Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Диспансерпа интернат-ҫуртӑн соцсетьсенчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ
Диспансерпа интернат-ҫуртӑн соцсетьсенчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ

Муркаш районӗнчи Шомик ялӗнчи психоневрологи диспансерӗпе асӑннӑ тӑрӑхри Каршлӑхри ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен интернат-ҫуртне пӗрлештересшӗн.

Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫавӑн пек йышӑну проектне хатӗрленӗ. Унпа ӗнер Алёна Елизарова республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ.

Реорганизаци хыҫҫӑн учрежденире ӗҫлекенсен йышне чакарӗҫ, ҫавӑ ӗҫ укҫишӗн уйӑракан укҫана ҫулталӑкне 2,2 миллион тенкӗ таран перекетлеме май парӗ.

 

Кӳршӗре
Сӑнӳкерчӗк: Наталья Бурухина
Сӑнӳкерчӗк: Наталья Бурухина

Хӗл ларнине пӑхмасӑрах, йӗри-тавра юр выртать пулин те, Чулхулара нумай пулмасть йывӑҫ лартнӑ.

Хулари Пермяковски кӳлӗ тавра аллея тӑвасси пирки Чулхула влаҫӗсем пӗлтӗрех шут тытнӑ-мӗн. Анчах ӗҫ тухман. Ӗҫе пӗлтӗр ҫурлан 31-мӗшӗччен пурнӑҫламалла пулнӑ та, ӑна пурнӑҫлакансем малтан хунавсене шӑрӑх ҫанталӑкра хӗвел ҫинче самай тытнӑ, кайран вара, типнӗскерсене ҫӗре чавса лартнӑ. Шел те, кӑҫал ҫуркунне ҫитсен чылай тирек хунавӗ вӑй илеймен, хӑрса ларнӑ.

Кӳршӗ тӑрӑхӑн тӗп хулин влаҫӗсем алӑ усман — кӳлӗ хӗррине тепӗр хут йывӑҫ лартса тухас тенӗ. Кунхинче вара тирек хунавӗсене хура кӗркунне, юр ӳксен чавса лартнӑ.

NN.RU портал Чулхулан администрацине ыйту янӑ: сивӗре хунавсем лартни йӗркеллӗ-и, вӗсем хӑрса ларас пулсан тепӗр ҫул каллех лартӗҫ-и? Влаҫрисем хурав панӑ тӑрӑх ытлашшиех сивӗ мар ҫанталӑкра, -15 градус сивӗрен ӑшӑрах чухне, хунавсем лартма юрать имӗш. Ҫапла кӗркунне тапхӑрӗпе пӗр-пӗр лаптӑка йывӑҫ-тӗм лартса симӗслетес тӗллевпе туллин усӑ курас тесен тума ирӗк пур имӗш. Унсӑр пуҫне, администраци шантарнӑ тӑрӑх, хунавсен гаранти срокӗ те пур.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра Мускаври театр критикӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Ене чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ.

Раҫҫейри театр критикӗсен коллегийӗн пирӗн тӑрӑха килнӗ пайташӗсен йышӗнче — «Сцена» журналӑн тӗп редакторӗ, «Федерация» наци театрӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗн илемлӗх канашӗн пайташӗ, Раҫҫей ӳнер академийӗн хисеплӗ членӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ преми лауреачӗ Дмитрий Родионов, ҫавӑн пекех паллӑ театроведсем Полина Богданова тата Анастасия Ильина.

Сумлӑ хӑнасем Ҫамрӑксен театрӗн, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тата Вырӑс драма театрӗн ӗҫӗсене хаклӗҫ.

Республикӑна килсе ҫитнӗ кунхине критиксем Ҫамрӑксен театрӗн «Кошкин дом» тата «Чапаев» ӗҫӗсене пӑхнӑ, ӗнер — «Куккук куҫҫулӗ» фантазие.

Чӳк уйӑхӗн 23 тата 24-мӗшӗсенче Чӑваш академи драма театрӗнче «Шуйттан чури» драмӑпа «Пилӗк пӑтлӑ юрату» трагикомедие хаклӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 25 тата 26-мӗшӗсенче Вырӑс драма театрне ҫитсе

«Мертвые души» фантасмагорие, «Виртуальные приключения Сони и Вовы» кибер-юмаха тата «Братья Карамазовы» драмӑна пӑхӗҫ.

 

Культура
Надежда Павлова. gctm.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Надежда Павлова. gctm.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2023 ҫулта «История Нарспи» балет спектаклӗ лартма палӑртнӑ.

Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, балет валли Анисим Асламас чӑваш композиторӗн музыкипе усӑ курӗҫ.

Постановка валли Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне уйӑрмалла.

Спектакле пирӗн ентешӗмӗре, СССР халӑх артисткине Надежда Павловӑна халаллӗҫ.

Аса илтерер: Надежда Павлова 1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ача чухне вӑл Пионерсен ҫуртӗнчи балет кружокне ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне хӗрачан Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ аван сисӗннӗ, кайран вӑл ҫӗршыв шайӗнчи ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Балерина Мускавра пурӑнать.

 

Республикӑра
pulse.mail.ru сайтри сӑн
pulse.mail.ru сайтри сӑн

Тӗнче тетелӗнче «Помни» сервис ӗҫлесе кайнӑ. Мӗн-ха вӑл? Ятарлӑ QR-код урлӑ вилнӗ ҫын пирки пӗлме пулать. Телефон камерипе ун ҫине тӗллесен леш тӗнчене куҫнӑ ҫыннӑн страници ҫине куҫма пулать.

Ҫав страницӑна кирек мӗнле информацие те кӗртме пулать. Тӗслӗхрен, ҫын пурӑннӑ чухне юрланӑ пулсан унӑн юррине вырнаҫтараҫҫӗ.

Ҫак QR-кода вилнӗ ҫыннӑн вилтӑпри ҫине вырнаҫтараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83222
 

Сывлӑх
Владислав Павлов. cap.ru сайтри сӑн
Владислав Павлов. cap.ru сайтри сӑн

Тренажер залӗнче тренировка ирттерекен арҫын 70 килограмм таякан штангӑна пуҫӗ ҫине ӳкернӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.

18 ҫулти спортсмен выртса штангӑна кӑкӑрӗ тӗлӗнчен тӗртнӗ. Ӑнсӑртран вӑл ӑна пуҫӗ ҫине ӳкернӗ. Унӑн куҫлӑхӗ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ, ванчӑкӗсем куҫ хупанкине сиенлетнӗ. Спортзал администраторӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Тухтӑрсен бригади 8 минутран ҫитнӗ. Владислав Павлов ванчӑк куҫне кӗрсе кайманнине палӑртсан сурана ҫыхса янӑ. Пациента Республикӑри офтальмологи клиника пульницине илсе ҫитернӗ.

 

Персона

Чӑваш Енри преподаватель Владимир Семенов Пӗтӗм нацин «Ҫулталӑк профессорӗ» преминче «Биологи ӑслӑлӑхӗсем» номинацире ҫӗнтернӗ. Ӑна ӗнер Мускавра чысланӑ.

Владимир Семенов – Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ветеринари медицинипе зоотехника факультечӗн морфологи, акушерство тата терапи кафедрин заведующийӗ. Вӑл тата унӑн вӗренекенӗсем биопрепаратсем, выльӑхӑн сывлӑхне ҫирӗплетме май паракан хушма апатсем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсемпе Атӑлҫи федераци округӗнчи, Мускав, Белгород, Челепи, Тула, Тюмень, Эренпур облаҫӗсенчи, Чӑваш Енри тата Мари Элти, Тинӗсҫум крайӗнчи выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен предприятисенче усӑ кураҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
chgtrk.ru сайтри сӑн
chgtrk.ru сайтри сӑн

Паян республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвать. Вӑл Мускавран килесси пирки синоптиксем пӗлтернӗччӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑра пула Чӑваш Енри 4 районта хӑш-пӗр ял-салара ҫутӑ сӳннӗ. Ку Комсомольски, Патӑрьел, Красноармейски районӗсене пырса тивнӗ. Ведомство пӗтӗмпе 8 ял электроэнергисӗр юлнине пӗлтерет. Ҫак 8 ялта 950 ҫурт шутланать, вӗсенче 2 пин ытла ҫын пурӑнать.

Хальхи вӑхӑтра ҫутӑсӑр юлнӑ ялсенче аварисене сирекен бригадӑсем ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/2118
 

Тӗнчере
Ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн ишӗлнӗ ҫуртсем
Ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн ишӗлнӗ ҫуртсем

Турцин анӑҫ енче, Мрамор тинӗсӗн тӑрӑхӗнче, Дюздже хулинчен 14 километр кӑнтӑр-тухӑҫнелле, 4:08 вырӑнти вӑхӑтра (Мускаврипе пӗр килет) 6,0 магнитудӑллӑ ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ. Гипоцентр ҫӗр айӗнче тарӑнах мар — 6 километрта ҫеҫ — вырнаҫнӑ пулнӑ.

Хальлӗхе ҫӗр айӗнчи тӗркӗшӳсене пула 35 ҫын шар курни пирки паллӑ. 32 ҫын Дюзджере аманнӑ, пӗр ҫын — Стамбулта, пӗр ҫын — Болура, тата тепӗр ҫын — Зонгулдакра.

Ҫӗршыв влаҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, никам та вилмен, Дюзджере ҫуртсем ишӗлнине шута илнӗ. Регионти вӗренӳ заведенийӗсенче занятисене чарса лартнӑ.

Аса илтерер, ӗнер /news/33518.htmlИндонезире ҫӗр чӗтреннӗ. Ҫутҫанталӑк пулӑмне пула вилнисен шучӗ 252 ҫитнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
 ukhtagrad.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ukhtagrad.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейски районӗнче пӗр хӗрарӑм суд ларӑвӗ вӑхӑтӗнче усал сӑмахпа перкелешме тапранса кайнӑ. 42 ҫулти хӗрарӑма кӗҫӗн суд приставӗ асӑрхаттарнӑ-ха, анчах кӑмӑлсӑр хӗрарӑм хӑйӗн тарӑхӑвне шӑнӑҫтарайман, ҫавна вӑл усал сӑмахпа палӑртнӑ.

Каланине итлемен ҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ. Хӗрарӑма е штрафлама, е 15 талӑк таран хупса хума пултараҫҫӗ.

Сӑмах май каласан, влаҫ ҫыннине кӳрентерсен е ӑна хирӗҫ тӑрсан пуҫиле майпа та явап тыттарма юрать.

 

Страницӑсем: 1 ... 716, 717, 718, 719, 720, 721, 722, 723, 724, 725, [726], 727, 728, 729, 730, 731, 732, 733, 734, 735, 736, ... 3921
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 23

1960
65
Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ.
1983
42
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...