Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Куславккари халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу паракан центр ӗҫченӗсем ватӑ ҫынсене пахчара ӗҫлесе те пулӑшаҫҫӗ. Чылай ватӑ тивӗҫлӗ канура ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлесе чунне кантарать. Анчах ҫулсем иртӗҫемӗн алла кӗреҫе-матик тытма йывӑртарах.
Кун пек чухне вӗсем патне социаллӑ ӗҫченсем килеҫҫӗ. Вӗсем йӑрансене ҫумлаҫҫӗ, шӑвараҫҫӗ, ҫимӗҫсене пуҫтараҫҫӗ. Капла ватӑсем те питӗ хавхаланаҫҫӗ, вӗсен татах ӗҫлес килсе тӑрать.
«Людмила Валерьевнӑна пахчара ӗҫлесе пулӑшнӑшӑн тав тӑвас килет. Пӗччен туса ҫитерме йывӑр пулӗччӗ», – тенӗ Нина Алексеевна Кадырова.
Хальхи вӑхӑтра Куславккари халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу паракан центрта 14 социаллӑ ӗҫчен тӑрӑшать. Вӗсем муниципалитеири 80 ытла ватӑ ҫынна пӑхса тӑраҫҫӗ.
