Чӑваш Енри культура ӗҫченӗсене ведомство наградипе чыслама пуҫласшӑн. Кун пек пуҫарупа республикӑн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви Правительствӑна тухнӑ. Йышӑну проектне паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
«За достижения в культуре» (чӑв. Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн) кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ ҫирӗплетесшӗн.
Культура министрӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Вячеслав Оринов ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек награда Раҫҫей шайӗнче пур. Культурӑра, ӳнерте тата туризмпа ӗҫлекенсене унпа чыслаҫҫӗ. Чӑваш Енре вара вӑл паллӑна отрасльте 10 ҫултан кая мар ӗҫлесен ним мар ҫакса ярӗҫ. Тепӗр услови те пур-ха: награда илме тӑратнӑ организацире хайхи ҫыннӑн 5 ҫултан кая мар тимлемелле.
Чӑваш Енӗн тӗп хули кӑҫал 548 ҫул тултарать. Шупашкар хула администрацийӗ хальхинче те ӑна сумлӑн ирттерме ӗмӗтленет. Ытти ҫул хула кунне Раҫҫейри артистсем киленекенччӗ, кӑҫал та вӗсене чӗнесшӗн. Анчах хальхинче хулари тӳре-шара хӑш артиста чӗнессине хӑй тӗллӗн татса памӗ. Ҫынсен кӑмӑлне пӗлес тесе унтисем ыйтӑм ирттерме йышӑннӑ. Сасӑлас шухӑшлисен http://www.gcheb.cap.ru/vote.aspx?id=1044 каҫӑпа иртмелле. Хальлӗхе 4,5 пин ҫын сасӑланӑ та ӗнтӗ.
Сасӑлава хутшӑнакансем вали «Серебро», «Иванушки International», «УмаТурман», «Браво», «На-На» ушкӑнсене, Вера Брежнева, Стас Пьеха, Анита Цой артистсене сӗннӗ.
Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 23 сехет те 59 минутра вӗҫленет. Анита Цой пуринчен сахал сасӑ (2 процент) пухнӑ, «На-на» тата Стас Пьеха — 3 процент.
Красноярск тӑрӑхӗнчи Ачинск хулинче ҫитес уйӑхра Чӳклеме наци уявӗ иртмелле.
Нумаях пулмасть унти чӑвашсен автономийӗн президенчӗ Геннадий Храмов Красноярск хула пуҫлӑхӗпе Эдхам Акбулатовпа тӗл пулнӑ. Геннадий Храмов хула ертӳҫине Красноярск крайӗнчи чӑвашсен пӗрлешӗвӗ туса ирттерекен ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Эдхам Акбулатов кӑсӑкланса итленӗ май наципе культура ӗҫӗнчи ырӑ енсене палӑртнӑ. Хула ҫыннисене те ун пек мероприятисем кирлине асӑнса хӑварнӑ.
Енсем пӗр шухӑшлӑн малашне те туслӑ ӗҫлемелли пирки калаҫса татӑлнӑ. Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов Красноярск хула мэрне Эхам Акбулатова ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ачинскра иртекен Чӳклеме уява йыхравланӑ.
Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче Тутарстанра Пӗтӗм Раҫҫейри драматургсен семинарӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑран Марина Карягина хутшӑннӑ.
Паллӑ телеертӳҫӗ, пултаруллӑ поэт литературӑра драматурги жанрӗпе те тухӑҫлӑ ӗҫлет. Унӑн хайлавӗсем чӑваш сцени ҫинче вырӑн тупаҫҫӗ. Маларах Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» пьеса лартнӑччӗ, пӗлтӗр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракан патне унӑн «Куккуклӑ сехетне» ҫитерчӗ.
Тутарстанри семинар пирки Марина Карягина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашнӑ — ҫӗнӗ тӗнчесем уҫнӑ». Семинар Тутарстанри ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин Данил Салиховӑн ялти ҫуртӗнче, Хусантан утмӑл ҫухрӑмра, иртнӗ. «Эрнекунран пуҫласа тунтикунччен 40 хӑнана пӑхма, тӑрантарма, вырнаҫтарма, юрама ансат мар. Чаплӑ пӑхрӗҫ. Эпир йӗркелесе ирттерейӗпӗр-и ҫапла усӑллӑ семинарсем?» — тесе ҫырнӑ Чӑвашри хальхи вӑхӑтри драматург.
Шупашкарти тӑватӑ вулавӑша ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсен сӑнӗсем ҫӗнӗ сӑн кӗртӗҫ. Вӗсене юпа уйӑхӗнче ӳкерсе пӗтермелле. Ҫӗнӗ ӗҫе ҫитес уйӑхӑн ҫуррисенче пуҫӑнӗҫ.
Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ бензин-топливо сутакан пысӑк компанисенчен пӗри ирттернӗ социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Укҫа ҫӗнсе илме пултарнӑ «ART-Libraries» проекта В. Маяковский ячӗллӗ вулавӑшӑн пай ертӳҫи Юлия Шелтукова хатӗрленӗ. Проект партнерӗсем — Шупашкар хула администрацийӗ, «FreeArt» аэрографи студийӗ, Шупашкарти Элли Юрьев ячӗллӗ ача-пӑчан 4-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗсем. Юлия Шелтукова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, дизайна вӗсем пӗрле татса парӗҫ. Хӑш ҫыравҫӑпа сӑвӑҫ сӑнне ӳкересси те каярах паллӑ пулӗ.
УТӐ | 25 |
Тахӑш вӑхӑтран пуҫласа чӑваш эстрадин уҫлӑхӗнче Фарида сасси янраса кайрӗ.
Чӑваш Енти Патӑрьел районӗнче Начар Упи текен ял пур (Темшӗн ӑна "Красномайск" текен сӑнсӑр ятпа улӑштарнӑ та халиччен те чӑн ята каялла тавӑрман....).
Асӑннӑ ялта ӗлӗкренпех тутарсем пурнакан кӗтес пур. Ҫав кӗтесе Тутаркасси теҫҫӗ. Официалла хутсенче те ҫаплах ҫырӑнать: улица Татарская. "Хыпар" хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хальхи вӑхӑтра мӗнпурӗ 8 кил. Вӑт ҫав 7-8 килтен пӗринче ҫуралса ӳснӗ те ӗнтӗ Фарида.
Ачаранпах чӑвашла пӗлнӗ тени — ним те каламаннипе пӗрех. Мӗншӗн тесен тутарла вӑл чӑннипе килте ҫеҫ калаҫнӑ. Кулленхи пурнӑҫра ытларах чӑваш чӗлхипе усӑ курнӑ. Шкулта та, ытти ачасемпе пӗрле, чӑваш программипех вӗреннӗ.
Мӗншӗн-ха ҫакӑн пирки пусарсах калама тивет? Акӑ мӗншӗн!
Юрлама пулать 10 чӗлхепе, 99 чӗлхепе, 100 чӗлхепе, 180 чӗлхепе.... Анчах та ку ҫавӑн чухлӗ халӑхӑн юрӑҫи пулса тӑнине пӗлтермест-ха.
Фарида вара чӑн-чӑн чӑваш юрӑҫи пулса тӑчӗ. Апла пулса тӑма вара чӑвашла юрлани ҫеҫ сахал.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне юсамашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ? ЧР культура министрӗ Константин Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Ку укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрса парӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче юсав Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ ятпа «Халӑх пӗрлӗхӗнче — Раҫҫей вӑйӗ» чула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хунӑ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне кӑҫалах уҫма палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтермелле. Ку ахальтен мар. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлатпӑр-ҫке-ха.
Чӑваш Енри юрӑпа ташӑ ансамблӗ Испанири Бургос хулинче утӑ уйӑхӗн 11—15-мӗшӗсенче иртнӗ «Chiudad de Burgos» Пӗтӗм тӗнчери фольклор фестивальне хутшӑннӑ. Индири, Эквадорти, Мексикӑри, Чехинчи ансамбльсемпе пӗрле сцена ҫине тухнӑ чӑвашсене унти хаҫат ырласа ҫырнӑ.
«Фестиваль хулари чи кӗтнӗ культура пулӑмӗ пулса тӑрать. Чӑваш Енри динамикӑллӑ ташӑсем тӗнче культурине халалланӑ каҫа уҫрӗҫ.. Концертра Раҫҫейри чӑваш ушкӑнӗн Тухӑҫ Европӑри ташшисем уйрӑмах уйрӑлса тӑчӗҫ», – тесе ҫырнӑ Испанири Бургос хулинче тухса тӑракан «Diario de Burgos» хаҫат.
«Chiudad de Burgos» фестиваль кӑҫалхипе 41-мӗш хут иртнӗ. Чӑваш Енри патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ унта иккӗмӗш хут кайнӑ. Унччен вӑл 1999 ҫулта Бургос сцени ҫинче куракана тыткӑнланӑ.
Асӑннӑ хулари фестиваль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ансамбль ҫав ҫӗршыври Португалете тата Баске хулисенчи фестивале хутшӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Кокель плэнерӗ кӑҫалхипе 11-мӗш хут иртет. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ. Зуфар Гимаев, Юрийпе Татьяна Бердниковсем (Хусан), Сергей Качин (Харьков), Владимир Чернышев (Минск), Алексей Волковпа Вера Дмитриева (Шупашкар), Алия Зейнутдинова (Питӗр) Аслӑ Чемен ялӗнче пурӑнакан Нина Мулгачева патӗнче пулнӑ.
Вӗсем кинемей тӗрӗ тӗрленине, кӑмакара ҫӑкӑр пӗҫернине ӳкернӗ. Ӳнерҫӗсем ҫуртпа та паллашнӑ, аваллӑхпа ҫыхӑннӑ япаласене типтерлӗ упранинчен тӗлӗннӗ.
Нина Михайловнӑн ҫуртне музейпа танлаштарма пулать. 50 ҫул каяллахипе танлаштарсан, унӑн пӳрт ӑшчикӗ нимӗнпе те улшӑнман. Стена ҫинче – ӳкерчӗксем, урайӗнче – кавир.
Плэнера кашни ҫулах ирттерессине йӑлана кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |