Хулара
![]() Ыран, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта Nordtroll NTR-120MT музей троллейбусӗ ҫула тухӗ. Унӑн номерӗ – 1091. Ку троллейбуса Ҫӗнӗ Шупашкара 1997 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче илсе килнӗ, ҫурлан 26-мӗшӗнче ӑна маршрут ҫине кӑларнӑ. Вӑл – Раҫҫейре тата тӗнчере Nordtrol-120MTr моделӗн юлашки экземплярӗ. 2023 ҫулта ҫак троллейбус музей экспоначӗн статусне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май Шупашкарти «Модӑсен ҫурчӗ», «Наци конгресӗ» тата «Дзержинский» урамӗ чарӑнусем патӗнчен иртсе ҫӳрекен общество транспорчӗ 23 сехет те 59 минутчен ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех муниципалитетчен хушшинчи 101с тата 331 маршрутсем часах ҫӳреме пӑрахмӗҫ. Ҫавӑн пекех 1, 4 тата 8-мӗш маршрутсем ҫинче троллейбуссем ытарах ҫӳрӗҫ. Уяв мероприятийӗсем вӗҫленнӗ май 61 тата 62-мӗш троллейбуссен пӗр пайӗ маршрутсене улӑштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Ҫыхӑнура» порталти сӑн Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарта хӑрушсӑрлӑх мерисемпе тивӗҫтерес тесе мобильлӗ ҫыхӑну чӑрмавлӑрах ӗҫлеме пултарӗ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ҫӗрте транспорта ҫӳреттермӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал Шупашкарта ҫар техникин парачӗ, «Вилӗмсӗр полк», «Ҫӗнтерӳ ҫуртисем» акцисем иртӗҫ, каҫхине салют пулӗ. Ҫавӑн пекех вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тумтирӗн «Ҫӗнтерӳ моди» ретро-фестиваль йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Чӑваш Енре «Победа 80» (чӑв. Ҫӗнтерӳ 80) авточупу иртнӗ. Унта хутшӑннисене салтак пӑттипе сӑйланӑ. Авточупӑва республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви Республикӑри ветерансен канашӗпе (ертӳҫи — Генрих Васильев) йӗркеленӗ. Авточупӑва республикӑн тӗрлӗ районӗнчи 80 автомобиль тата 160 ытла ветеран хутшӑнна. Мероприятие республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Лариса Арсентьева, Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов, Чӑваш Енӗн Общество палатин председателӗ Ванифатий Шайкин, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ директорӗ Светлана Милкина саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() playbookpro.ru сайтри сӑн Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Енре пурӑнакансемпе кунта килнӗ хӑнасем тӳлевсӗр экскурсие хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 8 тата 9-мӗшӗсенче Шупашкарти тӗп урамсенче тата историре юлнӑ вырӑнсенче ҫуран ҫӳремелли экскурси ирттерӗҫ. Маршрут Шупашкар Арбачӗ, Хӗрлӗ тӳрем, ҫуран каҫмалли ҫутӑ кӗперӗ, «Анне» монумент, Ҫеҫпӗл урамӗ, К .В .Иванов скверӗ тата Мускав ҫыран хӗрри патӗнчен иртӗ. Пӗрремӗш кунхине экскурси 12:00, 18:00 сехетсенче пуҫланӗ. Иккӗмӗш кунхине 12:00 тата 15:00 сехетсенче пухӑнӗҫ. Ушкӑнра 20 ҫын таран пулӗ . Экскурсие маларах ҫырӑнмалла: заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Ҫак номерсемпе — 8(8352) 23-20-31, 8(8352) 23-20-34 — шӑнкӑравласа тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сӗнтӗрвӑрринчи мурал. Регина Антонова тунӑ сӑн Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрринче ҫӗнӗ муралсем ӳкереҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрринчи Николаев урамӗнчи 87-мӗш «а» ҫурт стени ҫине Ирӗке кӑларнӑ салтак палӑкне ӳкереҫҫӗ. Унӑн оригиналӗ Берлинта вырнаҫнӑ. Шупашкарта ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Ҫӗр Аннемӗр чӗнет!» палӑка ӳкерме пуҫланӑ. Вӑл Воробьев композиторсен урамӗнчи 5-мӗш ҫурт стени ҫинче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Ӗнер Шупашкарта йытӑсен парачӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна 3-мӗш хут йӗркеленӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Вероника Павлова палӑртнӑ тӑрӑх, парад ҫулсерен илемленсе те илемленсе пырать. Йытӑсене мӗнле кӑна тум тӑхӑнтартман пулӗ! Белоснежка, Хӗрлӗ Калпак, король... Парада прютри йытӑсем ертсе пынӑ. Вӗсем те хитре тумланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Контактри» сӑн Кӑҫал Шупашкарта «Вилӗмсӗр полк» акци онлайн мелпе мар, ахаль чухнехи пек иртӗ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, пулӗ. Акцие хутшӑнакансене ҫав кун Наци вулавӑшӗ умӗнче 11 сехетре кӗтеҫҫӗ. 12 сехет те 20 минутра утма тытӑнӗҫ. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта ку массӑллӑ мероприятие ирттермессине пӗлтернӗ. Ҫакна хӑрушсӑрлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти йывӑҫсене 4 ҫул сӑрламан. Ку ӗҫе Алексей Ладыков хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне пӑрахӑҫланӑ. 2021 ҫулта вӑл кун валли уйӑрнӑ укҫана хунавсем лартмашкӑн яма хушнӑ. Ун чухне пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ҫулсерен йывӑҫсене шуратма 290 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. Хальхи ертӳҫӗ Владимир Доброхотов вара ку ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарнӑ: йывӑҫсене ҫу уйӑхӗнчи уявсем пуҫланиччен шуратса пӗтерме хушнӑ. Ӗҫ пырать: Ашмарин, Дзержинский, Гузовский урамӗсенче йывӑҫсене шуратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Совет тата Винокуров урамӗсенчи суту-илӳ центрӗсенче мина хунӑ тесе хыпар килнӗ. Кинолог йытӑпа вырӑна тӗрӗслеме ҫитнӗ. Телее, нимӗнле мина та пулман. Ҫынсене те эвакуацилеме тивмен. Шӑнкӑравлакана тупнӑ. Вӑл – 34 ҫулти хӗрарӑм. Вӑл ӳсӗрле хӗр тусӗн телефонӗнчен шӑнкӑравласа мина хуни пирки пӗлтернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 700 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е 5 ҫул таран тӗрмене хупма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш ҫыравҫисемпе журналистсен пӗрлешӗвне туса хунӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |