Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шупашкарти тетен ачисем чӑвашла калаҫнинчен тӗлӗнмелле-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.01.2019 18:32 | 2328 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче чӑваш чӗлхипе чӑвашлӑх ыйтӑвне хускатнине час-часах асӑрхама пулать. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра та чӑваш чӗлхи пирки сӑмах пуҫарнӑ.

«Паян ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ пепкисене вырӑсла калаҫса ӳстерет. Мӗн сӑлтавпа-ши? Ахӑртнех, тӗпренчӗкӗсене чӑваш чӗлхи кулленхи пурнӑҫра кирлӗ пулмасть, вырӑсла калаҫни вара пур алӑка та яри уҫать тесе шутланӑран ҫапла хӑтланаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ унта.

«Манӑн тете, Шупашкарта пурӑнать пулин те, икӗ ывӑлне чӑвашла калаҫса ӳстерет. «Ашшӗн чӗлхине пӗлмен ачасем ашшӗне чӑнласах хисеплеме пултараҫҫӗ-и вара?» — тет вӑл пӗр иккӗленмесӗр», — хӑпартланнӑ пост авторӗ пиччӗшӗпе.

Пӗр енчен, чӑваш арӗ-арӑмӗ хӑйӗн ачисемпе хӑть Шупашкарта, хӑть Хусанпа Мускавра, хӑть чикӗ леш енче тӑван чӗлхепе пупленинчен тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук-ха. Анчах пурте апла туманран ирӗксӗрех тӗлӗнме те хӑпартланма тивет курӑнать.

#Шупашкар, #культура, #ачасем, #ҫамрӑксем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Мускав, #Хусан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Армути // 4069.84.9235
2019.01.12 00:25
Чӑваш чӗлхи ученӑйӗсемпе учителӗсен ачисем, писательсемпе журналисчӗсен ачисем чӑвашла пӗлменнинчен тӗлӗнетӗп. Тата тӑван чӗлхене хӑйсем те, ачисем те тапӑнаҫҫӗ.Намӑсӗ ҫук.
Кӗҫех вӗсене ятран асӑнса чапа кӑларатӑп.
Атнер // 7129.0.1168
2019.01.12 10:19
Паянхи кун хулара халӑх пит тӗлӗнет енчен те тӑрук пӗр шӑпӑрлан Каскадра е Мега Молра чӑвашла амӑшне чӗнсен.
влад маскай // 3957.56.0551
2019.02.07 01:34
"Анчах пур апла туманран ирĕксĕрех тĕлĕнме те хăпартланма
та тивет курăнать",-тесе çырнинче пуплев пĕлтерĕшĕвĕпе пырсан, "хăпартланма" текен сăмах вырăнсăр пек туйăнать. Çавăнпа ку сăмах вырăнне "хурланма" сăмах вырăнлă пек мана.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем