Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри чи лайах 100 предприятипе организаци – 2017» конкурсра пӗр номинацире ҫӗнтернӗ. Кермен «Хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени» номинацире палӑрнӑ.
Конкурсӑн эксперт канашӗ Шупашкарти пултарулӑх керменне пысӑк хак панӑ. Тӗплӗнрех каласан, вӗсем керменӗн инноваци хастарлӑхне, хушма пӗлӳ парассин пур енӗпе те ӗҫленине палӑртнӑ. Номинаци ҫӗнтерӳҫине асӑнмалӑх статуэтка тата диплом парнеленӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче паянхи кун 300 ытла пӗрлешӳре пултарулӑх ӗҫне йӗркеленӗ. Вӑл 2013 тата 2016 ҫулсенче те конкурса мала тухнӑ.
Шупашкарта Швед киновӗн фестивальне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Культура мероприятийӗ юпа уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑҫта? «Полигон» культура пространствинче.
Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енре пурӑнакансене юлашки ҫулсенче ӳкернӗ лайӑх фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче мелодрамӑсем, хоррорсем, ҫамрӑксен драмисем, документлӑ фильмсем пур.
Ҫак фильмсем пурте тӗнче шайӗнчи кинофестивальсенче ҫӗнтернӗ. Вӗсене курнӑ чухне йӑлтах ӑнланмалла пулӗ: субтитрсене вулама май пур.
Палӑртмалла: ку проект «Содружество» регион аталанӑвӗн фончӗ «Кино музейӗ» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Ӑна Швецин Мускаври посольстви тата Швед институчӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ.
2018 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫата ҫырӑнакансем валли редакци парне хатӗрленӗ.
Юпа уйӑхӗн 5—15-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырӑнтару вунӑ кунлӑхӗ акци иртнӗ май чун апачӗн хакӗ те йӳнелнӗ. «Авангард» хаҫат редакцийӗ ҫак тапхӑрта ҫырӑннисем валли парне хатӗрленӗ. Хавхалантарӑва пӗрремӗш илекенни Аслӑ Чементи Н. Мартынов пулнӑ. Николай Сергеевич ҫемйи 1973 ҫултанпа район хаҫатне илсе тӑрать иккен. «Мана «Авангард» питӗ килӗшет. Ӑна вуламасен темӗскер ҫитмест пекех туйӑнать. Район пурнӑҫӗпе хаҫат туллин паллаштарать. Ҫӗнӗлӗхсене те вӑхӑтра ҫутатать. Ҫанталӑк мӗнлерех пулассине пичетлеме пуҫлани те лайӑх. Уйрӑмах утӑ хатӗрленӗ вӑхӑтра хӑҫан ҫумӑр ҫӑвасси, хӗвел пӑхасси интереслентерет», — тенӗ Н. Мартынов блокнотпа ручкӑллӑ пулнӑ май.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Аса илтерер: М.Д. Михайлов ячӗпе хисепленет.
Хальхинче фестиваль чӳк уйӑхӗн 17—21-мӗшӗсенче иртӗ. Унта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен: Италипе Румынирен, Китайпа Казахстанран, Беларуҫран тата Европӑри тӗрлӗ ҫӗршывран килсе ҫитӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Любовный напиток» оперӑна йыхравлӗҫ. «Риголетто» оперӑна чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче лартӗҫ.
Фестиваль «Евгений Онегин» оперӑпа уҫӑлӗ. Кӑҫалхи сумлӑ мероприяти вӑхӑтӗнче «XXI ӗмӗрти тенорсем» концерт пулмалла. Унта пухӑннӑ куракансене тӗрлӗ хайлавпа паллаштарӗҫ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Унта ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи сцена ӑстисем пухӑнӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Калмӑк Республикинче иртнӗ наци театрӗсен «Кееда» фестивальне хутшӑннӑ. Унта ачасемпе ҫамрӑксем валли лартнӑ спектакльсене кӑтартнӑ.
Театр форумӗ юпа уйӑхӗн 1—5-мӗшӗсенче Элиста хулинче иртнӗ. Фестиваль Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртнӗ. Ӑна йӗркелеме Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ йӗркелеме пулӑшнӑ. Фестивале Мӑкшӑ Республикинчи, Мари Элти, Ҫурҫӗр Осетинчи, Азербайджанри тата Чӑваш Енри театрсем хутшӑннӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче С. Беловӑн тата С. Куваевӑн «Не хочу быть собакой!» юмахне лартнӑ. Элиста хулинче иртнӗ фестивальте чӑваш артисчӗсене те кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗ кӑҫал чӳк уйӑхӗн 13—17-мӗшӗсенче иртӗ. Чӑваш Енӗн Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви йӗркеленӗ кинофестивале кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ.
Хальхинче кинофильмсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Чӑваш киноискусствине аталантарма тӳпе хывнӑ фильмсене уйрӑм номинаципе палӑртӗҫ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивальне чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта уҫӗҫ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче тӗрлӗ мероприяти: фильм авторӗсемпе тӗл пулусем, хӑтлавсем тата мастер-классем — ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Фестиваль фильмӗсене Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче, «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта тата Электрон документацийӗн архивӗнче тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ премьерӑна хатӗрлет. Унта «Юрату пурах иккен!» спектакле лартассипе ҫине ӗҫлеҫҫӗ. Халӗ театрта репетици малалла пырать.
Ҫӗнӗ спектакле иртнӗ эрнекун Элӗкри культура ҫуртӗнче пуҫласа лартнӑ. Спектакле район центрӗнче тата районта пурӑнакансем курнӑ.
«Юрату пурах иккен» музыка комедине Дмитрий Петров режиссер лартнӑ, пьеса авторӗ – Чӑваш Енӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн искусствӑсен факультечӗн квартечӗ пӗтӗм тӗнчери конкурсран 6 медаль илсе килнӗ.
Ланчано хулинче иртнӗ конкурса 11 ҫӗршывр 60 ытла ҫын пухӑннӑ. ЧПУран 4 мусӑкҫӑ кайнӑ. Алиса Попова ав 3-мӗш курсра Наталья Иванова доцент патӗнче вӗренет. Вӑл тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче лауреат ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Италире иртнӗ конкурсра квартет, трио йышӗнче тата соло юрланӑ.
Илья Алексеев аккордеонист та премие тивӗҫнӗ. Вӑл ЧПУра вӗрентет тата Чӑваш патшалӑх симфони капеллинче юрлать. Марина Саприко пианистка та маттурлӑхӗпе палӑрнӑ.
Чӑваш Енри ушкӑн ятарлӑ наградӑна тивӗҫнӗ. Владимир Зубицкий чӑвашсене партитура тата хӑйӗн концерчӗн клавирне парнеленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 15–17-мӗшӗсенче Белгород хулинче ветерансен «Поединки хоров» (чӑв. Хорсен тупӑшӑвӗ) Раҫҫейри II конкурсӗ иртмелле. Унта пирӗн республикӑран кам каяссине ыран палӑртӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехетре, «Ҫирӗп пирӗн ҫунатсем!» республикӑри фестиваль-конкурсӗ пулать. Унта хутшӑнакансен икӗ хайлав шӑрантармалла. Вӗсенчен пӗри чӑвашла пулмалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Конкурса хутшӑнакансене «Вокал», «Фольклор пултарулӑхӗ», «Театр жанрӗ», «Инструмент музыки», «Хореографи», «Илемлӗ сӑмах» номинацисемпе хаклӗҫ.
Белгорода кайма тивӗҫ ветерансен хорне палӑртмалли республикӑри фестиваль Шупашкарта, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, иртӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче пурӑнакан Анна Николаева «Поле чудес» (чӑв. «Тӗлӗнтермӗш уй») телекӑларӑмра пулнӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче эфира тухнӑ.
Анна Николаева кӑларӑма чӑваш наци тумӗпе килнӗ. Вӑл Леонид Якубович патне пӗччен мар ҫитнӗ. Унпа пӗрле телекӑларӑма фольклор ушкӑнӗ те пынӑ. Ансамбль куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Вӗсем чӑваш тумӗпе чӑвашла юрланӑ. Пирӗн ентешсем сцена ҫине ҫӑпата сырса тухнӑ. Кӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри ҫакна сивлесе калаҫнӑ. Чӑвашсем ҫӑпатапа тухса чӑваш ятне янӑ имӗш. Анчах, манӑн шухӑшпа, ку ята яни мар, тӗнчене чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗрки пирки пӗлтерни. Маттур, ҫичӗпӳртсем!
Чӑваш хӗрарӑмӗ пушӑ алӑпа килмен. Вӑл телеертӳҫе картина, кӗнеке, наци тумне тӑхӑнтартнӑ пукане, кучченеҫ илсе парнеленӗ. Леонид Якубович канихвета тӳрех ачасене валеҫнӗ.
Шел те, Анна Николаева финала тухайман. Параппан ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн вӑл тӗрӗс мар саспалли каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |