑтартӗҫ), И. Кальманӑн «Марица» ӗҫне — ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче.
Фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канаш районӗнче «Акатуй» кӗрлесе иртнӗ. Уява хресчен пурнӑҫне тата ял ҫыннин кулленхи ӗҫ-хӗлне кӑтартса паракан юрӑ-кӗвӗпе, театр композицийӗпе уҫнӑ.
Канашсене саламлама РФ Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Анатолий Аксаков тата ыттисем пырса ҫитнӗ.
«Пурнӑҫ урапи» лапамра шкулсемпе ача сачӗсен тематика кӗтесӗсем хаpпӑр тӑрӑхри паллӑ ҫынсемпе, историллӗ пулӑмсемпе паллаштарнӑ. Уявра юрӑ-ҫемӗ янӑранӑ, спорт вӑййисем иртнӗ.
Акатуя пынӑ халӑх хитре тумалнса ҫитнӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, пӗр амӑшӗ пипкери ачине чӑвашла тумлантарса илсе пынӑ.
Питӗр хулинче «Сӑвар тӑрӑхӗн юмахӗсем» курав уҫӑлнӑ.
Император завочӗн галерейинче Атиллпа Хӗвелпи Балтаев ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӗҫӗпе паллашма май пур.
Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсем урлӑ чӑваш халӑхӗн юмахӗсене, кун-ҫулне кӑтартаҫҫӗ.
Хӗвелпи Балтай – ӳнерҫӗ-ювелир, асамлӑ ҫӗрӗсене, хӑлха
ҫаккисене тӑратнӑ. Унӑн коллекцийӗн ячӗсем – «Нухрат», «Юмах», «Ейӳ» тата ытти те.
Атилла Балтай – тимӗр ӑсти, Питӗрти А.Л. Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленнӑҫ академийӗнче вӗрентет.
Курава Атилла чӑваш NFT Юписене тӑратнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Русские писатели в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре вырӑс ҫыравҫисем) марафон иртнӗ май хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ. Марафонӑн тӗллевӗ — хальхи вӑхӑтри литературӑн чи лайӑх тӗслӗхӗсемпе паллаштарасси, кӗнеке вулассипе кӑсӑклантарасси.
Пӗрремӗш тӗлпулӑва паян, Раҫҫейри Пушкин кунӗнче, Андрей Геласимовпа ирттерӗҫ. Асӑннӑ вырӑс ҫыравҫи — чылай роман, повеҫ, клав тата сӑвӑ авторӗ. Унӑн нумай хайлавне экранизациленӗ. Андрей Геласимов хайлавӗсемпе усӑ курса «Дом на Озёрной» мини-сериала, «Жажда», «Мой любимый раздолбай», «Ке-ды» фильмсем ӳкернӗ.
Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулу акт залӗнче иртӗ, 18 сехетре пуҫланӗ. Унта кирек кам та кӗрсе кума пултарать.
Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче чӑваш халӑх писателӗ Денис Гордеев, Каҫал енчи Асанкасси каччи, нумай калавсемпе повеҫсен хуҫи, хӑюллӑ журналист пурнӑҫӑн 85-мӗш ҫулне утса кӗчӗ. Ӑна шкул ачисем, ентешӗсем, вулакансем уяв тусах хаваслӑн саламланӑ. Манӑн пӗрле ларсах савӑнмаллаччӗ, паллӑ ҫулӑн кашни кунӗ питӗ хаклине палӑртмаллаччӗ — анчах ватлӑх эпир картнине йӑлтах пурнӑҫлама май памасть ҫав.
Институтра пӗрле вӗренни, Нурӑсри ачасен ҫуртӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра пӗрле ӗҫлени, инҫекурӑмпа тухса калаҫнисем куҫ умӗнчех, кӗнекӳсем - сентре ҫинче. Коопераци институчӗн студенчӗсемпе онлайн калаҫу ирттернӗ чухне сана чӑваш литературин аслӑ гвардийӗ шутне кӗртсе калаҫрӑм. Тивӗҫлипе мухтарӑм!
Тинӗс тусӑм, хум хыҫҫӑн хум ывӑтма, ӗмӗт хыҫҫӑн шухӑш сӑвӑрма пӑрахмасса сунатӑп. Тепре куриччен!
Виталий Станьял
Аякри Япони ҫӗршывӗнче чӑваш чӗлхми курсӗ уҫӑлӗ. Ку хыпара асӑннӑ ҫӗршывра пурӑнакан Юто Хисияма пӗлтернӗ.
1990-мӗш ҫулта ҫуралнӑ ҫав каччӑ Раҫҫейӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхӗсен чӗлхисене вӗренет. Аслӑ пӗлӗве ҫав каччӑ Хусанти федераци унивреситетӗнче илнӗ. Тутар чӗлхине вӑл нимӗҫ чӗлхи урлӑ хӑй тӗллӗн вӗреннӗ.
Чӑваш чӗлхи курсӗ Японире ҫулла уҫӑлӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «Эткер» ятлӑ ача-пӑча уйлӑхӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта ӗҫлет. Уйлӑхӑн пӗрремӗш сменинче йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенчи 30 ача хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетӗ.
Социаллӑ учрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ уйлӑхра ачасем кӑнтӑрла канаҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ирпе килеҫҫӗ те куна вӗсем центрта ирттереҫҫӗ.
Ачасем валли аслисем кӑсӑклӑ тӗрлӗ программа хатӗрленӗ. Мероприятисен тӗп теми — чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ историйӗпе тата ҫыннисемпе паллаштарасси. Ҫавна тӗрлӗ вӑйӑ, конкурс, тупмалли юмахсем урлӑ ачасем патне ҫитерӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче Раҫҫей халӑхӗсен тӑван литературисен фестивалӗ иртӗ. Чӑвашсен «Хавал» ушкӑнӗ «Контактри» хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӑвашсем те хутшӑнӗҫ.
Мускаври фестивале Мальвина Петрова, Александр Блинов (Алпарух) хутшӑнӗҫ. Фестиваль Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртӗ.
Мальвина Петрова ҫӗртмен 3-мӗшӗнче 12 сехет те 15 минутра, ҫӗртмен 6-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра сӑвӑ вулавӗсенче хутшӑнӗ.
Александр (Алпарух) Блинов ҫӗртмен 4-мӗшӗнче 12 сехетре чӑваш чӗлхи ҫинчен каласа парӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |