Чӑваш Енре «Парӑм» фильм ӳкерме пуҫланӑ. Сценари авторӗ тата режиссӗрӗ — Зоя Илларионова. Кун пирки Николай Семёнов режиссёр халӑх тетелӗнчи хайӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Чӑваш киновӗшӗн хыпса ҫунакан хастарсем малалла кино ӳкереҫҫӗ. Хальхинче йыша пуҫтараканӗ Зоя Илларинова пулса тӑчӗ, вӑлах сценари авторӗ, вӑлах режиссёр, ҫавӑн пекех тӗп роле калӑплакан та. Ку уншӑн (режиссёр тивӗҫӗ) иккӗмӗш фильм.
Пулас фильм ячӗ — «Парӑм». Сюжет тӑрӑх йывӑр чире пула канлӗхне ҫухатнӑ хӗрарӑм амӑшӗнчен юлнӑ парӑма татса пама тӗв тӑвать», — хыпарланӑ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
Фильма ӳкерме пуҫтарӑннисем хӑй вӑхӑтӗнче пурте Владимир Карсаков(10.09.1961-02.09.2019) патӗнче вӗреннӗ иккен. «Вӑл ку тӗнчӗрен уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ, хамӑрӑн ӗҫпе унӑн ҫутӑ сӑнарне асра тытас тетпӗр», — тесе ҫырнӑ Николай Семёнов.
Фильма Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Именкасси, Чӑваш Ишекӗ, Арапуҫ ял таврашӗсенче ӳкернӗ.
Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Олег Газманов хатӗрленӗ «РодникиЛаб» проекта хутшӑнма суйлав иртет. Унта 7-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗнче вӗренекен Анна Долгорукова суйлав витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Вӑл вокал вӗренет, илем конкурсне хутшӑнса пӗрре мар ҫӗнтернӗ, фитнесджампинг енӗпе иртнӗ чемпионатра призер пулнӑ.
Олег Газмановӑн проекчӗ ҫамрӑк юрӑҫсене тупса палӑртма пулӑшать. 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Шкпашкарта финал концерчӗ пулӗ. Унта «РодникиЛаб» те хутшӑнӗ
Чӑваш Енре Хальхи вӑхӑтри бал ташшин студийӗ уҫӑлӗ.Асӑннӑ проекта Ташӑ спорчӗн тата ӳнерӗн альянсӗ хӳтӗленӗ. Шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме Президент гранчӗсен фончӗ укҫа уйӑрса парӗ. Пурӗ 1,5 миллион тенкӗ ытла.
Унччен те ҫав организаци Фондӑн конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Хальхи проекта 18 тата 30 ҫулсенчи ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ.
Проекта ҫӗнсе илнӗшӗн республикӑн вице-премьерӗ Дмитрий Краснов та ырласа каланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти фольклор ансамблӗ «Теветкел» тӗнче шайӗнчи икӗ конкурсра лауреат пулса тӑнӑ: Хусанта иртнӗ «Культурӑсен пӗрлешӗвӗ» тата Питӗрте пулнӑ «Нева проспекчӗсем» конкурссенче. Иккӗшӗнче те пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ансамбле 2010 ҫулта «Химик» культура ҫуртӗнчи чӑваш халӑх театрӗ ҫумӗнче Альбина Алексеева пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Паянхи кун унӑн репертуарӗ пуян: 50 ытла юрӑпа ташӑ, вӗсем – тӗрлӗ жанрлӑ.
Ансамбль малашне те ҫулҫӳревсене тухасшӑн, чӑваш халӑх этнокультурипе паллаштарасшӑн.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫӗн сезона ҫитес уйӑхра уҫӗ. Концерт юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ.
Концерт программине «В семье единой» (чӑв. Пӗрлехи ҫемьере) ят панӑ. Ӑна вӑл Раҫҫейри ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ.
«Пӗр шухӑшлӑх ҫемьере те, ҫӗршывра та пӗлтерӗшлӗ. Унран пирӗн, ҫемье тата патшалӑх пуласлӑхӗ килет. Чӑваш Енри пӗрлехи ҫемьере нумай халӑх наци ҫынни пурӑнать. Программӑра вӗсен пултарулӑхне пӗрлехи вокалпа хореографи концерчӗ урлӑ кӑтартса парӑпӑр», – тенӗ ансамблӗн ӳнер ертӳҫин тивӗсне пурнӑҫлакан Алексей Тимошенко.
Ҫитес ҫул Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль 18-мӗш хут иртӗ. Вӑл хӑҫан пуласси халех паллӑ: ҫу уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче.
Яланхи пекех конкурса хутшӑнакан тата хутшӑнман фильмсене кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех ӑсталӑх класӗсем, общество акцийӗсем пулӗҫ, фильмсене авторӗсемпе пӗрле сӳтсе явӗҫ.
Палӑртса хӑварар: кинофестивале пӗрремӗш хут 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ирттернӗ.
Шупашкара Сахалинти театр килӗ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен вӑл пирӗн патра пулман.
Юпа уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсенче театр «Пысӑк гастроль» проектпа килӗшӳллӗн килӗ. Ӑна Росконцерт ҫӗршывӑн Культура министерствин гастрольпе концерт планне тӗе хурса йӗркелет.
Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗн сцени ҫинчи аякри хӑнасем «Золотой Цыпленок», «Убить Бобрыкина» и «Расскажи мне про Красную Шапочку» спектакльсем кӑтартӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» регионсем хушшинче вун виҫҫӗмӗш хут иртекен конкурса хутшӑнма йыхравлать. Кун пирки издательство халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ.
Ӗҫсене ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йышӑнма пуҫланӑ, вӗсене юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Конкурс тӑватӑ номинаципе иртет. «Юратнӑ кӗнеке ҫинчен ҫырнӑ чи лайӑх хаклав» номинацие аслисен те хутшӑнма юрать иккен. Унта хутшӑнакансен Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ кӑларӑма вуланӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑш-кӑмӑла уҫса памалла. Хаклава fed_ol@mail.ru электрон почтӑпа ярса пама юрать. Ҫырӑва ӑсатнӑ чухне «Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурса» тесе палӑртма ыйтаҫҫӗ.
«Юратнӑ хайлаври чи интереслӗ самант» темӑпа хатӗрленӗ ӳкерчӗк» номинацире хутшӑнакансен кӗнекери пӗр-пӗр саманта ӳкерсе парӗҫ.
Кӑҫал Ҫеҫпӗл Мишши чӑваш классикӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине шута илсе «Ҫеҫпӗл Мишши хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ ӳкерчӗк» номинаци те пур.
«Ача хатӗрленӗ чи лайӑх кӗнеке» номинацире ачан хӑй шухӑшласа кӑларнӑ хайлава кӗнеке пек хатӗрлесе памалла.
Етӗрне округӗнчи «Вирьял» ансамбль регионсен хушшинче иртнӗ славянсен ӳнерӗн фестивалӗнче палӑрнӑ. Вӑл «Вырӑс уйӗ» /выр. «Русское поле»/ ятпа иртнӗ. Ансамбль фестивальте ятарлӑ премие тивӗҫнӗ. «Халӑх йӑли-йӗркине упранӑшӑн» ятлӑ вӑл.
Палӑртмалла: фольклор ушкӑнӗ 1990 ҫулта Тури Ачак культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ. Ӑна пуҫарма РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Айдак сӗннӗ.
Саламлатпӑр пултаруллӑ ушкӑна!
Чӑваш Енри виҫӗ ҫурта культура еткерлӗхӗсен шутне кӗртнӗ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.
Пӗрремӗшӗ – Вӑрмар округӗнчи Кавал шкулӗ. Ӑна 1012 ҫултах тума тытӑннӑ. Ун чухнехи фасачӗ тата шалти планировки паянхи кунччен сыхланса юлнӑ. Ҫурт стилӗ – эклектика.
Ҫавӑн пекех Шупашкарти 12-мӗш шкул тата 36-мӗш ача пахчи культура еткерлӗхӗ шутланаҫҫӗ. Вӗсене классика стилӗпе конструктивизм стилӗпе усӑ курса хута янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |