Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Паян Шупашкарта Ленин проспектӗнче «Петровский» киоск тӑррине юр персе аннӑ. Ку 25-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Сутуҫӑ ишӗлчӗк айне пулнӑ, ҫынсем ӑна унтан тухма пулӑшнӑ. Хӗрарӑма пульницӑна янӑ, тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле кайма ирӗк панӑ.

Акӑ мӗн паллӑ: ҫав самантра «Ӑшӑ кил» управляющи компанийӗ ҫурт тӑрринчен юр антарнӑ. Киосксен сутуҫисене вӑхӑтлӑха ӗҫе чарма, киоска хупма ыйтнӑ. Анчах хӗрарӑм юр антарса пӗтеричченех киоска таврӑннӑ. Ҫурт тӑрринче ӗҫлекенсем вара юра тытса чарайман, вӑл киоск тӑррине ӳкнӗ.

 

Хулара
news.1777.ru сайтри сӑн
news.1777.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 74 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 6,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Полицие пырсан вӑл акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ: нарӑсӑн 24-мӗшӗнче ун патне вӑл 40 ҫул ытла ӗҫленӗ предприятири кадрсен уйрӑмӗнчи специалист шӑнкӑравланӑ. Ӑна сиенлӗ стажшӑн пенсие ҫӗнӗрен шутласа памалла-мӗн. Палламан ҫын смс-ҫырупа килнӗ кода ыйтнӑ – ку Пенси фондне ҫырӑнма кирлӗ имӗш.

Кайран унпа «йӗрке хуралҫисем» тата «Тӗп банк ӗҫченӗсем» ҫыхӑннӑ. Хайхискерсем «Госуслуги» порталти даннӑйсене ют ҫынсем пӗлнӗ тесе хӑратма тытӑннӑ, вӗсем терроризм организацийӗсене укҫа куҫарма пултараҫҫӗ-мӗн. Вӗсем каланипе 74 ҫулти арҫын ҫӗнӗ телефон, сим-карта, роутер илнӗ. Ҫапла преступниксем ӑна йӑлт сӑнаса тӑнӑ.

Хайхи арҫын арӑмӗпе пӗрле банка кайса счет ҫинчи пысӑк укҫа илнӗ. Унта ӗҫлекенсене ку укҫа Мускавра операци тума кирлӗ тесе суйнӑ. Пушӑн 3-мӗшӗнче каҫхине курьер укҫана илсе кайнӑ та истори ҫакӑнпа вӗҫленӗ. Арҫыннӑн вара полицие кайма тивнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти хӗрарӑм банк карттине ҫухатнӑ. Ӑна вара 51 ҫулти арҫын тупнӑ. Анчах арҫын карттӑна тавӑрса пама шутламан та – унти укҫапа вӑл 4 кун лавккана йӑркканӑ.

Ҫав кунсенче арҫын 12 пин тенке яхӑн тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ытларах вӑл ют ҫын укҫи-тенкипе эрех туяннӑ.

Тытса чарнӑ чухне арҫын ҫумӗнче хӗрарӑмӑн карттине тупнӑ. Вӑрланӑ тесе ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шар курнӑ хӗрарӑмӑн тӑкакне саплаштарас тесе йӗрке хуралҫисем унӑн телевизорне конфискациленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_269346
 

Хулара

Шупашкарта 12 ҫулти арҫын ача ҫемье укҫи-тенкине ҫӑлас тесе... ултавҫӑсене 175 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

5-мӗш класра вӗренекен арҫын ача патне мессенджерта палламан ҫын ҫырнӑ, ашшӗ-амӑшӗн укҫине ҫӑлмалла тесе ӗнентернӗ. Вӑл килте укҫа ӑҫта упраннине пӗлнӗ. Ҫав вырӑнтан укҫана илнӗ те накама ним каламасӑр ҫывӑхри банкомата кайнӑ, унта палламан ҫын каласа тӑнипе 175 пин тенке «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ.

Ҫакна пурнӑҫласанах мессенджерта ҫырӑнни хуралнӑ. Арҫын ачан кун пирки амӑшне каласа пама тивнӗ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури Шупашкарти ЖКХ тата тирпей-хӑтлӑх управленийӗпе, «Халӑх фрончӗ» общество юхӑмӗпе пӗрле ҫӳп-ҫапа контейнерӗсене мӗнле тытнине тӗрӗсленӗ.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче нумай ҫитменлӗх тупса палӑртнӑ: ҫӳп-ҫапа пуҫтарман, вӑхӑтра илсе тухман. Кун пек тӗслӗхсене «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта, Шумилов, Р.Зорге, Кадыков урамӗсенче, Эгер бульварӗнче тупса палӑртнӑ.

Ҫӳп-ҫап илсе тухассишӗн яваплӑ организацисене должноҫри ҫынсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Хулара
ast.mk.ru сайтри сӑн
ast.mk.ru сайтри сӑн

Шупашкарта студенткӑна банкомат умӗнчех ҫаратса кайнӑ.

Ку нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти суту-илӳ ҫуртӗнче пулса иртнӗ. 16 ҫулти хӗр банкомат патне пырса 95 пин тенкӗ илнӗ. Хайхискер телефон туянасшӑн пулнӑ иккен.

Анчах... Укҫана алла тытнӑ кӑна – хыҫалта тӑракан арҫын 95 пин тенке туртса илнӗ те тарнӑ. Хӗр ун хыҫҫӑн чупнӑ, анчах хӑваласа ҫитеймен. Ҫапла унӑн полицие кайма тивнӗ.

Полицейскисем кеҫех вӑрра, 30 ҫулти арҫынна, тытнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_17451
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурт тӑррин пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ. Каллех – юр йывӑрӑшне пула. Ку Энергетиксен тӑкӑрлӑкӗнчи 5-мӗш ҫуртра пулнӑ.

Ҫурт 1971 ҫулта хута янӑскер. Вырӑнта комисси тӗрӗслевӗ ирттернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем те ҫитнӗ.

Сӑмах май, кун пекки спутник хулара унччен те пулнӑ. Иртнӗ канмалли кунсенче Силикат урамӗнчи 12-мӗш ҫурт тӑрри йӑтӑнса аннӑ.

 

Хулара

Ҫанталӑк ӑшӑтсан Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пурӑнакансем шар курма тытӑннӑ.

Ку ҫурт тӑрринчен шыв анма пуҫланӑ. Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, шыв фасад тӑрӑх кӑна юхмасть, вӑл подъезда та кӗрет – стенасем йӗпенеҫҫӗ, маччаран шыв тумлать. Нӳрӗке пула электропралук тата шалти отделка сиенленесрен хӑраҫҫӗ ҫынсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ поселокӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртӑн тӑррин пӗр пайӗ юр йывӑрӑшне чӑтаймасӑр йӑтӑнса аннӑ.

Ҫак 20-мӗш ҫурта «Текстильщик» УК пӑхса тӑрать. Шупашкар пуҫлӑхӗ вырӑна ҫитсе курнӑ. Кун хыҫҫӑн телеграм-каналӗнче ҫапла пӗлтернӗ: тӑрӑ йӑтӑнса ансан ӑшӑтмалли тытӑм сиенленнӗ, ҫавна май пӗр подъезд ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Халӗ ҫурт тӑррине юсассине тӗрӗслесе тӑрӗҫ.

 

Хулара
uchiprof.ru сайтри сӑн
uchiprof.ru сайтри сӑн

Шупашкарти тухтӑр, 67-ри хӗрарӑм, ултавҫӑсене 3 млн тенкӗ ытла куҫарса панӑ.

Ӑна полицейскисем, банк ӗҫченӗсем, ӗҫтешӗсем укҫа куҫармалла мар тесе ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ. Анчах вӑл никама та итлемен. Ывӑлне кун пирки пӗр уйӑхран кӑна каласа кӑтартнӑ. Кун хыҫҫӑн ывӑлӗ ҫине тӑрса ӑна полицие кайма ыйтнӑ. Тинех килӗшнӗ вӑл.

Акӑ мӗн пулса иртнӗ: хӗрарӑм патне «пенси фончӗн ӗҫченӗсем», «Роскомнадзор, ФСБ, Тӗп банк ӗҫченӗсем» пӗр вӗҫӗм шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем унӑн укҫине Укаринӑна пулӑшма ярасшӑн тесе хӑратса пӗтернӗ, счет ҫинчи пухнӑ укҫине, пӗлӗшӗсенчен кивҫен илсе йӑлтах «резерв фонда» куҫарма хушнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ...342
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Шанчӑклӑ туссен тата ӗҫтешсен сĕнĕвĕсене итлӗр – вĕсем кирлĕ пулма пултараççĕ. Халĕ пĕрлехи бизнеса укçа хывма вăхăт мар. Ĕç нумай вăя илӗ, ытлашши ывӑнма ан тӑрӑшӑр. Нерв лӑплантарас килсен канмалли кунсенче туссемпе тĕл пулма ан хирӗҫлӗр.

Ҫу, 27

1939
87
Михайлов Николай Дмитриевич, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Ляпидовская Светлана Михайловна, филолог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Пӑрчӑкан Нина Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи