Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
cheb.mk.ru сайтри сӑн
cheb.mk.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗсене Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтес чӗрчунсем валли йышӑнать. Ку акци пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ иртет. Кӑҫал вӑл кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 1-мӗшӗччен пулӗ. Зоокӗтес чӗрӗ, типсе кайман чӑрӑшсене, хырсене тата пихтӑсене кӑна йышӑнать. Вӗсене юнкунран пуҫласа вырсарникунччен 10:00-18:00 сехетсенче Николаев паркне илсе пымалла.

Зоокӗтес ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, лӑсӑллӑ йывӑҫ чӗрчунсемшӗн усӑллӑ, вӑл вӗсемшӗн вылямалли тетте те пулса тӑрать. Лӑсӑллӑ йывӑҫсене чӗрчунсем айне те сарса параҫҫӗ.

Кашни йывӑҫшӑн «Ковчег» зоокӗтесе кӗрсе курма 1 ача-пӑча билечӗ параҫҫӗ.

 

Хулара

Ҫак кунсенче Шупашкартан Новосибирска самолет вӗҫме тытӑннӑ. S7 Airlines авиакомпани пӗрремӗш рейса пурнӑҫланӑ.

Новосибирскран Шупашкара килнӗ пассажирсене чӑвашсен йӑли-йӗркипе кӗтсе илнӗ. Пӗрремӗш кунхинех Шупашкартан Новосибирска 60 ҫын вӗҫнӗ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак рейс ҫынсене Раҫҫейӗн хӗвелтухӑҫ пайне ҫӑмӑллӑнах ҫитме май парать.

 

Хулара
Станислав Трофимовӑн архивӗнчи сӑн
Станислав Трофимовӑн архивӗнчи сӑн

Паян Шупашкарта ӑшӑ сечӗсем ҫинче икӗ авари пулнӑ. Кун пирки хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.

Аварисем Пролетари урамӗнче тата Мир проспектӗнче пулнӑ. Пролетари урамӗнче специалистсем тӳрех ӗҫе пуҫӑннӑ. Мир проспектӗнче вара авари хӑш вырӑнта пулнине ҫийӗнчех тупса палӑртайман.

 

Хулара
«Грани» хаҫат сайтӗнчи сӑн
«Грани» хаҫат сайтӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта та Хӗл Мучин резиденцийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл ачасене ӗнертенпе йышӑнать.

Резиденци Тӗкӗрҫ рашчинче вырнаҫнӑ. Вӑл раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен 11 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен ӗҫлет. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ачасене 14:00-18:00 сехетсенче йышӑнать. Кӑрлач уйӑхӗн 2-11-мӗшӗсенче вара 11 сехетре уҫӑлать те 18 сехетчен ӗҫлет.

Аса илтерер: Шупашкарта та Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлет. Вӑл кӳлмекре вырнаҫнӑ.

 

Хулара
mk.ru сайтри сӑн
mk.ru сайтри сӑн

Шупашкарта шкул ачи ултавҫӑсен аллине лексе амӑшӗн ылтӑн алки-эрешне парса янӑ. Пӗтӗмпе – 500 пине яхӑн тенкӗлӗх.

Раштавӑн 25-мӗшӗнче ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл маркетплейс ӗҫченӗ-мӗн. Хайхискер ача патне посылка килнине пӗлтернӗ, паспорт даннӑйӗсене тата СМС-ҫырупа килнӗ кода ыйтнӑ. Арҫын ача йӑлтах каланӑ.

Кун хыҫҫӑн ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Вӗсем ачана явап тыттарассипе хӑратнӑ, видеоҫыхӑну урлӑ хваттере кӑтартма ыйтнӑ. Алка-эрешсене курсан вӗсене «тӗрӗслемешкӗн» памалла тесе ӗнентернӗ.

Ача эрешсене курьера парса янӑ. Телефонра палламан ҫынсемпе ҫырӑнни хуралсан тин вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗсемпе Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ ҫӳреме тытӑннӑ. Хула ҫыннисен кӑмӑлне хӑпартас тесе троллейбусра Хӗл Мучипе Юр пике ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем – Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем.

Ҫынсем Хӗл Мучипе тата Юр пикепе пӗрле юрлаҫҫӗ, тупмалли юмахсене тупсӑмӗсене шыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Ҫӗнӗ ҫул асамҫине сӑвӑ каласа параҫҫӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 340 вырӑнлӑх ача пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ — «Асам».

Ача пахчин дизайнӗ хӑйне евӗр – унта кӗтессем ҫук. Ку ачасемшӗн питӗ меллӗ тата хӑрушсӑр. Унта 15 ушкӑн пулӗ, вӗсен йышӗн иккӗшӗ — сусӑр ачасем валли. Кашни ушкӑна кӗмелли уйрӑм алӑк пур.

Кунсӑр пуҫне «Асам» педагогсемшӗн республикӑри компетенци центрӗ пулӗ. Ку Чӑваш Енри шкул умӗнхи вӗренӗве аталантарма пулӑшӗ.

 

Хулара
altai.aif.ru сайтри сӑн
altai.aif.ru сайтри сӑн

Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 10 сехет ҫурӑра Шупашкарта сирена янӑранине илтсен хӑраса ан ӳкӗр. Ку – планра пӑхса хунӑ тӗрӗслев.

Сигнала хулари темиҫе районта илтме май пулӗ: Мир проспектӗнче, Хевеш, Хусанкай, Шумилов урамӗсенче, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнче, Социализм урамӗнче, Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче тата Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче.

Ҫынсене лӑпкӑ пулма, сиренӑна илтсен ӗҫ вырӑнӗнчех юлма ыйтаҫҫӗ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта ҫак эрнере С.М. Ислюков палӑкне уҫӗҫ. Кун пирки Шупашкар пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.

Палӑка раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, 10 сехетре уҫӗҫ. С.М. Ислюков скверӗнче малтан чечек хурӗҫ, унтан палӑк уҫӗҫ.

Семен Ислюков — паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ. Ун ячӗпе палӑк лартас сӑмаха 2021 ҫултах хускатнӑ. Анчах ку ӗҫе халӗ ҫеҫ пуҫӑннӑ. Монумент «Волжский-2» ятлӑ скверта пулӗ.

 

Хулара
konakovograd.ru сайтри сӑн
konakovograd.ru сайтри сӑн

Раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен Ҫӗнӗ Шупашкарта пушара хирӗҫле режим вӑйра пулӗ, ҫак тапхӑрта пиротехника хатӗрӗсемпе усӑ курма юрамӗ. Ҫапла йышӑннӑ хула пуҫлӑхӗ Александр Алексеев.

Ҫак тапхӑрта 1-мӗш класлӑ пиротехника хатӗрӗсемпе кӑна усӑ курма юрать. Вӗсен йышне хлопушка, бенгали ҫурти, сӗтел ҫинчи фонтан кӗреҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр: кунашкал режим Шупашкарта та вӑйра пулӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ...339
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй