Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Раҫҫей пуштин Чӑваш Енри филиалӗпе пӗрле «Напиши письмо родителям» (чӑв. Аҫӑр-аннӗр патне ҫыру ҫырӑр) ятпа социаллӑ акци ирттерет.
Акци ҫемье этем пурӑҫӗнче хаклине аса илтерес, ҫак шухӑша обществӑра сарӑс тӗллевлӗ. Мероприятине ҫемье кунӗ умӗн пуҫарнӑ. Ун вӑхӑтӗнче пирӗнтен кашниех атте-аннемӗрсем, асатте-асаннемӗрсем, кукаҫи-кукамайӑмӑрсем, ҫывӑх ҫыннӑмӑрсем патне ҫыру вӗҫтерме пултаратпӑр. Алӑпӑ ҫырса.
Акци утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗ таран тӑсӑлӗ. Ҫырусене районсенчи вулавӑшсене пырса памалла. Калас тенӗ ӑшӑ сӑмахлӑ йӗркесене вулавӑшсенче те шӑрҫалама май туса парӗҫ. Наци вулавӑшӗнче ҫыру ҫырма ятарлӑ сӗтел те хатӗрленӗ. Унта хут, ручка тата конверт хунӑ. Конвертсене вулавӑш ӗҫченӗсем пушта уйрӑмӗсене кайса парӗҫ. Ҫыру яма укҫа тӳлеттермӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Библиотекарь – 2017» конкурса пӗтӗмлетнӗ. ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 200 ытла ӗҫ килнӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри «Публикатор» электронлӑ публикацисен проекчӗ пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Етӗрнери вулавӑш ӗҫченӗ Н.В.Мазюкова ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Конкурсра Чӑваш Ен чысне вӑл пӗччен хӳтӗленӗ.
Н.В.Мазюкова «Мероприятисен сценарийӗ» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл «История края – в радиоэфире» сценари пуххипе паллаштарнӑ. Вӑл Наци радиовӗн эфирӗнче унччен янӑранӑ.
Чунҫӳреве 28-мӗш хут тухакансем Казахстанра ӗнер чӳк тунӑ. Ӑна валли вӗсем така пуснӑ. Йышпа инҫе ҫула кайнӑ Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников Чунҫӳреври кашни утӑм пирки тенӗ пек Фейсбукра сайт страницинче тӑрать. «Ку тӑрӑхра пурӑннӑ мӑн-мӑн асаттесене така чӳклесе парас терӗмӗр», — ҫырнӑ вӑл темиҫе сехет маларах.
Маларах чунҫӳревҫӗсем Ясави университетӗнче пулнӑ. Унччен вырӑнти музейпа паллашнӑ. Хӑшӗсем, ҫав шутра Аҫтахар Плотников та, тӗве ҫинче ярӑннӑ. Уншӑн 500 тенкӗ тӳленӗ. Пирӗн патри укҫа ҫине куҫарсан вӑл 100 тенкӗ пулать иккен.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче концерт кӑтартнӑ. Ҫав кун ҫӗршывӗпех Астана кунне уявланӑ.
Ҫанталӑк 50 градус шӑрӑх тӑнӑран ҫумӑр кӗтнине асӑннӑ Аҫтахар Плотников.
Кӑҫал Чунҫӳреве 28-мӗш хут тухакансем Казахстанри Туркестана ҫитессине йышпа инҫе ҫула тухнӑ Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ. Пӗрремӗш чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулнӑ — унта концерт лартнӑ.
Сӑмах май, Казахстан чиккинчен виҫҫӗн иртеймен. Пӗри 18 ҫул тултарман, амӑшӗнчен ятарлӑ ирӗк пулман. Тепри ачин ҫуралнӑ хутне чикмесӗр тӗпренчӗкӗпе тухнӑ.
23 сехет хыҫҫӑн Казахстанра автобуссен ҫынсене турттарма юрамасть иккен — ку вӑл хӑрушсӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ. Мускав вӑхӑчӗпе иккӗччен чарӑнса тӑма тивнӗ. Чӑваш делегацийӗ ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Туркестана ҫитнӗ. Йыша унти университета вырнаҫтарнӑ, ирхине пӑтӑ ҫитернӗ.
«50 градуслӑ шӑрӑхран тарса» олимп шкулӗн бассейнӗнче шыва кӗнӗ. Концерт та кӑтартнӑ. Аҫтахар Плотников пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑха «кӗтӗве картана хупланӑ пек хупламан». «Ирӗклӗ халӑха террор та хӑратмасть ӗнтӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Аҫтахар Плотников.
Паян Ҫӗрпӳ ярмӑркки уҫӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче мӗн авалтанпах халӑх Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастиӗ умӗнчи лапама суту-илӳ тума пуҫтарӑннӑ. Таврари ялсенчен кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнченех унталла туртӑннӑ.
Кирлӗ тавара халӗ таҫта та тупса илме пулать пулин те тахҫанхи йӑла пӑрахӑҫланмасӑр паянхи куна ҫитнӗ. Халӗ унта Раҫҫейӗн 20 хулинчен сутуҫӑсем, ал ӑстисем пуҫтарӑннине ӗнентерет Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи тӳре-шара.
Хальхи саманара Ҫӗрпӳ ярмӑркки культурӑпа спорт мероприятине ҫаврӑннӑ тесен те юрать. Паян унта «Сохранение и передача национальных культурных традиций от матери к дочери, от отца к сыну» ятпа республикӑри курав ӗҫлеме тытӑннӑ, каҫпа ярмӑрккӑна тӳре-шара тата артистсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш чунҫӳрев ҫула тухрӗ. Кӑҫал чунҫӳревҫӗсем Казахстанри Туркестана ҫитмелле. Чи пӗрремӗш чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулмалла — паян унта концерт лартӗҫ. Ҫирӗклӗ Тук (выр. Верхнее Игнашкино) ҫыннисем те чӑвашсен тӗп хулинчен ҫитнӗ хӑнасене хапӑл кӗтсе илессе шанаҫҫӗ.
Водителӗсене шута илсен ҫула кӑҫал хӗрӗх ҫиччӗн тухнӑ. Вӗсен хушшинче вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ачасем.
Чунҫӳрев мӗнле иртнипе туллин пирӗн сайтӑн Фейсбукри ушкӑнра тата Тваттер урлӑ паллашса тӑма пулӗ.
Шупашкарта Раҫҫейри тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ иртесси пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Унта килес кӑмӑл пуррине 12 регионти 14 ушкӑн пӗлтернӗ. Ҫавӑн пек шухӑш пуррине палӑртнисем Самар, Ӗренпур, Липецк, Аҫтӑрхан, Челепи облаҫӗсенчен, Алтай крайӗнчен, Татарстан, Калмӑк, Кабардин-Балкар, Пушкӑртстан, Удмурт Республикисенчен.
Фестиваль ҫурла уйӑхӗн 19–22-мӗшӗсенче иртмелле. Ӑна республикӑмӑрӑн тӗп хули ҫуралнӑ куна уявланӑ май йӗркелеме йышӑннӑ.
Тӗрӗк халӑхӗсен фестивальне курма пыракансем культура тата спорт мероприятийӗсем килӗшессе шанаҫҫӗ. Сӑмахран, кӗрешсе вӑй виҫӗҫ, тӗрлӗ куравра хӑйсен культурипе паллаштарӗҫ, ун ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Юрӑ-ташӑсӑр та иртмӗ, паллах, Шупашкарта пухӑнакан тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ.
Шупашкарта туризм троллейбусӗсем ҫӳреме пуҫлассине хула администрацийӗнче пӗлтӗр те хускатнӑччӗ. Ун пирки республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хушу та кӑларнӑччӗ. Унта туризм троллейбусӗсемпе автобусӗсен маршрутне те ҫирӗплетнӗччӗ.
Кӑҫал та троллейбуспа экскурсисем йӗркелӗҫ. Ун пек маршрутпа юн кунран пуҫласа вырсарни кун таран ҫула тухма май килӗ. Маршрут Хӗрлӗ лапамран пуҫланӗ. Экскурси ирхи тӑххӑртан пуҫласа 18 сехетчен пырӗ. Туризм маршрутне кӗртнӗ музейсенчен пӗрне тӳлевсӗр кӗртсе кӑтартрӗҫ.
Хальлӗхе троллейбус сӑнавлӑ мелпе ҫӳрет иккен. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пӗрлехи транспорт карттипе е аллӑн укҫапа тӳлеме пулать.
Маршрут тӑршшӗ — 12,9 километр, ҫул ҫинче 45 минут иртет. Троллейбусра аудиогид вырнаҫтарнӑ, вӑл хулари паллӑ вырӑнсемпе ҫынсем ҫинчен каласа кӑтартать. Ыйтусем тупӑнсан вӗсене нимеҫӗсем (волонтерсем) хуравлӗҫ.
Чӑваш ҫӗрӗ хӑйӗн историйӗпе, историлле вырӑнсемпе пуян. Ҫавна асра тытса Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче Улӑп палӑкне уҫнӑ.
Улӑп ҫинчен халап вуламан ҫын пирӗн хушӑмӑрта ҫук пулӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав патер тӑван халӑхӑмӑрӑн несӗлӗсене тӑшманран та инкек-синкекрен хӳтӗленӗ.
Ҫырмапуҫӗнче уҫнӑ палӑк ҫине чӑвашла, анчах руна ҫырулӑхӗнчи сас паллисемпе ҫавӑрттарса хунӑ. Текстне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Станислав Михайлов-Юхтар хатӗрленӗ. Палӑка вырӑнти ял тӑрӑхӗн, культура тата вӑл тӑрӑхра пурӑнакансен вӑйӗпе хатӗрленӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Вячеслав Егоров самай пулӑшнӑ. Палӑк йӗри-тавра кивӗ ҫӑва, вӑл 3 гектар ҫинче вырнаҫнӑ. Унта чӑвашсене православи тӗнне йышӑниччен пытарнӑ теҫҫӗ.
Палӑк уҫма йӗркеленӗ мероприятие Геннадий Юмарт, Николай Ишентей, Александр Ильин Улӑпа халалласа ҫырнӑ сӑвӑсене вуланинчен пуҫланӑ.
Ку ыйту пирки нумай калаҫаҫҫӗ-ха. Анчах каллех ун пирки сӑмах хускатрӑм. Чун чӑтмарӗ.
Темиҫе ҫул каялла ялсенче ытларах арҫынсем эрех ӗҫетчӗҫ. Вӗсем халӗ те ӗҫме чарӑнман-ха. Анчах хӗрарӑмсем вӗсенчен юласшӑн мар, алла черкке тытма васкаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, кунашкалли пирӗн ялта кӑна мар. Хӗрарӑмсем питӗ вӑйлӑ ӗҫеҫҫӗ тенине чылайӑшӗнчен илтме тӳр килет.
Чӑнах та, калама ҫук вӑйлӑ ӗҫке ярӑннӑ хӗрарӑмсем. Хӑшӗ-пӗрине упӑшки кодировка тутарать-мӗн. Пӗри, Аля ятли, унччен эрех ӗҫкелетчӗ-ха. Ҫапах ӗҫке путнӑ, пӗр кун урӑлмасӑр ӗҫет теме ҫукчӗ. Упӑшки ҫавах чӑтайман пуль ҫав: кодировка тума илсе кайнӑ. Чӑнах та, Аля пӗр хушӑ эрех ӗҫмерӗ, чиперех пурӑнчӗ. Кодировка тухсан ҫын тата хӑрушӑрах эрех ӗҫме пуҫлать тени тӗрӗсех иккен. Ҫак хӗрарӑмӑн кодировка срокӗ тухрӗ, хайхискер урӑлмасӑр ӗҫме тытӑнчӗ. Ӳсӗрскер темиҫе кун киле таврӑнман, ялти тепӗр ӗҫкӗҫ хӗрарӑмсемпе эрех ярӑнтарнӑ кӑна. Упӑшки ялӗпе шырасан та арӑмне тупайман. Хайхискер хӑраса ӳкнӗ, полици чӗнтернӗ. «Ӗҫкӗ йӑвинчен» тупса килнех ҫав хӗрарӑма.
Тепӗр хӗрарӑм, Надя ятли, тахҫанах ӗнтӗ тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |