Ҫамрӑк ӳнерҫӗ Ксения Кокель Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫине ӳкернӗ муралпа Атӑлҫи федераци округӗнче иртекен стрит-арт конкурсне хутшӑннӑ. Унтан лайӑх хыпар ҫитнӗ: вӑл 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Аса илтерер: Ксения ҫурт стени ҫине «Манӑн кил – манӑн крепоҫ» ӗҫе пурнӑҫланӑ. Унта чӑваш хӗрарӑмне сӑнланӑ. Унпа вӑл «ФормART» конкурса хутшӑннӑ.
Пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр облаҫӗнчи Марат Петров тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Саратов облаҫӗнчи Юлия Чиженькова йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хӑйсен пултарулӑхне аталантарма грант параҫҫӗ. Ксения Кокель 150 пин тенке тивӗҫнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫҫейре «Кино каҫӗ» акци иртӗ. Ӑна йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Раҫҫей киновӗн кунне халалласа йӗркелеҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра унта Ҫамрӑксен театрӗн «Ҫеҫпӗл» кинотеатрӗ тата округсенчи 18 кинозал хутшӑнаҫҫӗ. Акцие хутшӑнакансене Раҫҫей кинематографӗн ҫӗнӗ фильмӗсене тӳлевсӗрех кӑтартаҫҫӗ: Александр Андрющенкӑн «Сто лет тому вперед» фантастика блокбастерӗ, Александр Войтинскин «По щучьему велению» юмахӗ тата Александр Герман-кӗҫӗннин «Воздух» ҫарпа истори драми.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Ясна» этнокомплексра паян Пушкӑртстанри чӑвашсем пулнӑ.
Галина Григорьева-Айпикен халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем парнесемпе килнӗ, музея ҫӗнӗ экспонатсемпе пуянлатнӑ. Аякри йӑхиашӑмӑрсене чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ.
«Тваткал пахчи, ҫырла пахчи.
Ҫырли пиҫсен илемлӗ.
Ах, Тор-Тор, панулми.
Татымап, ҫиимап,
Тӑвансӑр пуҫне пурнымастӑп.
Тӑван пӳрчӗ, тваткал пӳрчӗ.
Тӑвансем пухӑнсан илемлӗ.
Ай, Тор-Тор, панулми,
Татымап, ҫиимап,
Тӑвансӑр пуҫне пурнымастӑп...», — шӑрантарнӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ май.
Чӑваш ачисен «Эткер» сменинче канакан ачасем «Чӑваш керем» этнокомплексра экскурсире пулнӑ.
Ирина Диарова чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Сорокин ачасене музейри кашни япала ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ, ыйтусене хуравланӑ. Ачасене почта историйӗ ҫинчен каласа пани уйрӑмах килӗшнӗ-мӗн.
«Чи кӑмӑлли вара парне пулчӗ. Сергей Лазаревич кашнинех кӗнеке парнелерӗ. Сӑн ýкерӗнни те, А.С. Пушкин сӑввисене чӑвашла вулани те ачасен асӗнче нумайлӑха асра юлӗ», — пӗтӗмлетнӗ Ирина Диарова.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнче Пӗтӗм тӗнчери плэнер иртнӗ. Ӑна Тури Ачак ялӗнче йӗркеленӗ.
Плэнера хутшӑнакан ӳнерҫӗсем хӑмла темипе те ӳкернӗ. Хӑмла ку округа мӗншӗн ҫывӑх пулни паллӑ ӗнтӗ.
Ҫавӑн пекех ӳнерҫӗсем 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн чӗрхуҫалӑх музейӗн заведующийӗн Людмила Петровӑн портретне те ӳкернӗ.
Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнчи пӗрремӗш хутра арт-объект вырнаҫтарма тытӑннӑ. Ку вӑл — Мускаври ВДНХри «Раҫҫей» куравра Чӑваш Ен элемӗ пулнӑ тухья.
Хӗрӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр евӗр арт-объекта республикӑри чи маттур ӑстасем хатӗрленӗ. Суту-илӳ центрӗнчи тухья 6 метр тӑршшӗ пулӗ, 217 ҫутӑ элементӗнчен тӑрӗ.
Ҫитес уйӑхра пирӗн республикӑна Пушкӑрт Республикинчи артистсем килӗҫ. Унти «Нур» театр пирӗн тӑрӑхра гастрольпе пулӗ.
Ӗхпӳри патшалӑх театрӗ тутар театрӗ шутланать. Шупашкарта ҫав коллектив авӑн уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче пулӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче хӑнасем «Галиябану», «Там, где сбываются мечты» тата «Фатима» спектакльсем кӑтартӗҫ.
Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 555 ҫул ҫитнине халалласа «Чебоксарский хит» (чӑв. Шупашкар хичӗ) юрӑ конкурсӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: конкурса хутшӑнакансен хӑйсен ӗҫӗсене е вырӑсла, е чӑвашла тӑратмалла пулнӑ.
Унта «Сказки Гримм» ушкӑнӑн тата Ольга Журавлёван композицийӗ ҫӗнтернӗ. Уншӑн 524 ҫын, е сасӑлава хутшӑннисенчен 24,83 проценчӗ, сасӑланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-юрӑпа артистсем Шупашкар 555 ҫул тултарнине халалланӑ гала-концертра сцена ҫине тухӗҫ.
Чӑваш Енри артистсене пули-пулми тумланса тухма чарӗҫ. Дресс-кода тӗрлӗ ҫулхисем валли ирттерекен мероприятисен вӑхӑтӗнче пӑхӑнмалла. Кунта сӑмах тӗпрен илсен патшалӑхӑн тата муниципалитетсен площадкисенчеи мероприятисем пирки пырать.
Ҫӗнӗлӗх ҫинчен Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Ирина Филатова Телеграмра пӗлтернӗ.
Раҫҫейӗн Культура министерстви сцена ҫине тухакан артистсен килӗшӳллӗрех пулмалли пирки сӗнсе регионсене ҫыру янӑ. Сӗнӗве Раҫҫейӗн 12 регионӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, шута илме йышӑннӑ та. Хӑш-пӗр регионта (сӑмахран, Белгород облаҫӗнче) мероприятисен репетицине тӳре-шара хутшӑнать, артистсем сцена ҫине епле тухнине хаклать. Ун пек мелпе Байкал тӑрӑхӗнче, Калуга тата Волгоград облаҫӗсенче те усӑ курма тытӑнасшӑн.
Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ патшалӑх ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ, актёр, режиссёр, Алексей Васильев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне тӗп режиссёр тата илемлӗх ертӳҫи пулса 30 ҫула яхӑн ертсе пынӑ.
Пулас актёр тата режиссёр Патӑрьел районӗнчи (халӗ округ) Каншел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 2010 ҫулта Шупашкарта вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |