Тутарстанри Руслан Айсин политолог «Азатлык» радиона панӑ интервьюра наци чӗлхисене ирӗксӗрлесе вӗрентмелле марри пирки ҫӗршыв ертӳҫи каланин сӗмне урӑхларах курать. Ун шучӗпе Мускав малтан Пушкӑртстана хӗснӗ, халӗ Тутарстана хӗсесшӗн.
Наци чӗлхине вӗрентесшӗннисене пусарас шутпа урӑхла юхӑм пуҫлӗҫ: вырӑс чӗлхине шкулта вӗрентнине хӗсеҫҫӗ тесе ашшӗ-амӑшӗ шӑв-шав ҫӗклӗ, вӗсене информаци тӗлӗшӗнчен пулӑшӗҫ.
Тутарстанри политолог шухӑшланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстан ертӳҫи Рустам Хамитов федералсене халех парӑннӑ: вӑл пушкӑрт чӗлхине ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑлне шута илсе вӗрентмелле тенӗ. Тутарстанра та Мускав хистенине пӑхӑнма пултараҫҫӗ.
...РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева регионсенче патшалӑх чӗлхи тесе ҫирӗплетнӗ наци чӗлхисене вӗрентни ачасен правине пӑсмасть тени шанчӑк парсан кӑна...
Шупашкарти Ҫамрӑк техниксен станцине ача-пӑча пултарулӑх керменӗпе пӗрлештерӗҫ. Кун пирки постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Юридици тӗлӗшӗнчен Ҫамрӑк техниксен станцийӗн пурлӑхӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменне куҫӗ. Тепӗр уйӑхран учрежденин ҫӗнӗ уставне йышӑнӗҫ.
Сӑмах май, ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ хулан тӗп урамӗнчен пӗринче вырнаҫнӑ, Ҫамрӑк техниксен станцийӗ вара - ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче.
Шупашкарта ют чӗлхе литературин вулавӑшне уҫасшӑн. Вӑл хула варринче, А.С.Пушкин ячӗллӗ вулавӑш вырӑнӗнче, пулӗ.
Аталану концепцине тата дизайн-проекта Пӗтӗм Раҫҫейри М.И.Рудомино ячӗллӗ ют чӗлхесен патшалӑх вулавӑшӗ хатӗрленӗ. Унта кафепе нумай функциллӗ холл, ҫамрӑксен тата ачасен залӗсем пулӗҫ. Аслисен вулав залне экспозици витринисемпе хӑтлӑлатӗҫ, компьютерсем, лайӑх сӗтел-пукан вырнаҫтарӗҫ.
Кунсӑр пуҫне ҫурта, ҫумӗнчи пысӑках мар территорие ҫӗнетӗҫ. Умӗнче чӑваш тӗрри пулӗ, алӑк умӗнче саксем, ӳсен-тӑран лартнӑ пичкесем лартӗҫ. Велочарӑну та пулӗ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа семинар-плэнер ирттерӗ. Регионсен хушшинчи мероприятие ирттерме ЧР Элтеперӗн гранчӗ пулӑшӗ. Музей 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Музей ку енӗпе маттур. Вӑл темиҫе хутчен те грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫак укҫа-тенкӗ пулӑшнипе тӑватӑ чӗлхеллӗ аудиогид тытӑмне йӗркеленӗ, парка хӑтлӑлатнӑ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче семинар-плэнер пӗрремӗш хутчен иртӗ. Ун чухне ӑсталӑх класӗсем, куравсем йӗркелӗҫ, дизайн-проектсем кӑтартӗҫ.
Мероприятие паллӑ ӳнерҫӗсем, студентсем, шкул ачисем хутшӑнӗҫ. Хальлӗхе Мари Элтан заявка килнӗ. Тутарстанран та килес шухӑшлисем пур. Семинар вӑхӑтӗнче ӳнерҫӗсем Бичуринпа ҫыхӑннӑ картинӑсене ҫеҫ ӳкерӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче 1957-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Фаина Хлебникова Мускаври С.В. Образцов ячӗллӗ патшалӑх академи пукане тӗп театрӗнче бутафор пулса ӗҫлет. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫатӑн ӗнерхи номерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулине хӗрарӑм ывӑлӗ Мускава вӗренме кӗрсен тухса кайнӑ.
Шупашкарти пукане театрӗн ӗнерхи ӗҫченӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинче урай шӑлакана вырнаҫнӑ. Шӑпа кайран ӗмӗтленнӗ учреждение — театра — илсе ҫитернӗ-ҫитернех. Вӑхӑтлӑх тесе тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакана вырнӑҫнӑскер кӑштахран тулли ставкӑпа тӑрӑшма пуҫланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Екатерина Образцова лартнӑ «Дон Кихот» спектакльти пуканесене калӑпланӑ.
Пушӑ вӑхӑтра хӗрарӑм кӗпе тавраш тӗрлесе илемлетет, эскизӗсене хӑй шухӑшласа кӑларать.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров тунтикун йышӑнӗ. Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне 2013 ҫултанпа ертсе пыраканскер оперӑпа балет театрӗнче 1989 ҫултанпа тӗп художникра ӗҫлет. Йӗпреҫре 1960 ҫулта ҫуралнӑ Валентин Федоров Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художникра тӑрӑшнӑ.
Тимӗр Акташ журналиста Валентин Федоров пуҫлӑх ӗҫне тунтикунтан кӳлӗнессине пӗлтернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтри плансенчен вӑл театр Галкинӑн «Атилла» балетне лартассипе ӗҫленине пӗлтернӗ.
Тӑван культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе вара улшӑнусем пулмӗҫ. Ҫапларах хуравланӑ вӑл Тимӗр Акташа.
Шупашкарта сусӑрсен хушшинче илемлӗх конкурсӗ ирттерӗҫ. Ӑна «Ирӗклӗх» (чӑв. «Свобода») общество организацийӗ (ЧР наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗпе пӑтраштарма кирлӗ мар) кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелет.
Конкурс ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна йӗркелекенсем ҫын сусӑр пулни пурнӑҫпа туллин киленме пӗрре те чӑрмантарманнине кӑтартаҫҫӗ.
«Конкурса хутшӑнса вӗсем хӑйсене тӗрӗслеҫҫӗ, шалти пуян тӗнчине ыттисем валли уҫаҫҫӗ», — тенӗ общество организацийӗн ертӳҫи Павел Никитин.
Конкурс вӑхӑтӗнче Наиля Сабирзянова валли укҫа пухӗҫ. Вӑл йывӑр чирпе аптӑрать.
Красноярск крайӗнче кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут «Чӳклеме» уява пуҫтарӑннӑ. Чӑваш халӑх культурине халалланӑ уява крайри чӑвашсем ҫулсерен урӑх хулара е ялта ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем ӑна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ачинскра уявланӑ.
Уяв Чӳклемене халалланӑ юрӑпа тата вӑйӑ картипе пуҫланнӑ. Ҫӗнтерӳ паркӗнче нацисен 20 картишне йӗркеленӗ. Хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.
Арҫынсем спорт лапамӗнче кире пуканӗ йӑтассипе, ачасем кӗвенте йӑтса чупассипе тупӑшнӑ.
Вӑйӑ картине Ачинск хула мэрӗ Илай Ахметов тӑнӑ.
Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономине ертсе пыракан Геннадий Храмов та уявра халӑхпа савӑннӑ, унта тӗрлӗ мероприяти ялан йӗркелет. Геннадий Храмов — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Ӗнер Шупашкарта тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ уҫӑлнӑ. Унта Самар, Ӗрӗнпур, Липецк, Аҫтӑрхан, Челепи, Омск облаҫӗсенчи, Тутарстан, Калмӑк, Пушкӑртстан, Мӑкшӑ, Мордва республикисенчен, Алтай крайӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем Шупашкарти тӗп сцена ҫинче пултарулӑха кӑтартнӑ. Унччен куракансене тӗрӗк халӑхӗсен историйӗпе паллаштарнӑ, вӗсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа панӑ.
Паян пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ сцена ҫине тухнӑ. 18 сехетре вӗсен гала-концерчӗ пуҫланнӑ. Унтах чи пултаруллисене дипломсемпе наградӑлама палӑртнӑ. Чӑваш тӗррин музейӗнче паян тӗрӗк халӑхӗсен ҫавра сӗтелӗ иртнӗ.
Аса илтерер, фестиваль ҫурла уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче иртет. Ӑна йӗркелеме Раҫҫейӗн культура министерстви, Раҫҫейӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилова ҫыравҫӑн «Путешествие Пуси Югорской из Сибири в Эстонию» кӗнекине хӑтлӗҫ. Ҫӗпӗртен Эстоние ҫитнӗ кушак ҫинчен ҫырнӑ юмаха социаллӑ сатира шутне кӗртнӗ. Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Мелеспуҫ Ялтӑра чӑваш ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑскерӗн чӑн ячӗ — Надежда Григоренко. Политехника техникумӗнче, каярах Ленинградри политехника институтӗнче вӗреннӗскер 1985 ҫултанпа Эстонире пурӑнать.
Ҫиччӗре чухне вырӑс интернатне лекнӗ пулин те тӑван чӗлхене манман. Кӗнекисене те ентешӗсем ҫинчен ҫырать. Хӑй калашле, малашне те пултарулӑхне вӗсене халалласшӑн.
Чӑваш Енре Эстони ҫыравҫи Раиса Сарпи, Альбина Юрату тата Валерий Туркай сӑвӑҫсемпе тӗл пуласшӑн. 2015 ҫулта Пушкӑртстан ҫӗрӗ ҫинче «Силпи» фестиваль иртнӗ чух ҫав чӑваш поэчӗсемпе паллашнӑ та вӗсем тӑван культурӑшӑн хыпса ҫуннине курнӑран килӗштернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |