Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ ҫамрӑк поэтсен «Мцыри» пӗтӗм Раҫҫейри XX уҫӑ фестивалӗн регионти тапхӑрне ирттерет.
Фестивале йӗркелекенӗсем «Мцыри» НП, «Потенциал нации» (чӑв. Наци хӑвачӗ) общество канашӗ, Мускаври культура ӗҫченӗсен профессие союзӗ, Литература ӗҫченӗсен «Русское литературное общество» (чӑв. Вырӑс литература обществи) ассоциацийӗ.
Ку фестивале шучӗпе 20-мӗш хут ирттерсен те суйлав турне Чӑваш Ен пуҫласа хутшӑнать. Вӑл куҫӑнсӑр тата куҫӑн тапхӑрсенчен тӑрӗ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен куҫӑнсӑр пай иртӗ. Унта Чӑваш Енре тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан 14-27 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнайӗҫ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин концертмейстерӗ Татьяна Асламас 70 ҫул тултарнӑ.
Канаш хулинче ҫуралнӑ ҫав хӗрарӑмӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 50 ҫул иккен, ҫав шутран 48 ҫулне вӑл Шупашкарти музыка училищинче ӗҫлесе ирттернӗ. Вӑл — хорпа, солистсемпе, ансамбль дирижёрӗсемпе ӗҫлес енӗпе пысӑк опытлӑ специалист, нумай музыка инструменчӗпе калама пӗлет.
Татьяна Анисимовна хӑйӗн мухтавлӑ ашшӗн, паллӑ чӑваш композиторӑн Анисим Асламасӑн эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн нумай тӑрӑшать: тӗрлӗ концерт, астӑвӑм каҫӗсем ирттерет, унӑн пултарулӑхӗпе ҫамрӑк ӑрӑва паллаштарать.
Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри шкул-интернатра пуҫламӑш класс ачисене вӗрентекен Галина Захарова ҫамрӑксен туризмне аталантармалли конкурсра ҫӗнтерсе «Мускав – Раҫҫейӗн технологи тӗп хули» тура тивӗҫнӗ.
Ҫул ҫӳрев вӑхӑтӗнче Галина Николаевна истори палӑкӗсемпе, Мускавӑн хальхи вӑхӑтри ҫитӗнӗвӗпе паллашнӑ. Хӗрарӑм Криптографи музейӗнче пулса информацие хӳтӗлес ӗҫри ҫӗнӗ технологисем пирки пӗлнӗ. Роботсемпе интерактив занятийӗсене хутшӑннӑ, искусство ӑс-тӑнӗ енчен наука мӗн тери вӑйлӑ аталаннинчен тӗлӗннӗ.
Галина Захарова ВДНХ паркӗнчи архитектура сооруженийӗсене те килӗштернӗ. Европӑри пысӑк океанариумсенчен пӗринче, «Москвариумра», пулнӑ.
Культурӑра чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш Енри икӗ ҫынна культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята пама йышӑннӑ.
Ку сума хальхинче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн хормейстерӗ Наталия Арсентьева тата Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Марина Шумилкина тивӗҫнӗ.
Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ене кӑҫал туристсем ытларах килессе шанаҫҫӗ.
«Чӑваш Ене килекенсен шучӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан паянхи куна ку кӑтарту 30 процент ӳснӗ. 2023 ҫулта пирӗн республика 800 пине яхӑн ҫынна йышӑннӑ. 91 пин хӑна 659 теплоходпа килнӗ. Кӑҫал 750-760 пӑрахут килессе шанатпӑр», — тенӗ регион ертӳҫи Олег Николаев.
Чӑваш Енре юханшыв туризмӗ анлӑ сарӑлса пырать. Ҫулталӑк каялла пирӗн тӑрӑха «Метеор 120Р» кисле чарӑннӑ. Халӗ вӑл Шупашкара Чулхулапа, Чикмепе, Хусанпа тата Чӗмпӗрпе ҫыхӑнтарать. Унсӑр пуҫне Ҫынсем «Валдайпа» ҫӳреҫҫӗ. Билетсене икӗ эрне маларахах туянса пӗтереҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Ммихаил Зощенко хайлавӗпе «Великие путешественники» (чӑв. Аслӑ ҫулҫӳревҫӗсем) инклюзив спектакль лартма хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна учреждени Президент гранчӗсен фончӗн «Приходите на нас посмотреть без жалости и уныния!» (чӑв. Пире курма хӗрхенмесӗр тата нӑйкӑшусӑр килӗр) проекчӗпе килӗшӳллӗн хатӗрлет.
Ку вӑл Чӑваш пукане театрӗн «ОСОБЫЕ-РАЗНЫЕ-РАВНЫЕ» студийӗпе Волгоградри «Ӑшӑ артистсем» инклюзив театрӗн пӗрлехи проекчӗ пулӗ.
Спектакльте сусӑр ачасем тата профессилле артсистем вылӗҫ. Ҫав шутра — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Алина Каликова тата Николай Соколов артист.
Чӑваш Енӗн наци музейӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗҫӗсен «Живи, узор чувашский» (чӑв. Пурӑн, чӑваш тӗрри) конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Унӑн теми – «Мое приданое» (чӑв. Манӑн тупра).
«Пурӑн, чӑваш тӗрри» конкурса унччен те ирттернӗ. Унта республикӑри тата чӑваш диаспорисенчи тӗрӗҫсем хутшӑннӑ.
Кӑҫал унӑн йӗркелӳҫисем (Чӑваш наци музейӗ, музейӑн «Прокопий» аталану фончӗ тата Чӑваш Енири хӗрарӑмсен канашӗ) проекта Раҫҫей шайне кӑларма йышӑннӑ.
Конкурс утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пуҫланнӑ, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшенче вӗҫленӗ. Унта хутшӑнакансен качча каякан хӗр туприне кӗрекен япаласене хатӗрлемелле.
Эрнекун, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, «НТВ» телеканалпа Леонид Агутинӑн пиллӗкмӗш вӗренӳ форумӗн гала-концертне кӑтартнӑ. 23 сехет те 40 минутра кӑтартнӑ телекӑларӑмра чӑвашсене те кӑтартнӑ.
Сцена ҫине Леонид Агутин, IOWA, Миа Бойко, Леон Кемстач, Владимир Пресняков, Анжелика Варум, Лариса Долина, Мот тата Антон Беляевсем тухнӑ. Унсӑр пуҫне Шупашкарти Татьяна Шереметьеван «5 октава» вокал студийӗн 8 солисчӗ юрланӑ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Тури Ачакри музейра тӗрлӗ регионти хӑнасем пулнӑ.
Сӑмахран, Мускав облаҫӗнчи Балашиха хулинче пурӑнакан Мочеговсен ҫемйи. Тутарстанри Пӑвари Трушинсене те чӑваш ялӗнчи музей килӗшнӗ.
Хамӑр тӑрӑхрисем те Тури Ачакри музейпа кӑсӑкланса паллашаҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра кӑҫал та Пукане театрӗсен фествиалӗсем иртӗҫ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ҫулсеренех «Юмахсен каруҫҫелӗ» тата «Пӗрешкел пулма кирлех мар» пӗтӗм тӗнчери фестивальсем ирттерет. Кӑҫал вӗсем Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейне халалланӑ мероприятисемпе пӗр вӑхӑта килӗҫ — ҫурла уйӑхӗн 16-19-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Фестивальсене ҫӗршыври 15 регионтан пултарулӑх ушкӑнӗсем килсе ҫитӗҫ: Мускавран, Белгородран, Владимиртан, Волгоградран, Ростовран, Чӗмпӗртен, Ярославльтен, Краснодартан, Пушкӑртстанран, Мари Элтен; Мордва, Тутар, Удмурт Республикисенчен. Унсӑр пуҫне Азербайджанран тата Казахстанран.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |