Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал КВНӑн премьер-лигине кӑтартать. Экран умне меллӗрех вырнаҫӑр, мӗншӗн тесен ун чухне «Чӑваш Ен» командӑна та курма май пулӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери КВН фестивалӗ Сочире кӑрлач уйӑхӗнче иртет. Эфира вара ӑна ҫулла кӑлараҫҫӗ. Пирӗн республикӑн команди те эфирта пулӗ.
КВН ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 23 сехетре пуҫланӗ. Шел те, «Чӑваш Ен» 1\4 финала тухайман. Халӗ вӑл Хусанта иртекен Пӗрремӗш лигӑна хутшӑнать.
Сӑмах май, ҫурлан 5-мӗшӗнче телкуравҫӑсем РФ ШӖМӗн «Подъем» командине те курӗҫ. Ку команда утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта пулнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче халиччен пулман уяв иртет. Унта йӗкӗрешсемпе виҫӗрешсене тата тӑватӑрешсене чӗнеҫҫӗ.
Мероприятие йӗркелесе ирттерекенни — район администрацийӗн гражданла актсене ҫыракан пайӗ тата районти тӗп вулавӑш. Вӗсем йӗкӗреш ачаллисен амӑшӗсен сӗнӗвне шута илсе ку мероприятие ирттерме йышӑннӑ. Уяв ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хулари Культура тӳремӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Фестиваль парадран пуҫланӗ. Программа юрӑ-ташӑпа, хаваслӑ ытти мероприятипе пуян пуласса шантараҫҫӗ.
Фестивале пухӑннисене хавхалантарма йӗркелӳҫӗсем пуян ҫынна тупса хунӑ. Вӑл пылак апат-ҫимӗҫ туянма укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшать. Конкурссенче палӑрнисене тав туса кунсӑр пуҫне Хисеп хучӗсемпе чыслӗҫ.
Паян Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, драматург, тӑлмач черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ку хыпара «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗ Дмитрий Степанов халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
«Чӑваш нацин чӑн пултаруллӑ ывӑлӗ, хальхи вӑхӑтри шухӑшлавҫӑ, элтешӗмӗр, юнташӑмӑр, тӑван чӑваш чӗлхемӗре тӗлӗнмелле тарӑн сисме-туйма пултаракан», — тесе хаклать вӑл Борис Чиндыкова.
«Борис пичче, эпир, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем, сана ҫуралнӑ кунпа чун-чӗререн саламлатпӑр. Сан пултарулӑх ӗҫӗнче хӑватлипе ҫӗнни, чӑваша татах та ытларах чӑвашлантараканни тупӑнсах тӑтӑр! Чыс та мухтав сана», — тенӗ унта.
«Борис Чиндыков «Тӑван Атӑл» журналӑн литература тишкерӗвӗпе публицистика пайӗн пуҫлӑхӗнче, «Лик Чувашии» журналӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче «Аван-и» (1990–1993) тата «Реклама и объявления» (1992–1993, хальхи вӑхӑтра Шупашкарта «Почтовый экспресс» ятпа тухса тӑрать) хаҫатсем кӑларнӑ. Чӑваш рекламин чи талантлӑ креаторӗ тата копирайтерӗ шутланать. Чӑваш аталану партийӗн, «Сансӑр» тата «Teen/Тин» юрӑ ушкӑнӗсен, «Аван-и» хаҫат ячӗсене шутласа тупнӑ, Чуваш.
Паян Чӑваш Енӗн культура, нациольноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов утмӑл ҫул тултарнӑ.
Вячеслав Оринова тӑван республикӑмӑрта тӳре-шара пулнинчен ытла режиссер тата актер евӗр пӗлеҫҫӗ пулӗ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинчи актерсене хатӗрлекен уйрӑмра тата Мускаври В.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнче режиссерсене хатӗрлекен факультетра вӗреннӗ.
Зоя Яковлева режиссер калашле, унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе ҫыхӑннӑ. Унта ӗҫленӗ чухне вӑл 25 ытла сӑнар калӑпланӑ.
Режиссер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Культура институтӗнче те вӑй хунӑ. Кинофильмсем те вӑл пӗрре кӑна мар ӳкернӗ.
Алексей Московский эстрада юрӑҫи «Контрактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хитре сасӑллисене шыранине пӗлтернӗ.
Шоу-бизнесра хӑйсене туптама хатӗр пултаруллӑ ҫынсене аталантарма укҫа хывса пулӑшма хатӗррине палӑртнӑ май анкетӑсене boss.aleksm@mail.ru электрон адреспа йышӑннине каланӑ. Сцена ӑсти пулас текенсене Чӑвашран та, республика тулашӗнчен те йышӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май, Алексей Московскийпе ҫыхӑннӑ тепӗр хыпар та пӗлтерер. Ӑна «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Самант» журналӗн иртнӗ уйӑхри номерӗнче хыпарланӑ. Московский жилетне аукционта сутнӑ. Света ятлӑ пике ҫак тума 19 пин тенкӗпе туяннӑ. Ӑна Ирина ятлӑ хӗр те илме ӗмӗтленнӗ. Анчах — 2 пин ҫурӑпа. Ирина ӗҫлекен парикмахер салонне Московский ҫӳҫ кастарма ҫӳрет иккен.
Пӗлтӗрхи Чунҫӳрев пирӗн халӑхӑн мӑн аслашшӗсем пурӑннӑ вырӑна — Хӑнахура — кайса килнӗччӗ. Унта вӗсем пысӑк чул лартса вӑл вырӑнта Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗ пулнине ҫирӗплетсе хӑварнӑччӗ.
Пӗлтӗр лартнӑ чул мӗнле тӑнине пӑхма чӑваш хастарӗсем Хӑнакура (Фанагорине) кӑҫал тепре ҫитнӗ. Шупашкартан автобуспа 43 ҫын, тата уйрӑммӑн Мускавран тӑваттӑн. Владимир Болгарский каласа панӑ тӑрӑх вырӑнтисем чула кӑшт куҫарнӑ. Туристсем чул патӗнче тӳлевсӗр ан ӳкерӗнччӗр тесе ӑна карта хыҫне лартнӑ. Сӑмах май, ку чул палӑк Хӑнакурта ҫӗре чавса шыранӑ вырӑнта (е тепӗр май каласан, раскопкӑсем патӗнче) ларать. Туристсене унта тӳлевлӗ кӗртеҫҫӗ — хакӗ 150 тенкӗ. Экскурси вара шӑп та лӑп чул палӑк патӗнчен пуҫланать.
«Чулпа асамлӑ япаласем пулса иртеҫҫӗ. Эпир ҫитес умӗн вӗсем [вырӑнтисем] чулне хӑйсем куҫарма тытӑннӑ. Троссемпе кӑкарса тракторпа хӗрес хыҫне куҫарнӑ, анчах та ҫӗклеймен. 4 тоннӑллӑ чул чӑвашсемсӗр ҫӗкленесшӗн пулман», — пӗлтерчӗ Владимир Болгарский. Чӑвашсем ҫитнӗ хыҫҫӑн вара чулне ҫӗклесе лартнӑ, сӑрланӑ, вырнаҫтарса лартнӑ. Чул йӗри-тавра тимӗртен чӑвашла юпасем вырнаҫтарса сӑнчӑрсемпе картланӑ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче кам концерт лартӗ? Ҫак кун Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрне чӗнесси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче кам килессине хула ҫыннисем хӑйсем палӑртнӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: сасӑлава онлайн-режимра утӑ уйӑхӗн 25-30-мӗшӗсенче ирттернӗ. Хула ҫыннисене 8 артистран е ушкӑнран пӗрне суйлама ирӗк панӑ: «Серебро», «Иванушки International», «УмаТурман», «Браво», «На-На» ушкӑнсем тата Вера Брежнева, Стас Пьеха, Анита Цой юрӑҫсем.
Сасӑлава 12 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 23 сехет те 59 минутра вӗҫленнӗ. Эппин, Шупашкар хулин уявне кам килесси паллӑ. Хальхинче «Браво» ушкӑн концерт кӑтартӗ.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк Ен ентешлӗхӗн пайташӗсем, республикӑри композиторсемпе ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсемпе культура ӗҫченӗсем Николай Карлин композитора тата поэта асӑннӑ. «Ҫичӗ чӳрече», «Юр тӑкӑнать», «Хӗвелҫаврӑнӑш» тата ытти чылай авторӗ вӑл.
Асӑну каҫне хутшӑннӑ чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер Николай Карлинпа пӗрле ӗҫленӗ самантсене кӑмӑллӑн та ӑшшӑн аса илнӗ. Калӑпласа ҫитернӗ «Суйлса илнисем» юлашки кӗнекине пичетрен тухнине те курайман композитор. Кӗнекене юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ сӑвӑсем, юмах, легенда, баллада тата поэмӑсем кӗнӗ. Асӑну каҫне пуҫтарӑннисем ку кӗнекене пысӑка хурса хакланӑ.
«Николай Карлин — чӑн чӑн профессиллӗ композитор. Мӗн чухлӗ баллада ҫырнӑ вӑл. Ку пысӑк жанрлӑ произведени шутланать. Унӑн кашни юрри — шедевр, халӑх юрри пек пулса кайнӑ»,— тенӗ Юрий Кудаков композитор.
Пӗрремӗш канал Андрей Малахов телеертӳҫӗ хӑйсем патӗнчен кайма пултарассине комментарилеме килӗшмен тесе пӗлтерет «Интерфакс».
Маларах массӑллӑ информаци хатӗрӗсем Андрей Малахов Пӗрремӗш каналтан каять, Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑхӑн телевиденийӗпе радио компанине куҫать тесе пӗлтернӗ. РБК канала пӗлтерекен ҫӑлкуҫ систернӗ тӑрӑх, Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» (чӑв. Калаҫчӑрах) кӑларӑма унччен тӑхӑр ҫул ӗҫленӗ продюсера каялла илсе пынӑ. Ҫакӑ телертӳҫӗне кӑмӑлсӑрлантарнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑхӑн телевиденийӗпе радио компанийӗнче те Андрей Малахов хӑйсем патне куҫма пултарассине комментарилеменнине кура «Пусть говорят» ертӳҫи ӗҫ вырӑнне улӑштарасси паллӑ мар.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Сарӑту облаҫӗнчи Шнеуй ялӗнче облаҫри чӑвашсен «Акатуйӗ» иртнӗ, унта Чӑваш Республикин делегацийӗ хутшӑннӑ.
Суха тата ҫӗр уявӗпе унта пурӑнакансене тата хӑнасене Сарӑту облаҫӗ Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ Иван Кузьмин, Шнеуй ялӗ вырнаҫнӑ муниципалитет районӗн пуҫлӑхӗ Олег Чумбаев, Чӑваш Республикин культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Вячеслав Оринов тата ыттисем саламланӑ.
Иван Кузьмин ҫак чаплӑ уяв паян чӑн чӑваш ҫӗрӗ ҫинче иртет, ку вӑл мода ыйтни мар тесе каланӑ. «Пирӗн кӗпӗрне нумай нациллӗ. Пӗтӗм истори пуҫланакан йӑла-йӗркене пӑхӑнни кирек епле халӑхӑн та тӗп пайӗ. Историе пӗлмен ҫын пуласлӑха аталантарасси иккӗлентерет. Ҫавӑнпа та 325 ҫул палӑртакан ялта тата шкул уҫнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ялта Акатуй иртни питӗ лайӑх», — тенӗ Иван Кузьмин.
Уява 3 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |