Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн юбилейне халалласа диктант ҫыртарать. Ӑна йӗркелӳҫӗсем ҫутӗҫ акцийӗ теҫҫӗ.
Библиотека диктанчӗн теми — «Театр в главной роли» (чӑв. Театр тӗп рольте). Ятне вырӑсла каланине шута илсен ӑна вырӑсла ҫыртараҫҫӗ тесе шухӑшлама май пур.
Вулавӑш ирттерекен диктанта чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ҫыртарӗҫ. Диктанта ҫав кун 13 сехетре Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Диктант ҫырас текенсен кӑмӑл-шухӑша палӑртса kray@publib.cbx.ru электрон адреспа чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫыру ярса памалла. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн 90 ҫулхине халалланӑ диктанта кирек кам та ҫырма пултарать.
Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта наци спорчӗн ӑмӑртӑвӗсене, тӗрлӗ тупӑшу ирттерме те палӑртнӑ.
Аса илтерер: Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна хута яма республика хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитес ҫул та ӑна хӑтлӑлатӗҫ. Кун валли тепӗр 16,5 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Уйӑрнӑ укҫан пӗр пайӗпе нумай фанкциллӗ спорт залне хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Шӑпах ҫавӑнта наци спорчӗн тӗсӗсемпе ӑмӑртусем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех нацисем хушшинче турнирсем йӗркелӗҫ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑнать, 36 наципе культура пӗрлешӗвӗ ӗҫлет.
Паян Шупашкарта Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Аса илтерер, ӑна хӑҫан уҫассине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑра республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев хыпарланӑччӗ.
Туслӑх ҫуртне (вӑл Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ) юсама республика бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма Раҫҫей Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Светлана Смирнова, Чӑваш Енри Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Лев Кураков, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов, наци культура пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей тӗрӗкӗсем» фестиваль туризм тытӑмӗнче «Russian Event Awards» наци премине панӑ конкурсӑн финалӗнче ҫӗнтернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем проекта «Халӑх йӑли-йӗркине тата алӗҫне сарас енӗпе чи лайӑх турист пулӑмӗ» номинацире палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна 2018 ҫулти чи лайӑх наци пулӑмӗн ятне панӑ. Кунсӑр пуҫне «IntourMarket» турист куравӗн ятарлӑ парнипе савӑнтарнӑ.
Раҫҫейри 65 регион 700 проект тӑратнӑ. Финала вӗсенчен 197-шӗ тухнӑ. Экспертсем «Раҫҫей тӗрӗкӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале пысӑк хак панӑ. Аса илтерер: вӑл кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарта иртнӗ. Унта 14 регион хушӑннӑ. Ку проект ҫитес ҫул тӗнче шайӗнчи пулаять.
Паян хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. Нумай ҫул йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Морозов Николай Васильевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ӑҫта тата хӑш вӑхӑтра иртнине тӗплӗн пӗлменрен пӗлтерейместпӗр.
Морозов Николай Васильевич — чӑваш журналисчӗ, 1953 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳре культпросветучилище, ЧПУн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. РНМЦ-ра пай пуҫлӑхӗнче (1974–1988), Республикӑри ҫамрӑк туристсен станцийӗн методистӗнче (1988–2000), Чӑвашрадион политика программисен аслӑ редакторӗнче 2000–2002), «Республика» хаҫатӑн политика пайӗн редакторӗнче (2002–2006), вырӑнти «Аргументы и факты» хаҫатӑн коммерци директорӗн ҫумӗнче (2006–2007) ӗҫленӗ. Чылай вӑхӑт хушши «Халӑх шкулӗ» журналӑн тӗп редакторӗ пулнӑ.
Чӑвашрадиора ӗҫленӗ чухне Николай Васильевич «Хурал пӳрчӗ», «Ахрӑм», «ИНМ» студи», «Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас», «Самана», «Радуга», «Парламентский вестник», «Площадь Республики» ятлӑ автор радиопрограммисем хатӗрлесе ертсе пынӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ Николай Васильевич пирӗнтен уйрӑлса кайнишӗн хурланнине пӗлтерет.
Чӑваш Республикинчи Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫӑлать. Кун пирки паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑра республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев хыпарланӑ.
Мероприятине курма пыракансене хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ, ташӑ ӑстисен пултарулӑхӗсем кӗтеҫҫӗ. Программа питӗ кӑсӑклӑ пулассине палӑртнӑ министр. Ҫак кун Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче ҫавра сӗтел мелӗпе тӗплӗ калаҫу ирттерме палӑртнӑ, регионта патшалӑх политикин наци культурине пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗн пӑхса тухма плана кӗртнӗ. Халӑхӑн пӗрлӗхӗн кунне халалласа республикӑри районсемпе хуласенче пӗтӗмпе чӳк уйӑхӗн 1-5-мӗш кунӗсенче 500 яхӑн мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ.
Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхӗн паянхи канашлӑвӗнче туристсене тӑван республикӑна астарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
«Ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртмелли стартегилле пуҫарусен агентстви» автономилле коммерци мар обществин пайташӗ Анатолий Яруткин хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарнӑ. Калӑпӑр, Сӗнтӗрвӑрринче туристсем валли ҫулсен карттине йӗркелеме, ӑна кӑсӑклӑ тума тӗрлӗ енсем пурри пирки каласа кӑтартнӑ. Ытти халӑха пирӗн тӑрӑха явӑҫтармалли условисем ҫинчен чарӑнса тӑнӑ.
Анатолий Яруткин 2018-мӗш ҫулта Чӑваш Республикинче тӗнчери чемпионат иртнӗ вӑхӑтра тата Шупашкар хулине 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелесе янӑранпа 100 ҫул ҫитнине палӑртса ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫа ытларах кӗртсе хӑварма чӗнсе каланӑ. Хулари аэропорта реконструкцилес ыйтупа тимлемеллине, уйрӑм ҫынсен яхтисене вырнаҫтармалли причал тумаллине. асӑнса хӑварнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑха килекен туристсен шучӗ
2015—2017-мӗш ҫулсенче ӳснӗ. Пӑрахутсемпе ҫӳреме кӑмӑл тӑвакансен йышӗ нумайланнине пӗлтернӗ, ку кӑтарту 25 процент ӳссе пырать тенӗ вӑл.
Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев культура мероприятийӗсем самай ирттернине асӑннӑ. «Ттуристсемшӗн вӗсем ҫав тери кӑсӑклӑ», — тенӗ Константин Геннадиевич.
2018 ҫулта Шупашкарта тутарсен Сабантуй пуласси паллӑ. Унта ҫӗршывӑн регионӗсенчен чылай представитель килме кӑмӑл тунине пӗлтернӗ министр.
Туризм илӗтӳлӗхнӗ республикӑри инвестици климатне лайӑхлатассипе тимлекен канаш ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ӑна Ивӑн Моторин премьер-министр ертсе пынӑ.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ уҫалӗ. Кун пирки ЧР культура министрӗ Константин Яковлев пӗлтернӗ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне шӑпах Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявӗ умӗн уҫӗҫ. Ҫав кун алӗҫ, наци ҫимӗҫӗсен куравӗ ӗҫлӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем те ҫитӗҫ.
Ҫав кунах «Чӑваш Енре наци патшалӑх политикине пурнӑҫлассин малашлӑхӗ» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Ҫавӑн пекех мероприятие Атӑлҫи федераци округӗнчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗсен ертӳҫисем килӗҫ. Раҫҫейри халӑхсен Ассамблейин председателӗ Светлана Смирнова та пулӗ.
Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫурчӗ унччен Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ пулнӑ ҫуртра пулӗ. Ӑна юсамашкӑн 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫак кунсенче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене 3,6 миллион ытла тенкӗ килӗ. Ку укҫапа ача-пӑча тата пукане театрӗсене пулӑшӗҫ.
Федераци хыснинчен уйӑрнӑ кунашкал субсидие Раҫҫейри 73 регион тивӗҫӗ. Театрсене пулӑшас тӗллевпе хыснаран пӗтӗмпе 220 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: регионсем ача-пӑча тата пукане театрӗсене атлантармашкӑн паракан субсидие пӗрремӗш хут илеҫҫӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче чи пысӑк субсиди Самар облаҫне — 15,4 миллион тенкӗ — лекӗ. Тутарстана — 8,7 миллион тенкӗ, Сарӑту облаҫне — 7,5 миллион тенкӗ, Пушкӑртстана — 7,4 миллион тенкӗ. Мари, Мӑкшӑ, Удмурт республикисем чи пӗчӗк субсидие тивӗҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |