Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫи Андрей Попов театр ӗҫне йӗркелессипе Вахтангов премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Театр менеджерӗсен Вахтангов фестивальне Андрей Попов театрӑн ребрендингӗ, гастроль ӗҫӗ-хëлӗ, финанс, грантсем шучӗпе театра хушма укҫа-тенкӗ ҫинчен материалсем тӑратнӑ, Рустам Сагдиевӑн «Главный вопрос» космос цифра оперипе паллаштарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремри Константин Ивановӑн палӑкӗ умне чечек хурӗҫ.
Аса илтерер: вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ ҫут тӗнчене ҫав кун килнӗ. Поэта сума сӑвакансем ҫуллен ҫавӑнта пухӑнаҫҫӗ. Кун пирки К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, «Культура.РФ» порталта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Анне» спектакльне онлайн-мелпе кӑтартӗҫ.
Аса илтерер: вӑл ӗҫе Валентин Распутинӑн «Последний срок» повеҫӗпе лартнӑ. Спектакле 2023 ҫулхи кӗркунне Алексей Герасимов театр режиссёрӗ тата актёрӗ лартнӑ. Художникӗ – Евгений Аввакумов. Ӗҫе вырӑсларан чӑвашла Ольга Трукай ҫыравҫӑ, драматург тата журналист куҫарнӑ.
Икӗ сыпӑклӑ драмӑра чӑн-чӑн сцена ӑстисем выляҫҫӗ: РСФСР халӑх артисчӗсем Нина Григорьева (Анна карчӑк) тата Нина Яковлева (Мирониха).
Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл филармонире ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 18 сехетре уҫӑлӗ. Ун чухне реставрациленӗ «Чапаев» ятлӑ фильм кӑтартӗҫ. Ку кинокартинӑна 1934 ҫулта Георгий тата Сергей Васильевсем ӳкернӗ.
Кинофестивальте ача-пӑча программи те пулӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, киносесанссем тӳлевсӗрех пулӗҫ. Йыхрав билечӗсене сеанс умӗн кассӑра илме пулать.
Калининградри Светлогорск хулинче ҫу уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Раҫҫейри халӑхсен наци культурин ҫулсерен иртекен форумӗ пулнӑ.
Унта Мускаври чӑваш культурин обществин делегацийӗ хутшӑннӑ. «Ентеш» фольклор ансамблӗ те кайнӑ. Делегацие маларах асӑннӑ обществин председателӗ Лира Смирнова ертсе пынӑ.
Калининградри чӑвашсен «Туслӑх» организацийӗ илемлӗ экспозици хатӗрленӗ, чӑваш наци апат-ҫимӗҫне ас тивтерсе кӑтартнӑ, чӑваш сувенерине хатӗрлессипе ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ.
Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Куба кӗвви-ҫемми янӑранӑ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине Ирӗклӗх утравӗ ҫинчи ӑстасем тухнӑ.
Филармонире пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт ирттерме хавхалантарни — Питӗрти параппанҫӑ Данил Прокопьев. Концерта вӑл солопа илем кӳнӗ. Джаз тӗнчинче ӑна ҫапса каламалли инструментсен «SPb Percussion Club» шкулне йӗркелекенӗ тата перкусси ҫинчен «Community DRUM» Раҫҫейри пӗрремӗш журналӑн соучредителӗ евӗр пӗлеҫҫӗ иккен.
Питӗре тухса кайиччен Данил Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тата Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ консерваторире вӗреннӗ. Профессиллӗ сцена ҫинчи пултарулӑхне туптама Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи симфони оркестрӗнче пуҫланӑ. Унтах ҫамрӑк арҫыннӑн амӑшӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Зинаида Прокопьева тата ашшӗ – чӑваш халӑх артисчӗ Юрий Прокопьев ӗҫленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «IX Иванов вулавӗ» регионсем хушшинчи ӑсталӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Унта чӑваш литературинче ҫивӗч ыйтусене тата хальхи литература музейӗсен аталанӑвне сӳтсе явма палӑртнӑ.
Музей ҫак темӑсене сӳтсе явмалли сӗнет: «Чӑваш литераторӗсем Раҫҫейри тата пӗтӗм тӗнчери литературоведение витӗм кӳни»,
«К.В. Ивановӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ Раҫҫей культуринче»,
«Чӑваш писателӗсемпе поэчӗсем», «Чӑваш литературин ҫивӗч ыйтӑвӗсем», «К.В. Иванов тата унӑн вӑхӑтрисем»,
«Литература музейӗ: хальхи вӑхӑтри аталану».
«Иванов вулавӗ» 14 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта Хӑйӑр кӳлепесен фестивалӗ ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 16 сехетре уҫӑлӗ.
Аса илтерер: ун пек фестивале хулара темиҫе ҫул та ирттермен. Кӑҫал ӑна ҫӗнӗрен пуҫарма йышӑннӑ.
Фестивале уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Енри, Красноярскри, Санкт-Петербургри, Ижевскри тата Тӗменти скульпторсем хутшӑнӗҫ.
Фестивалӗн илемлӗх ертӳҫи Андрей Молоков пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти юханшыв порчӗн территорийӗнче 15 скульптура пулӗ. Спискра – Андриян Николаев космонавт, Константин Иванов поэт, Надежда Павлова балерина.
Лапамра ачасем валли юмах лапамӗ те пулӗ.
Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Плакат» издательствӑра «Пурӑн,
пирӗн Ҫеҫпӗл!» – «Живи, наш Сеспель!» сӑвӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши —поэт-реформатор, силлабо-тоника сӑвӑ виҫине чӑваш поэзине кӗртнӗ сӑвӑҫ, драматург, прозаик, патшалӑх тата общество ӗҫченӗ.
«Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» – «Живи, наш Сеспель!» сӑвӑ кӗнекине Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта поэт ҫинчен вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи (Чӑваш Енри, Бурят Республикинчи, Мари Элти,
Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Оренбургпа Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Мускаври) тата Киеври 90 авторӑн сӑвви кӗнӗ.
Кӗнекене Лидия Филиппова поэт тата публицист пухса хатӗрленӗ, тӗп редакторӗ-консультанчӗ – чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер.
Лидия Ивановна сӑвӑ авторӗсене ҫеҫ мар, ҫӗнӗ кӑларӑма кун ҫути кӑтратма пулӑшнӑ меценатсене те: Ю.А. Попова, Ю.А. Зорина, О.В. Мешкова, Ю.М. Карпова, Ф.Н. Волкова, А.П. Князева, И.В. Клементьевӑна, Н.Е. Лукианова — тав тӑвать.
Кӗнекене Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хӑтлӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Куккук куҫҫулӗ» спектаклбне Наци театрӗсен «Туганлык – 2024» пӗтӗм тӗнчери VIII фестивалӗнче кӑтартӗҫ. Мероприяти Ӗпхӳре иртӗ.
Фестивале ҫӗршыври пысӑк театрсем хутшӑнӗҫ. Унта сумлӑ режиссёрсен ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ.
Драма фантазине Юхма Мишшин мифологилле романӗпе Раҫҫей тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗсченӗ Борис Манджиев 2022 ҫулта лартнӑ. Театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри XXIII конкурсӗнче вӑл «Чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ. Авторсен коллективне 2022 ҫулта Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер премине панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |