Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ кӗнеке кӑларма хатӗрлеҫҫӗ иккен. Кун пирки издательствӑн редакторӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, «Ольга Федорова вӗсене пичете хатӗрлессишӗн ырми-канми тӑрӑшать».
«Ӑна кура пуль, эпӗ те кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑр ҫинчен ҫырнӑ кӑларӑмсемпе паллашма пуҫларӑм. Сергей Павлов чӑваш халӑх ҫыравҫи те кӑсӑклантарса яма пӗлет. «Пиччем ҫинчен» кӗнекене шӑпах вӑл вулама пачӗ. Брошюри самай кивӗ, 1973 ҫулта тухнӑ. Ку темех мар, чи пӗлтерӗшли – содержанийӗ. Вӑл вара чӑннипех те пуян, интереслӗ. Хамшӑн ҫӗнни пайтах пӗлтӗм», — хыпарланӑ пултаруллӑ пике тата ҫыравҫӑ.
Хулӑнах мар асаилӳ пуххин авторӗ – Ҫеҫпӗл Мишшин шӑллӗ Гурий Кузьмин иккен.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Единый день фольклора» (чӑв. Фольклорӑн пӗрлехи кунӗ) пӗтӗм Раҫҫейри акци пуҫланӗ. Чӑваш Енре ҫавна май «Манӑҫми аваллӑх» ҫамрӑксен республикӑри фольклор уявне ирттерме палӑртса хунӑ.
Фольклор уявне утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи ХIХ ӗмӗрти чӑваш хресчен хуҫалӑхӗн музейӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Хальхи саманара цифрӑсен чӗлхипе калаҫма юратаҫҫӗ те, маларах асӑннӑ акци вӑхӑтӗнче республикӑри культурӑпа кану учрежденийӗсенче 100 ытла тематика мероприятийӗ иртмелле, вӗсене 3 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла тесе ӗнентерет Культура министерстви.
Чӑваш Енре ирттерекен ҫырла фестивалӗ кӑҫал та кӑсӑклӑ пулмалла. Унта тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ иртӗ, аниматорсем ӗҫлӗҫ, концерт пулӗ, ҫырла тата тӗрлӗ калча сутӗҫ. Аса илтерер: ҫырла фестивалӗ пӗлтӗрхи пек Шупашкар тӑрӑхӗнчи Хыркассинче ҫеҫ мар, Шупашкарта та (Машиностроительсен проезчӗ, 1-мӗш ҫурт, 6-мӗш корпус, Сад центрӗ умӗ) иртӗ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи программа ҫапларах.
Ирхи 10 сехетре Велком-зонӑра аниматорсем хӑнасене кӗтсе илӗҫ. Кашни сехетре пӗрре спонсорсен парнисене выляттарӗҫ.
10 сехетре фествиале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ачасен коллективӗсем хӑйсен пултарулӑхпе паллаштарӗҫ.
12 сехетре сцена ҫине тӳре-шара тухӗ.
13 сехетрен пуҫласа 13 сехет те 30 минутчен чечек шоуне чӗнеҫҫӗ. Ӑна профессионал флористика енӗпе Раҫҫей чемпионӗ Роман Штенгауэр ирттерӗ. Руна евӗр арт-объекта кӑтартӗҫ.
12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлӗ. Контейнерсенче чечек ӳстреме вӗрентнинчен пуҫласа ҫырларан десерт хатӗрлесси таранах вӗрентӗҫ.
15 сехетрен пуҫласа 15 сехет те 30 минутчен чӑваш эстрада артисчӗсем Андрей Думилин, Алексей Шадриков, Алексей Московский юрлӗҫ.
Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 555 ҫул ҫитнине халалласа «Чебоксарский хит» (чӑв. Шупашкар хичӗ) юрӑ конкурсӗ иртет. Конкурса хутшӑнакансен хӑйсен ӗҫӗсене е вырӑсла, е чӑвашла тӑратмалла пулнӑ.
Пӗтӗмпе 34 заявка пулнӑ, вӗсенче — 39 хайлав. Композицисене тӗрлӗ музыка жанрӗпе ҫырнӑ: бард юрри, хорал, фолк, рэп.
Профессилле тӳресем ӗҫсене хакласа суйласа илнӗ. Жюри балсенчен 60 процентне парать, ыттине — ҫынсем.
Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта пырать. Малтанхи тапхӑрта 10 юрра суйласа илме май пур. Иккӗмӗш тапхӑрта 10 чи лайӑх юрӑран финала тухма тивӗҫҫине уйӑрса илӗҫ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫине композицишӗн 100 пин тенкӗ парӗҫ, унсӑр пуҫне юрра студире ҫыртарма май килӗ. Тӗп хит Шупашкарӑн 555 ҫулхине халалланӑ гала-концертра янӑрӗ.
Николай Максимов паллӑ журналистӑн тата ҫыравҫӑн романне «Тӑван Атӑл» журналта пичетлеме пӑрахнӑ-мӗн. Кун пирки автор тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Калем ӑсти хыпарланӑ тӑрӑх, ун патне юлташӗ шӑнкӑравланӑ, «Европӑна хӑтарни» романа пичетлеме пӑрахнине ӑнлантарса ҫырнӑ статья некролог евӗр тенӗ иккен.
«Юлташа лӑплантарам. Вӑл некролог мар. Роман чӗрӗ, вӑл авторӗнчен те, хӗрарӑмсен тӗрлӗ канашӗсенчен те вӑрӑмрах ӗмӗрлӗ пулӗ. Ҫитменнине тата ӑна тахҫанах электрон мелпе вырӑсла пичетленӗ, кӗҫех хут ҫинче те кун ҫути курӗ», — тесе шӑрҫаланӑ автор.
Журналти статья тӑрӑх автор ҫапларах ӑнланса илнӗ: романа пичетлеме чаракансем пулнӑ. Журналӑн редакторне Арсений Тарасова Николай Максимов романӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне пичетлесе ӗлкӗрнӗшӗн тав тӑвать.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ку таранччен вӑл тӗнче шайӗнчи 70 фестивале хутшӑннӑ.
Ансамбль 1924 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Ун чухне ансамбль Василий Воробьев ертсе пынипе Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 4 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ уява хутшӑннӑ. Унта Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем ӗҫленӗ: Мефодий Денисов, Тамара Чумакова, Валентин Сизов, Любовь Владимирова… Ансамбль паянхи кун та ӗлӗкхи йӑла-йӗркене тытса пыма тӑрӑшать, халӑха пултарулӑхӗпе савӑнтарать.
Сӑмах май, ансамбль юпан 17-мӗшӗнче 101-мӗш сезонне «Пӗрлӗхри ҫемьери» программӑпа уҫӗ.
Чӑваш Енри «Формат» дуэт Андрей Малаховӑн «Песни от всей души» передачине хутшӑннӑ. Аса илтерер, шоуна «Раҫҫей 1» телеканлапа шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен каҫхине кӑтартаҫҫӗ. Пирӗн ентешӗмӗрсем «Ой, калина, ой, малина» юрра шӑрантарнӑ. Кӑларӑма утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑтартнӑ.
Руслан Абрамов Услапа ялӗнчен. Вӑл 11 ҫулта амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, кӑштахран ашшӗне те ҫухатнӑ. Арҫын ачана аппӑшӗ Людмила ӳстернӗ. Вӑл та кӑларӑма хутшӑннӑ май «Белая берёза» юрра шӑрантарса панӑ.
Владимир Ермолаев Шӗнерпуҫ ялӗнчен. Унӑн ашшӗ хуткупӑсҫӑ пулнӑ, анчах ача тӑваттӑра чухне унӑн ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон хупӑнӗ. Ӑна культура учрежденийӗ Михаил Лермонтовӑн «Мцыри» романтикӑлла поэми тӑрӑх лартнӑ спектакльпе вӗҫлеме йышӑннӑ.
Асӑннӑ ӗҫе театр «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) федераци программипе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Режиссёрӗ – Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Калмӑк Республикин халӑх артисчӗ Сергей Бурлаченко. Ӗҫӗн исценировкине Элистари ҫав ӑста хатӗрленӗ. Художникӗ – Питӗрти Мария Шуплецова. Пластика енӗпе режиссёр – Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан ӑста, Бурят Республикин тата Тыва Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Менгилен Сат. Ҫутӑ режиссёрӗ – Питӗрти Михаил Добрышин.
Мцыри ролӗнче – Николай Миронов, Старец – Сергей Никитин,
Дзанни, манахсем, каччӑсем – Никита Бондаренко, Александр Захаров, Никита Чукмарев, хӗрсем – Надежда Полячихина, Екатерина Чекушкина, Мария Благушина.
Ҫурла уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче Шупашкарта кӑҫӑл та сӑра фестивалӗ иртӗ. «Зелёное золото России» (чӑв. Раҫҫейӗн симӗҫ ылтӑнӗ)) пӗтӗм Раҫҫейри фествиале Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче йӗркелӗҫ.
Мероприяти программи икӗ пайран тӑрӗ. Ӗҫлӗ пай ҫавра сӗтелсенчен, экскурсисенчен тӑрӗ. Куракансем валли йӗркеленӗ пай заовдсен продукцийӗпе, шеф-поварсен тутлӑ апат-ҫимӗҫӗпе фермерсен таварӗпе хӑналанма май парӗ. Фестивале Ярославль, Чулхула, Мускав тата Питӗр хулисенчи коллективсем те килӗҫ. Ҫав шутра «Отпетые мошенники» ушкӑн та. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче сцена ҫине тухӗ.
Шупашкарти «Акация» культура ҫуртӗнчи «Локинэ» эстрада ташшин халӑх ансамблӗн ертӳҫи Елена Елисеева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унӑн кун-ҫулӗ утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче татӑлнӑ. Вӑл 59 ҫулта пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви Елена Альбертовна ӑшӑ кӑмӑллӑ та пулӑшма хатӗр ҫын, пултаруллӑ педагог, хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн профессионал пулнине палӑртнӑ.
Елена Елисеевӑна паян юлашки ҫула ӑсатӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |