Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта «Хальхи тата иртни» мурала ӳкерсе пӗтернӗпе пӗрех. Ӑна «ФормАРТ» фестивале хутшӑнакан Яна Ежова ӳкерет.

Мурал Хӗвеллӗ бульварти 12-мӗш ҫурт стени ҫинче пулӗ. Яна ӑна пӗр эрне каялла ӳкерме тытӑннӑ. Халӗ ҫӳлти фона туса пӗтересси кӑна юлнӑ.

Палӑртмалла: Яна Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ӗҫлет, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче магистратурӑра вӗрент.

 

Хулара
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Фроловсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнине уявланӑ. Мероприяти хулари Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗнче иртнӗ.

Екатерины Сильвестровна тата Николай Николаевич тахҫанах тивӗҫлӗ канура пулин те лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ. Кил хуҫи «Нарспи» тата «Калинушка» ансамбльсенче юрлать, Екатерина Сильвестровна ал ӗҫӗпе аппаланать. Вал хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрет, унта ал ӗҫӗпе аппаланать, физкультура занятийӗсене хутшӑнать.

Телейлӗ мӑшӑра саламлама хӑйсем унччен ӗҫленӗ Трактор заводӗнчен, хулари Клуб тытӑмӗнчен, Комплекслӑ центртан пырса ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне тӑванӗсемпе тусӗсем пуҫтарӑннӑ.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Тинех! «Пехет» агромаркет ку эрнекун уҫӑлӗ. Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче 12 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ вӑл. Юрӑҫсем концерт кӑтартӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ, парнесем выляттарӗҫ, ҫавӑн пекех ачасем валли анимаци пулӗ.

Аса илтерер: агромаркетра 4 апатлану вырӑнӗ, 8 павильон, фермерсем валли 76 вырӑн пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14082
 

Хулара

Шупашкар хулине ҫутӑпа тивӗҫтерме кӑҫал хыснаран 17 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ.

Вӑл укҫа пурӗ 47 картишне ҫутатма тухса кайӗ. Ун валли пурӗ 169 юпа лартмалла, 284 светильник вырнаҫтармалла, пӑралука 5 километр ытла хумалла.

Ӗҫе подрядчик пулса «ВолгаРемСтрой» тата «Горсвет» предприятисем пурнӑҫлӗҫ. Палӑртнине вӗсен кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.

 

Хулара
mel.fm сайтри сӑн
mel.fm сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма суда панӑ. Йалтах — укҫана пула. Хӗрарӑм унӑн 1,78 миллион тенкине вӑрланӑ иккен.

Арҫын ҫак укҫана ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑшӑн илнӗ. Арӑм пулнӑскер вара унӑн хваттерне килнӗ те нухрата йӑлтах йӑтса тухса кайнӑ, хӑйӗн банк счечӗ ҫине хунӑ. Арҫын полицие заявлени ҫырма кайсан хӗрарӑм 290 пин тенке тавӑрса панӑ.

Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна суда панӑ. Халӗ хӗрарӑмӑн арҫынна 1,489 млн тенке тавӑрса памалла. Унсӑр пуҫне 93,5 пин тенкӗ процент тӳлемелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14054
 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Паян Шупашкарта «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль старт илнӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн, 19-мӗшӗччен пырӗ.

Ҫак тапхӑрта сӑра вӗретекен 26 предприяти хӑйсен продукцийӗпе паллаштарӗҫ: Мускав, Чӗмпӗр, Самар, Пенза, Томск облаҫӗсенчен, Тутарстанран, Мари Элтен, Чӑваш Енрен, Мускав тата Санкт-Петербург хулисенчен.

Вырӑнти 30 кафе-ресторан тата фермер хуҫалӑхӗсем сӗтел ҫине блюдӑсем тата ҫыртмӑшсем лартӗҫ.

 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

«Уҫӑ хула» порталта сасӑлав вӗҫленнӗ. Апла кам тивӗҫӗ-ха кӑҫал «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята?

Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн директорӗ Михаил Резников чи нумай сасӑ пухнӑ. Уншӑн респондентсен 59 проценчӗ сасӑланӑ. Пӗтӗмпе 5 пин ҫын унта хутшӑннӑ.

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене пӑхса тухма парӗҫ. Вӗсем татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ.

 

Хулара
"Првда ПФО" тӗнче тетеленчи хаҫатри сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
"Првда ПФО" тӗнче тетеленчи хаҫатри сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Шупашкарӑмӑр кӳлмекӗ чӑннипех те илемлӗ. Унта курса ҫӳремелли-паллашмалли чылай. Ҫавӑн пек вырӑнсенчен пӗри — Истори тӳремӗ. Унта ҫавра тенкелсемпе кантак витринӑлла сӗтелсем пур. Унта Чӑваш Енен историйӗпе ҫыхӑннӑ артефактсемпе паллашма пулать.

Анчах Шупашкара нумаях пулмасть килнӗ хӑна, РСФСР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ (1990–1993 ҫҫ.) ҫын, эксперт, консультант Валерий Михайлов, йӑнӑш асӑрханӑ. Андриян Николаев космонавта халалланӑ экспозицире ентешӗмӗр уҫлӑха пӗрремӗш хут хӑпарсан орбитӑра 18 талӑк ирттернӗ тесе ҫырса хунӑ. Тӗрӗссипе вара — 4 кун. Иккӗмӗш хутӗнче вӑл 17 талӑк та 16 сехет те 59 минут пулнӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ыран, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта ретро-троллейбуспа ярӑнма май пулӗ. 1964 ҫулта линине тухнӑ ЗИУ-5 троллейбуспа хула тӑрӑх хӑйне евӗр экскурси ирттерӗҫ. Вӑл «Чукун ҫул вокзалӗ» чарӑнуран ҫула тухӗ, тек ниҫта та чарӑнмӗ, экскурси 2 сехете тӑсӑлӗ. Троллейбусра апат ҫиме юраманни пирки асӑрхаттараҫҫӗ.

Экскурси тӳлевлӗ. Билет хакӗ — 200 тенкӗ, 7 ҫул тултарман ачасене — тӳлевсӗр. Билета малтан (8352) 44-29-84 телефон номерӗпе саккас туса хумалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211012056_2647
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗнче Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявлӗ. Вӑл ҫурлан 16-17-мӗшӗсенче иртӗ. Кӑҫал та тӗп мероприятисем Константин Иванов скверӗнче, Хӗрлӗ лапамра тата Юрӑ уйӗнче пулӗҫ.

Мускав ҫыранӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70 ҫулсен ретроспективине йӗркелӗҫ. Ҫав вӑхӑтри юрӑ-кӗвӗ янӑрӗ, ҫавӑн пекех «Атӑл ҫинчи джаз» фестиваль иртӗ. Юрӑ уйӗнче спортсменсем тупӑшӗҫ, унта тӗрлӗ чемпионат пулӗ. Хӗрлӗ лапамра – «Шупашкар ҫемйи» фестиваль, Республика тӳремӗнче «Кадрта – хула» курав иртӗҫ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, «Ҫӑлтӑрпа зарядка» та иртӗ. Каҫхине вара Раҫҫейри паллӑ эстрада юрӑҫи Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене саламлӗ. Кам килӗ? Унӑн ятне хальлӗхе пӗлтермен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14013
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ...332
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.11.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та