Чӑваш наци конгресӗн юбилейлӑ 10-мӗш съезчӗ умӗн Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев ЧНК президенчӗпе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ.
Тӗлпулу ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртнӗ. Унта пысӑк пӗлтерӗшлӗ съезда йӗркелесе ирттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, тӗллевсене палӑртнӑ.
Каласа хӑвармалла, Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалласа юпа уйӑхӗн 27–28-мӗшӗсенче Шупашкарта нумай мероприяти иртӗ. 28-мӗшӗнче вара съезд пулӗ, унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен тата чикӗ леш енчен 320 делегат килсе ҫитмелле. Унсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Раҫҫейри чӑваш наци-культура автономийӗсен паянхи ӗҫӗ-хӗлӗ: ҫивӗч ыйтусем тата вӗсене татса памалли майсем» ятпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Унта тӳре-шара, чӑваш наци-культура пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем, ЧНК президиумӗн пайташӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫав кунах уяв концерчӗ пулӗ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн залӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн «Алран кайми аки-сухи» концерчӗ иртнӗ. Ӑна сезона 94-мӗш хут уҫнине тата чӑвашсен профессиллӗ музыкине йӗркеленӗ Федор Павловпа Степана Максимов композиторсем ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ӳнер уявне Чӑваш Республикин культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев пулнӑ.
Концерт программи «Килмен те курман Шупашкарне» вокалпа хореографи сюитинчен пуҫланнӑ. Федор Павлова тата Степан Максимов илемлетнӗ халӑх юррисем, вырӑсла та чӑвашла юрӑсем те пулнӑ репертуарта. Вӗсене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ О. Лукова, ансамбль солисчӗсем А. Максимова, И. Николаев, А. Игнатьев тата ыттисем юрланӑ.
Марина Карягина тележурналист 4 сехет каялла Фейсбукра паян Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн тӳрӗ эфирӗнче иртекен «Ирхи тӗпеле» Морис Яклашкина йыхравланине хыпарланӑ.
Морис Яклашкин — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин тӗп дирижерӗ. Ыйтусене 57-29-56 номерпе тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче йышӑнаҫҫӗ. Кӑларӑм «Россия 1» каналпа ирхи 9 сехетре пуҫланать.
Аса илтерер, Чӑваш АССРӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ, Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медале, «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ Морис Яклашкин режиссер кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӳнер каҫӗ» акци иртӗ. Кӑҫал ӑна музейсем, театрсем, вулавӑшсем, культура ҫурчӗсем «Ӳнер пӗрлештерет» ятпа йӗркелӗҫ.
«Ӳнер каҫӗ» акци иртекен лапамсенче куравсем, ӑсталӑх класӗсем, концертсем, экскурсисем, пултарулӑх квесчӗсем, тавлашу лапамӗсем йӗркелӗҫ, спектакльсем кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗнче клоунада пирки ӑсталӑх класӗ иртӗ, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вара «Юрату пурах иккен» спектакль кӑтартӗҫ. ЧР Наци вулавӑшӗнче «Революци ӳнерӗ, революци – ӳнерте» тавлашу лапамӗ ӗҫлӗ. А.Г.Николаев космонавт ячӗллӗ асӑну комплексӗнче астрономи сӑнавӗ пулӗ.
Чӑваш наци музейӗ, Ӳнер музейӗ, патшалӑх истори архивӗ те акци валли программа хатӗрлӗҫ.
Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министр ҫумне Вячеслав Оринова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.
792-р номерлӗ ӗҫлӗ хутра министр ҫумне мӗншӗн ведомствӑри пукансӑр хӑварнине ӑнлантарса тӑман. Йышӑнӑва премьер-министр паян алӑ пуснӑ, хыҫҫӑнах ӑна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫапах та официаллӑ ҫирӗплетмен ҫӑлкуҫсем калани тӑрӑх хакласан, министр ҫумӗпе министрпа ӑнланманлӑх пулнӑ имӗш.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вячеслав Оринов утмӑл ҫул тултарнӑччӗ. Ӑна пӗлекенсем калашле, пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе ҫыхӑннӑ. Унта ӗҫленӗ чухне 25 ытла сӑнар калӑпланӑ. Режиссер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Культура институтӗнче те вӑй хунӑ. Кинофильмсем те пӗрре кӑна мар ӳкернӗ.
Красноярск крайӗнчи патшалӑхӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем ӑсталанӑ наци пуканисен куравӗ уҫӑлӗ. «Кукла в национальной одежде» (чӑв. Наци тумӗллӗ пукане) курав чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӗҫлесе кайӗ.
Унта вырӑс, украин, тутар, нимӗҫ, поляк, белоруҫ, эрмен, кӑркӑс, долган, эвенк, ненец, якут тата ытти халӑх пуканисене кӑтартӗҫ.
Хитре наци тумтирне кӑтартакан курава ҫамрӑк та пултаруллӑ ал ӑстисене палӑртас, Красноярск крайӗнчи наци нумай енлӗхӗпе (унта 150 ытла наци пурӑнать) паллаштарма йӗркелеҫҫӗ.
Ӑмӑртӑвӑн финалне чӑваш пукани те тухнӑ. Татьяна Каримован пукани —
ҫиччӗмӗш номерлӗ. Уншӑн сасӑлас тесен ҫак каҫӑпа пӑхмалла: http://ddn24.ru/news?id=238. Сасӑлама страницӑн аялти пайне куҫмалла.
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ иртнӗ эрнекун, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, «Тӑманлӑ каҫ» премьера лартнӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Сергеева юлашки вӑхӑтра режиссер евӗр ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ спектакльсем лартнине хӑнӑхрӑмӑр ӗнтӗ. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ ҫак сцена ӑсти режиссер ӑсталӑхне маларах Мускавра ятарласа вӗренчӗ.
Ҫӗнӗ ӗҫе хамӑр кайса курман та (республикӑри МИХсене театрсем премьерӑсене йыхравлаҫҫӗ-ха, анчах Чӑваш халӑх сайчӗ ку списокра ҫук курӑнать) хамӑр куҫпа курнӑ евӗр хаклаймӑпӑр, мӗн илтни-пӗлни тӑрӑх каласан, спектаклӗн инсценировкине Николай Мартынов ҫыравҫӑн «Кӑвак хуппи» калавӗ тӑрӑх Геннадий Медведев хатӗрлени паллӑ.
«Хыпар» хаҫат журналисчӗ Андрей Михайлов ку спектакль сюжетне «питӗ ансат, ҫав вӑхӑтрах питӗ тарӑн шухӑшлӑ» тесе хаклать.
Спектакле кинофильм ӳкермелли хальхи йышши ЗД мелӗпе илемлетсе кинопа ҫыхӑнтарнӑ иккен. Ҫӗнӗ ӗҫре виҫӗ герой вылять-мӗн, массӑллӑ сценӑсенче — театрӑн пысӑк труппи.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗчӗн тӗп корпусӗнче Пӗтӗм тӗнчери чӗлхесен фестивалӗ иртет.
Мероприяти тӗнчери 50 чӗлхене пӗрлештерӗ. Ют ҫӗршывсем, наци республикисем хӑйсен лингвохӑтлавӗпе паллаштарӗҫ. Вӗсен йышӗнче куҫ курманнисемпе хӑлха илтменнисен чӗлхи те пулӗ.
Ку фестивальте унччен пӗлмен-илтмен чӗлхесемпе паллашма, тӗрлӗ халӑх ҫыннипе калаҫма май пулӗ. Фестиваль интернационаллӑ концертпа вӗҫленӗ.
ЧППУра пурне те 10 сехетре хапӑл туса кӗтеҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла: чӗлхесен фестивалӗ Чӑваш Енре кӑҫалхипе 22-мӗш хут иртӗ.
Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ кӑҫал та иртет. Аса илтерер, пӗлтӗр ӑна авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче йӗркеленӗччӗ.
«Сказочная палитра» (чӑв. Асамлӑ палитра) театр канашлӑвне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркеленеччӗ. Хальхинче Театр ӗҫченӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗ те укҫа уйӑрать.
Кӑҫалхи фестивале Якут Республикинчен те килӗҫ. Театр канашлӑвӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе кӑтартӗҫ. Вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлассине, ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ пуҫарнӑ мероприяти тунтикун Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта «Мамы» кино кӑтартнипе уҫӑлнӑ. Кайран киномобиль асӑннӑ районти Пархикассине кайнӑ, ӗнер Элӗкре пулнӑ.
Аса илтерер: кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халалласа ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ фильмсене суйласа илнӗ: «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек».
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти культура ҫуртне пуҫтарӑннисене «Чӑвашкино» киностуди директорӗ Николай Медведев саламланӑ, элӗксене — киностудин секторӗн ертӳҫи Артур Галкин.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |