
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ачасем паллӑ чӑваш ҫыравҫипе тӗл пулнӑ.
«В краю 100 тысяч песен» (чӑв. 100 пин юрӑ тӗнчинче) тура ҫырӑннӑ ачасем авӑн уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче «Ясна» этнокомплексра пулнӑ. Вӗсем Юхма Мишши чӑваш халӑх писателӗ патӗнче пулнӑ. Чӑваш Енри писательсен союзӗнчи тӗлпулура ачасем Юхма Мишшин музейӗпе паллашнӑ, унӑн кӗнекисене туяннӑ.
Альбина Юрату сӑвӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем шурсухала нумай ыйту панӑ. Вӗсем ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе те, кунҫулӗпе те кӑсӑкланса паллашнӑ. Юхма Мишши 350 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, 100 ытла юрӑ валли сӑвӑ ҫырнӑ.
Калем ӑстипе тӗл пулни ачасен асӗнче чылайлӑха юласса шанать Альбина Юрату.

Чӑваш Енри ӳкерҫӗ Санкт-Петербургра мӑн асламӑшӗнчен юлнӑ еткерӗн куравне уҫнӑ.
Сӑмах — Полина Маркова пирки, вӑл Поли Марко ятпа паллӑ. Пӗррехинче вӑл мӑн асламӑшӗн авалхи тӗррине курнӑ — ун ҫинче ҫынсем пулнӑ, пуҫӗсем ҫинче – чечексем. Ҫапла унӑн ӗҫӗсенче «чечек ҫыннисем» пулса кайнӑ: ҫунат евӗр пысӑк алӑ-ураллӑ сӑнарсем. Халӗ вӗсене Петербургра «Чечек ҫыннисем: тупра» куравра курма пулать.
Ӳкерҫӗн мӑн асламӑшӗ Федосия Васильева ятлӑ пулнӑ, вӑл 1886 ҫулта Аслӑ Мами ялӗнче ҫуралнӑ. Шӑпах унӑн пуянлӑхӗ — сӗтел ҫиттисем, алшӑллисем, тумтирсем, пуҫа тӑхӑнмалли тӗрӗллӗ хатӗрсем — хӗре илӗртнӗ.
Чылай вӑхӑт Полина хӑйӗн йӑх тымарӗсене вӑрттӑнлӑхра упранӑ. Унӑн аслашшӗ пӗр вӑхӑт вӗсене тӑван чӗлхепе культурӑна вӗренме чарнӑ. «Эпӗ никама та чӑваш пулнине калама тӑрӑшман. Халӗ ҫакна аса илме те намӑс», —тет автор.
Анчах вӑл этнографи музейне лексен, хӑйӗн халӑхӗ культуринче мӗн чухлӗ илем упраннине курсан йӑлтах улшӑннӑ. Ҫавӑнтанпа вӑл чӑваш культурине ҫул хывнӑ.
Курав юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен «Пушкинская, 10» арт-уҫлӑхра ӗҫлет. Кӗрсе курма тӳлевсӗр.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Кӗр сӑри уявӗ иртӗ.
Культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехетре пуҫланӗ. Мероприятие Чӑваш Ен Культура министерствин ҫамрӑксен канашӗпе пӗрле йӗркелеҫҫӗ иккен.
Чӑваш культурине халалланӑ каҫа ирттерме Элтияр Александров пулӑшассине пӗлтернӗ.
Режиссёрӗ – чӑваш халӑх артисчӗ Наталия Сергеева.
«Йӑла-йӗрке ҫинчен лекцисем, хӑйне евӗрлӗ театр арт-объекчӗсем, чӑваш юррисем тата ташшисем пулӗҫ», – тесе пӗлтернӗ Чӑваш академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.
Сӑмах май каласан, республикӑри культура ҫурчӗсенче те чӑваш йӑла-йӗркипе ҫыхӑннӑ мероприятисене ирттереҫҫӗ.

Чӑвашсем пӗтӗм тӗнчери флешмоба хутшӑннӑ. Born From Culture вырӑсла куҫарсан «Рождённый культурой» (чӑв. Культура ҫуратни) флешмоб – тӗнче тетелӗнчи вирус тренд. Унта хутшӑнакан тӗнчери халӑхсем хӑйсен наци тумне, ташшине, спорт енӗсене кӑтартакан видеороликсем кӑтартаҫҫӗ. Чӑвашсем ӳкернӗ видеоклипа 700 пин ытла пӑхнӑ.
Кун пек видеосене маори, самоанецсем, грузинсем, эрменсем, узбексем, казахсем тата ытти халӑх ӳкерӗннӗ.
Халӗ унта Чӑваш Ен те хутшӑннӑ. Проекта Кирилл Самышкин йӗркеленӗ. Ӳкерме Арсен Аветисян, Павел Решетов, Валентина Иванова тата Анастасия Егорова хутшӑннӑ.
Роликра — «Уяв», «Илемпи», «Сувар» ансамбльсем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ача-пӑча студийӗ, «Горница» фолк-шоу тата Августа Уляндина, Виталий Адюков, «Глянец» ушкӑн, Элтияр Александров, Эллада Данилова тата Анна Черкесова. Вӗсене тумлантараканӗ – Эрпике Хотиновская.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине Алевтина Семёновӑна хисеплӗ ят панӑ. Халӗ вӑл — Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ артистки. Кун пирки калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Алевтина Семёнова Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл актёр ӑсталӑхне хӑнӑхнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче студент чухнех, 2003 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтанпа вӑл культурӑн ҫав учрежденийӗнче тӑрӑшать. Ҫак ҫулӗсенче вӑл тӗрлӗ характерлӑ нумай роль калӑпланӑ.
Алевтина Мефодьевна Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралса ӳснӗ.

Хусан хулинче «Раҫҫейри халӑхсен костюмӗсем» фестиваль иртнӗ. Унта 31 регионтан 430 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен чысне Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Ирина Вирясова хӳтеленӗ. Вӑл ал ӗҫ ӑсти тата Чӑваш Енри ал ӑстисен гильдийӗн пайташӗ.
Ирина Сабировна фестивальте хӑйӗн проекчӗпе «Наци тумӗллӗ пукане» номинацире паллаштарнӑ. Вӑл «Чӑваш тӑрӑхӗнчи (Чӗмпӗр кӗпӗрни пулнӑ) вырӑс халӑхӗн костюмне тӑхӑннӑ пуканесем» коллеци хатӗрленӗ.
Эксперт канашӗ унӑн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Коллекци ҫирӗп суйлав витӗр тухса фестиваль вӑхӑтӗнче Хусанти хӑйне евӗр ӑсталӑх центрӗн экспозицине илем кӳнӗ.
Ирина Сабировна фестиваль уншӑн питӗ усӑллӑ пулнине, пысӑк опыт пухма май панине палӑртнӑ.

Праски Витти ҫуралнӑранпа Шупашкар хулинче «Мозаикӑллӑ этномир» проект кӑтартӗҫ.
Ку — пӗрремӗш хут! Хулара пӗрремӗш хут Чӑваш халӑх ӳнерҫин, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин эскизӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ мозаикӑллӑ панно пулӗ. «Ҫамрӑк машӑр. Чӑвашсем» ӗҫ ҫурт фасадне илемлетӗ.
Праски Витти (Виталий Петров) ятне тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Халӗ унӑн хайлавӗсем Шупашкар хулин архитектора сӑн-сӑпатне те илемлетӗҫ. Ҫӗнӗ панно «Эрешсен ҫулӗпе» туризм маршручӗн тӗп пайӗ пулӗ.
Палӑртса хӑварар: проекта «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗ Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ.
Хӑтлав паян 15 сехетре «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче пулнӑ.
(Олег Прокопьев сӑввисен алҫырӑвӗ)

Алҫыру «Несӗлсен тӑмхисем» ятлӑ. Тӑмха мӗнне пӗлетӗп-ха (япаласене пайӑрлатса ҫапнӑ паллӑ). Хирти анасен, михӗ-шӑналӑксен, патшалӑха илнӗ лашасемпе ӗнесем ҫине ҫапатчӗҫ. Ваттисен хӑйсен чӗлхи-ҫырӑвӗччӗ ун чухне.
Хитре каланӑ алҫырура – япӑх илтрӗм ҫав. Нимле тӑмха та курмарӑн – ни тӳррӗн сӑнланине, ни шахвӑртса сӑвӑрнине. «Тухату ярӑмра» е ятарласа пайра чунри авалхи тӑмхасене тупса пулинех... Вӑхӑтпа ҫирӗппӗн палӑртнӑ вӗсене – юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ, 2025 – ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗ, 2026 хушшинче ҫырнӑ. Ҫыраканӗшӗн вӑхӑчӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗ те, поэзишӗн ҫакӑ питех апла мар. Ҫапах та, пӗр хавхапа пӗр тапхӑрта вӗри те вӑхӑтлӑ шӑратнӑ сӑвӑсем ӗмӗрсене юлни чылай. Фетпа футуристсем, Блокпа пӗрле Андрей Петтокин «Кӑвак инҫет» ярӑмӗ аса килет.
Халь кӑна паллӑ ҫынсем – патшалӑх ертӳҫи пулнӑ Анатолий Лукиянов, Российӑ следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин, хамӑрӑн паллӑ депутат Юрий Моляков ҫырнӑ сӑвӑсене савӑнса вуланӑччӗ. Шухӑшлӑ. Илемлӗ. Таса сӑмах, чунри вут кирек кама та тыткӑна илме, кӑмӑлне уҫма пултарать ҫав.

Ҫӗрпӳ округӗнчи Пӗчӗк Кӑнаш ялӗнче ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ. Ӑна 60 ҫын вырнаҫмалӑх хута янӑ.
Клуба авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта Ҫӗрпӳ округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Глухов, Чӑваш наци музейӗн ертӳҫи Ирина Меньшикова тата ытти сумлӑ ҫынсем хутшӑннӑ.
Клуба «Ниме – Халӑх хысни» программӑпа килӗшӳллӗн хута янӑ. «Тӑван кӗтес культури» проектпа килӗшӳллӗн пурлӑхпа техника базине ҫӗнетме 1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫак ял тата акӑ мӗнпе паллӑ: кунта 1971 ҫулта ЧР культура министрӗ Светлана Каликова ҫуралнӑ. Анчах вӑл клуб официаллӑ майпа уҫӑлнӑ чухне пулман.
Палӑртса хӑварар: Пӗчӗк Кӑнаш ялӗ пысӑках мар. 2020 ҫул тӗлне унта 64 ҫын пурӑнни паллӑ.

Чӑвашсем Пӗтӗм тӗнчери театр олимпиадине хутшӑнасшӑн. Кун пирки Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Паян вӑл Санкт-Петербургра иртнӗ Раҫсейри наци театрӗсен ассоциацийӗн канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Унта театр пӗрлӗхӗн малашлӑхне сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура 2027-2028 ҫулсенчи плансем пирки калаҫнӑ. Тӗп пулӑмсенчен пӗри вӑл – Наци театрӗсен III конгресне Шупашкарта ирттересси. Ӑна СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ наци театрӗсен III фестивалӗ вӑхӑтӗнче йӗркелесшӗн.
Питӗрти ларура Пӗтӗм тӗнчери театр олимпиадине хутшӑнассине те сӳтсе явнӑ. 2028 ҫулта вӑл Грецире «Возвращение к истокам» (чӑв. Иртни патне таврӑнса) ятпа ирттересшӗн.
