Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Совет тата Винокуров урамӗсенчи суту-илӳ центрӗсенче мина хунӑ тесе хыпар килнӗ. Кинолог йытӑпа вырӑна тӗрӗслеме ҫитнӗ. Телее, нимӗнле мина та пулман. Ҫынсене те эвакуацилеме тивмен.
Шӑнкӑравлакана тупнӑ. Вӑл – 34 ҫулти хӗрарӑм. Вӑл ӳсӗрле хӗр тусӗн телефонӗнчен шӑнкӑравласа мина хуни пирки пӗлтернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 700 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е 5 ҫул таран тӗрмене хупма пултараҫҫӗ.