Харпӑр шухӑш
Культура
Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче эпир, пулас артистсем, 1978-1983-мӗш ҫулсенче вӗреннӗ. Училище Мускаври Малый театр ҫумӗнче вырнаҫнӑ пирки пире унта ытларах Малый театрта ӗҫлекен артистсем вӗрентетчӗҫ. Эпир, паллах, малтанах актер ӑсталӑхӗпе пире миҫе педагог вӗрентме пултарассине пӗлме пултарайман. Шупашкарта конкурссем иртнӗ май, юлашки иртекен турсенче эпир хамӑрӑн пулас икӗ преподавателе пӗлеттӗмӗрччӗ-ха. Вӗсем пире суйласа илме ятарласа Шупашкара килнӗччӗ. Пӗри вӑл — пирӗн пулас илемлӗх ертӳҫи — Владимир Константинович Смирнов, тепри актер ӑсталӑхне вӗрентекен — Наталия Алексеевна Петрова. Сентябрьте пӗрремӗш курсра вӗренме пуҫласан черетпе тенӗ пек пирӗн пата актер ӑсталӑхӗпе вӗрентекен ытти педагогсем килме пуҫларӗҫ. Ҫапла пӗрремӗш курсра юпа (октябрь) уйӑхӗн пуҫламӗшӗнче пирӗн пата Виталий Мефодьевич Соломин килчӗ. Виталий Соломин киноартиста эпӗ ача чухне, хам 11-12 ҫулсенче ялти клубра «Даурия» фильмра курнине астӑватӑп. Вӑл кинона клубра кӑтартма час-часах илсе килетчӗҫ те, эпӗ ӑна темиҫе хут та пӑхнӑччӗ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче ҫулсерен «Снежные фантазии» («Юр тӗлӗнтермӗшӗ») ятпа чи лайӑх хӗллехи кӳлепесен конкурсӗ иртет. Раҫҫей УФСИН-ӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче вӗсене пӑхӑнакан мӗнпур учрежденийӗсен хушшинче конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӳлепесене ӑсталанӑ чухне Ҫӗнӗ ҫул уявне анлӑ сӑнлани уҫӑмлӑ курӑннӑ, унӑн тӗп сӑнарӗ тигр пулса тӑнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене эксперт комиссийӗ палӑртнӑ, вӑл кӳлепесене хӑйне евӗрлӗ ӑсталанине, пултарулӑха, ӗҫ кӑткӑслӑхне тата кӳлепесене мӗнлерех эрешленине хакланӑ. «Конкурса тӑратнӑ кӳлепесене пурне те тӑрӑшса пурнӑҫланӑ май, вӗсене конкурс палӑртнӑ тематикӑпа ӑсталанине шута илсе, чи лайӑх композицие суйласа илме ҫӑмӑл пулмарӗ», — палӑртнӑ айӑпланнӑ ҫынсене воспитани тата социаллӑ ӗҫпе тивӗҫтерекен пай пуҫлӑхӗ Петр Рожнов. Эксперт комиссийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, конкурса тӑратнӑ кӳлепесене йӗркеленӗ май ытларахӑшӗ Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне илемлетмелли капӑрлӑхсемпе тата сӑрӑсемпе анлӑн усӑ курнӑ. Айӑпланнисен хушшинче ирттерекен ӑмӑрту вӗсен пултарулӑхне палӑртма, обществӑлла активлӑ пурнӑҫпа пурӑнма тата пушӑ вӑхӑта, уйрӑмах уяв тата ҫӗнӗ ҫул кунӗсенче тивӗҫлӗ шайра йӗркелеме май парать. |
Сывлӑх
![]() Канаш районӗн тӗп пульница тунӑ сӑн Канаш районӗнче пурӑнакансем валли Шӑхасанта пысӑк поликлиника хӑпартӗҫ. Кун пирки Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет. Поликлиникӑна Пӗрремӗш сыпӑка модернизацилемелли программа шайӗнче пурнӑҫлӗҫ. Строительство ӗҫӗсем кӑҫал пуҫланмалла, 2024-мӗш ҫулта вӗҫлеме палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра проект экспертиза тӗрӗслевӗ витӗр тухать. Палӑртса хӑварар, Канаш районӗнче нумай профильлӗ пысӑк поликлиника тӑвасси пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче асӑннӑччӗ. Поликлиника Канаш районӗн Ф. Г. Григорьев ячӗллӗ тӗп пульницин йышне кӗрӗ. Хальлӗхе поликлиника 1954 ҫулхи кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑ, маларах унта райӗҫтӑвком ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫурт хальхинчен виҫӗ хут пысӑкрах пуласси пирки шантараҫҫӗ. Унта компьютер томографӗ, цифрӑллӑ флюорограф, маммограф та пулӗ. Канаш районӗн тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Сергей Шерне ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хальхи тӑвӑр лару-тӑрура вӗсене унта вырнаҫтарма май ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Йӗпреҫ районӗн вулавӑш системине кӗрекен тӗп библиотекӑра «Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ҫыннисем» кӗнекесен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна республикӑра кӑҫал ирттерекен Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ. Вулавӑша ҫӳрекенсем Чӑваш Ене чапа кӑларнӑ ҫынсем пирки ҫрнӑ материалсемпе паллашма пултарӗҫ. Пресс-релизра пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта ҫыравҫӑсем, музыкантсем, театр деятелӗсем ҫинчен кӑна мар, ҫавӑн пекех спортсменсем, халӑх ӑстисем тата ытти ҫынсем пирки те пӗлме пулать. Куравра «Чӑваш Республикин Президенчӗн библиотеки» кӗнеке ярӑмӗ паллӑ вырӑн йышӑнать, вӑл Чӑваш Енӗн 11 паллӑ ҫыннин пурнӑҫне тӗплӗн уҫса парать. Уйрӑм кӗтес Йӗпреҫ районӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫынсене валли уйӑрса панӑ. Курава килекенсем Чӑваш халӑх поэчӗпе Ҫемен Элкерпе, Социализмла ӗҫ Геройӗпе Антон Шордеевпа, Раҫҫей Паттӑрӗпе Леонид Константиновпа тата ыттисемпе тӗплӗнрех паллашма пултарӗҫ. Йӗпреҫ районӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ курав ҫулталӑк тӑршшӗпе ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сергей Башкиров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Китайра Олимпиада пырать. Вӑйӑсем нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫланчӗҫ, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗҫ. Олимпиадӑна официаллӑ майпа паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Эпир, биатлона юратакансем, ҫак кунсенче Раҫҫей спортсменӗсемшӗн хытах пӑлханӑпӑр, вӗсене ӑнӑҫу сунӑпӑр. Ҫитменнине тата пирӗншӗн, Чӑваш Ен ҫыннисемшӗн, питех те ырӑ хыпар пур. Биатлонистсен тренерӗсенчен пӗри — Сергей Башкиров. Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Сергей Башкиров биатлонпа 10 ҫула ҫитсен кӑсӑкланма тытӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш тренерӗ ашшӗ пулнӑ. Сергей Башкиров Тӗнче чемпионатӗнче юниорсем хушшинче ҫӗнтернӗ, Тӗнче кубокӗн тапхӑрӗнче, Европа кубокӗн тӑватӑ ӑмӑртӑвӗнче мала тухнӑ. Сергей Башкиров 2002 ҫулта ҫӗршывӑн командин йышӗнче Америкӑри Солт-Лейк-Сити хулинчи хӗллехи Олимп ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. |
Сывлӑх
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗллехи кунсенче кӑшӑлвирус кӑна мар, ытти тӗрлӗ вирус инфекцйӗ те вӑйлӑ сарӑлать. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ачасем инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Ҫакӑн пек майпа вӗсем нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пӗлӳ тӗнчине шӗкӗлчӗҫ. Килте ларса урок вӗренес йӗркене тӑсассипе тӑсмассине паян иртекен оперштабӑн ларӑвӗнче татса памалла. Улатӑр хулинче шкул ачисем вирус чирӗсемпе йышлӑ чирленӗ май вӗсене карантина куҫарма йышӑннӑ. Унта инҫет ҫыхӑну мелӗпе нарӑс уйӑхӗн 4-13-мӗшӗсенче вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юлашки талӑкра 1051 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ҫапла пӗлтерет статистика. Куратӑр пулӗ: хисеп кашни кун ҫӗпре ҫинчи пек ӳссе пырать. Иртнӗ талӑкра 186 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 416 ҫын вара сывалнӑ. Ку таранччен республикӑра 54630 ҫын инфекциленнине шута илнӗ. Вӗсенчен 43904-шӗ сывалнӑ. Ку 80,4 процентпа танлашать. Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре кӑшӑлвирус 4213 пациентӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() alatvesti.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре санавиаци вертолечӗ пациентсене пульницӑна часрах пульницӑна илсе ҫитерме пулӑшать. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн варринчен вӗҫме тытӑнӗ. Хальхинче те килӗшӗве «Вырӑс вертолет тытӑмӗсем» обществӑпа алӑ пуснӑ. Кӑҫал ӑна санавиацишӗн 35,9 миллион тенкӗ парӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫлениччен сахалтан та 59 хутчен вӗҫме палӑртнӑ. Перекетлеме май пулсан 85 вӗҫев пулӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр санавиацишӗн 45,9 миллион тенкӗ тӳленӗ. Ку укҫапа 53 вӗҫев тума палӑртнӑ. Анчах пирӗн республика пӗчӗк пулнине кура перекетлеме май килнӗ, 109 хутчен вӗҫеве тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() news1.ru сайтри сӑн Шкул ачисем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Республикӑра кӑшӑлвирус ҫӗнӗ вӑйпа сарӑлма пуҫланӑран ҫапла йышӑннӑччӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Шкул ачисем ҫитес эрнере парта хушшине ларӗҫ-и? Халӗ ку ыйту пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ыран оперштаб ларӑвӗ пулӗ. Шӑпах ҫавӑнта ку ыйтӑва татса парӗҫ. «Унта аслӑ класра вӗренекенсене дистанци мелӗпе вӗрентес ӗҫе тӑсассине сӳтсе явӑпӑр», — палӑртнӑ Олег Алексеевич Инстаграмри страницинче. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Инстаграмри @mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин халӑхӑн ӗҫлӗх центрне ертсе пыма Виктор Ковалёва ҫирӗплетнӗ. Унпа коллектива республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшнче паллаштарнӑ. Виктор Михайлович асӑннӑ центрта унччен ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа та коллективра тӑрӑшакансем ӑна япӑх мар пӗлеҫҫӗ. Виктор Ковалёв ӗҫлӗх службинче 1999 ҫултанпа тӑрӑшать. Малтан специалист пулнӑ, унтан Ӗҫлӗх центрӗн Етӗрне районӗнчи пайне ертсе пынӑ. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ӗҫлесе те вӑл самай опыт пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |