Етӗрне округӗнчи «Вирьял» ансамбль регионсен хушшинче иртнӗ славянсен ӳнерӗн фестивалӗнче палӑрнӑ. Вӑл «Вырӑс уйӗ» /выр. «Русское поле»/ ятпа иртнӗ. Ансамбль фестивальте ятарлӑ премие тивӗҫнӗ. «Халӑх йӑли-йӗркине упранӑшӑн» ятлӑ вӑл.
Палӑртмалла: фольклор ушкӑнӗ 1990 ҫулта Тури Ачак культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ. Ӑна пуҫарма РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Айдак сӗннӗ.
Саламлатпӑр пултаруллӑ ушкӑна!
Чӑваш Енри виҫӗ ҫурта культура еткерлӗхӗсен шутне кӗртнӗ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.
Пӗрремӗшӗ – Вӑрмар округӗнчи Кавал шкулӗ. Ӑна 1012 ҫултах тума тытӑннӑ. Ун чухнехи фасачӗ тата шалти планировки паянхи кунччен сыхланса юлнӑ. Ҫурт стилӗ – эклектика.
Ҫавӑн пекех Шупашкарти 12-мӗш шкул тата 36-мӗш ача пахчи культура еткерлӗхӗ шутланаҫҫӗ. Вӗсене классика стилӗпе конструктивизм стилӗпе усӑ курса хута янӑ.
Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи пенсионерсем хастар. Хӑшӗ-пӗри юрлама та, ташлама та ӗлкӗрет. Нумаях пулмасть «кӗмӗл» волонтерсем чӑваш юррин хорӗпе пӗрле «Шурӑ чулсем» уйлӑхра концерт лартнӑ. Вӗсем ытларах патриотлӑх туйӑмне ҫӗклекен юрӑсем шӑрантарнӑ.
Хастарскерсем юрланисӗр пуҫне ал ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ, пахчара ӗҫлеме те, чечек лартса ӳстерме те ӗлкӗреҫҫӗ.
Элӗк тӑрӑхӗнчи маттур икӗ пике хальхи вӑхӑтри паллӑ юрӑсенчен пӗрне, «Матушка Земля» ятлӑскере, чӑвашла янӑратнӑ. Клипа Тавӑт ялӗ ҫывӑхӗнче ӳкернӗ.
Пикесем чӑвашла тумланнӑ. Клипра — ял пӗви, хурӑнлӑх, чӑваш кӗпипе эрешӗ.
Юрра Анна Куликова шӑрантарнӑ. Сӑмахӗсене вырӑсларан чӑвашла Анастасия Игнатьева куҫарнӑ. Клипра вӗсем иккӗшӗ те ӳкерӗннӗ. Режиссёрӗ тата операторӗ – Константин Доброхотов.
Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсенчен пӗри, журналист, кинематографист, мультипликатор, Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ Владимир Галошев краеведени енӗпе паллӑ утӑм тунӑ. Кун пирки Виталий Станьял ӑсчах халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Владимир Галошев «Россия – это мы» (чӑв. Раҫҫей — вӑл эпир) ярӑмпа тӑван ял тӑрӑхенчи ялсем ҫинчен кӗнке кӑларнӑ.
Елчӗкпке Тӑвай Пӑли тӑрӑхӗнчи ялсене Владимир Петровичӑн тӑван ялӗ Кушкӑ, юнашарти Аслӑ Пӑла Тимеш, ҫурҫӗр енчи Питтӗпел, Кивӗ Эйпеҫ, Кавал, Исемпел, кӑнтӑр енчи Энтепе, Ҫӗнӗ Арланкасси, Арланкасси, Сӑръель ялӗсем кӗреҫҫӗ иккен.
Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музейра «Человек, сломавший пространство» (чӑв. Уҫлӑха уҫнӑ ҫын) курав уҫӑлӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, музей-ҫуртра ӗнер культура министрӗ Светлана Каликова пулнӑ.
Музей-ҫурт Николай Лобачевский вырӑс математикӗ 1848-1856 ҫулсенче пурӑннӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. 1994 ҫулта унта музей уҫнӑ. Вӑл федераци пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗ тата истори палӑкӗ шутланать.
Икӗ ҫул каялла унта «Уҫлӑха уҫнӑ ҫын» проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Экспозицие кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне уҫӗҫ.
Музея техника енчен пуянлатма федераци бюджетӗнчен 5 миллион тенкӗ, республика бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Илепар ялӗнче культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче ӑна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартса лартнине пӗлтереҫҫӗ.
Культура ҫуртне пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ӑна хальхи вӑхӑтри обрудованипе тивӗҫтернӗ май фильмсем кӑтартӗҫ, концертсем лартӗҫ. Кульутра ҫуртӗнче ачасем валли спорт тата пултарулӑх кружокӗсем ӗҫлессине ӗнентереҫҫӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑри муниципалитетсенче 14 клуб тӑваҫҫӗ. Вӗсенчен иккӗшне — вырӑнти хысна укҫипе, ҫиччӗшне — пуҫаруллӑ бюджет шучӗпе, пӗрне — «Культура» нацпроектпа, тӑваттӑшне — «Культурӑна аталантарасси» патшалӑх программипе.
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче Ухсай Яккӑвӗн «Кӗслеҫӗпе упа» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пултаруллӑ ҫыравҫӑн хӗрӗ Ольга Ухсай пухса хатӗрленӗ.
Кӗнекене виҫӗ хайлав кӗнӗ. Сӑвӑлла ҫав юмахсем малтанхи хут 1954 ҫулта «Кӗслеҫӗпе упа» кӑларӑмра кун ҫути курнӑ. «Вӗсенче автор ӗмӗрхи темӑсене хускатнӑ: пуян пурнӑҫпа чухӑнлӑх, ырӑ кӑмӑллӑхпа чунсӑрлӑх, тавҫӑрулӑхпа айванлӑх... Сӑнарсен ӗҫӗ-хӗлӗ урлӑ ҫыравҫӑ ҫынсенчи ҫитменлӗхсене питлет, ултавҫӑсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Кӗнекене Татьяна Бурдина художник илемлетнӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн педагогӗсен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл Чӑваш тӗррин музейӗнчен ӗҫлеме тытӑнӗ.
Куравра Ольга Волкова, Светлана Лотова, Ольга Кондратьева тата Светлана Савельева пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ.
Вӗсем чылай ҫул ӗнтӗ декоративлӑ прикладной ӳнер енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ӑсталӑха ачасене хӑнӑхтарнӑ май вӗсене чӑваш халӑх пултарулӑхӗпе кӑсӑклантарса ярассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ, 107-мӗш, сезона «Салампи» спектакльпе уҫӗ. Кун пирки театр директорӗ Елена Николаева коллективпа ирттернӗ пухура пӗлтернӗ.
«Театр куракансене авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче йышӑнӗ. Ун чухне Чӑваш Енри театрпа культура учрежденийӗсем театрпа концерт сезонне уҫӗҫ.
Чӑваш драми авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ «Салампи» спектакле кӑтартӗ.
Юпа уйӑхӗнче кураканӑмӑрсене «Василисса» ӗҫе килсе курма йыхравлатпӑр. Унӑн режиссёрӗ — Тольятти хулинчи Алена Савельева.
Тӗп пулӑмсене вара пирӗн илемлӗх ертӳҫи, ятлӑ-сумлӑ режиссёр тата педагог, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев 85 ҫул тултарнине халаллӑпӑр», – тенӗ Елена Васильевна.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |