Ҫутҫанталӑк
rsnadzor21.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче таса мар шыва юханшыва юхтарса вырттарнӑ. Россельхознадзорӑн вырӑнти управленийӗн тата республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Шӗнерпуҫӗнчи нумай хваттерлӗ икӗ ҫуртран юхса тухакан каяш шывӗ канализаци пӑрӑхӗпе ҫырмари юханшыва кайнӑ. Таса мар шыва тасатса тӑрассине вырӑнта никам та йӗркелемен. Таса мар шыв юхмалли канализаци пӑрӑхне ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫине хунӑ. Ҫӗрӗн те, канализаци пӑрӑхӗн те хуҫи ҫук иккен. Халӗ ҫав пӑтӑрмаха яваплисен татса пама тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне Леонид Черкесова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарьне суйланӑ. Унччен ку пукана Вячеслав Тимченко йышӑннӑ. Леонид Черкесова вӑрттӑн сасӑлавпа суйланӑ. "Ҫыхӑнура" портал тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ку должноҫе йышӑнассишӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов кӗрешнӗ. Палӑртмалла: Леонид Черкесов 1966 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — хирург, ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑра шкул ачисем валли «Янра, чӑваш чӗлхи» онлайн-проект старт илнӗ. Ӑна ЧР Вӗренӳ институчӗ йӗркелет. Ятарлӑ уроксене Rutube-каналта курма пулать. Занятисене тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкул вӗрентекенӗ Оксана Ильина чӑваш чӗлхипе кӗҫӗн классене паллаштарать. Шупашкарти 40-мӗш шкулта вӗрентекен Александр Степанов (сӑмах май, вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ӑсталӑх класӗнче гран-при илнӗ) вӑтам классем валли урок хатӗрленӗ. Хальлӗхе икӗ занятие ҫеҫ пӑхма пулать. Ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ уроксем те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Яндекс.дзен сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи "Звездный" уйлӑхан директорӗ пулнӑ ҫынна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ тата штрафланӑ. Кун пирки прокуратура тата Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтереҫҫӗ. Директор пулнӑ чухне ҫак арҫын 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче арӑмӗ урлӑ пӗр ҫынран 14 пин тенкӗ илнӗ. Куншӑн вӑл унӑн икӗ ачине уйлӑха путевкӑсӑрах илме шантарнӑ. 2019 ҫулхи ҫӗртме-чӳк уйӑхӗсенче вӑл кӗсйине 180 пин тенкӗ чикнӗ. Ку укҫана вӑл бухгалтерирен илнӗ. Анчах ӑна вӑл уйлӑхшӑн тӑкакламан, хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, штрафсем тӳленӗ. Арҫынна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ тата 28 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри икӗ хулара – Сӗнтӗрвӑрринче тата Куславккара – пӑрахутсем чарӑнмалли ятарлӑ вырӑн тӑвӗҫ. Ҫак ӗҫ йӳнӗ мар. Кашни пристань валли 100 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрӗҫ. Анчах чарӑну вырӑнӗсем кирлех. Пристаньсем пулсан Атӑл тӑрӑх ҫӳрекен круиз теплохочӗсене ҫав хуласенче чарӑнайӗҫ. Чарӑну вырӑнӗсене 2025-2026-мӗш ҫулсенче тума палӑртнӑ. Юлашки ҫулсенче пирӗн ҫӗршывра тата республикӑра туризма аталантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Мӑнаҫлӑ ҫӗршывӑмӑрта тата тӑван Чӑваш Енӗмӗрте ҫын курса тӗлӗнмелли вырӑн пайтах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
pravmir.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын пӗлӗшӗн тимсӗрлӗхӗпе усӑ курнӑ. Ун тӗлӗшпе суд пулнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын кафере ӳсӗр пулнӑ. Пӗлӗшӗн кевер чуллӑ ылтӑн ҫӗрри ҫӗре ӳкнӗ. Ҫакна арҫын курнӑ. Анчах нимӗн те шарламан, ҫӗрре илнӗ те сулахай уринчи нуски ӑшне чикнӗ. Кун хыҫҫӑн каферен тухса кайнӑ. Ҫӗрӗ 7,5 пин тенкӗ тӑраканскер. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Палӑртмалла: арҫын унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе лекнӗ. Суд унӑн 3 пӗчӗк ача пуррине шута илсе ӑна тӗрмене 1 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Унчченхи преступленишӗн те приговор вуласа юлашкинчен ӑна колони-поселение 2,5 ҫуллӑха ямалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Ленин районӗнчи ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем кунашкал ята унччен пӗрре те регистрацилемен. Нумаях пулмасть вӑл ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне ҫавнашкал ят ҫыртарнӑ. Вӑл - Милинтина. Ашшӗ Максим ятлӑ, амӑшӗ - Александра. Апла хӗрача Милинтина Максимовна пулать. Янӑравлӑ илтӗнет. Мӗне пӗлтерет-ха Милинтина ят? Тӗнче тетелӗнче ҫырнине ӗненес тӗк, вӑл "ҫынна пӑхма юратакан" тесе куҫать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
ЧПУ сайтӗнчи сӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн 4 студенчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Студентсен стартапӗ" конкурса хутшӑнса 1-ер миллион тенкӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем ку укҫапа хӑйсен бизнес проекчӗсене аталантарӗҫ. Сӑмах май, конкурсра 650 ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Ҫав йыша пирӗн ентешсем те лекнӗ. Гранта вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн студентки Елена Астраханцева, экономика факультетӗнче вӗренекен Анна Мишина, химипе фармацевтика факультечӗн студенчӗ Александр Новиков, ЧПУн Улатӑрти филиалӗнче вӗренекен Евгения Тюрюшова ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
severinform.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ ҫамрӑк ватӑ ҫынсене улталаса укҫаллӑ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисене хӑйсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ асӑрханӑ имӗш. Унта ҫынсем патне кайса укҫа илсе тухма, ӑна ятарлӑ счёт ҫине хума сӗннӗ-мӗн. Укҫан 10 проценчӗ хӑйсене юлать тесе шантарнӑ. Пенсионерсене вара теприсем стационар номерӗ ҫине шӑнкӑравласа вӗсен ҫывӑх ҫыннисем инкеке лекнӗ, кирлӗ ҫынсене укҫа парсан пӑтӑрмахран ҫӑлӑнса юлма пулать тесе ӗнентернӗ. 69 ҫулти хӗрарӑм мӑнукӗшӗн «тӑрӑшса» 240 пин тенкӗ тыттарса янӑ, 85 ҫулти кинемей тӑванӗн хӗрне «пулӑшма» –180 пин тенкӗ; 81 ҫулти хӗрарӑм «аварие лекнӗ» ывӑлӗшӗн хӑраса ӳкнӗ – 500 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Вӑрмар районӗнчи ял арҫыннисем укҫа ҫухатнӑ. Вӗсенчен пӗри йӗрке хуралҫисене 2 пин тенкӗ ҫӗтнине евитленӗ. Хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, ун патӗнче 45 ҫулти хӗрарӑм ҫеҫ пулнӑ. Унпа иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ. Кайран арҫыннӑн укҫи ҫӗтнӗ. Пурӗ 6 пин тенкӗ. Шанчӑксӑр хӗрарӑма шыранӑ вӑхӑтра тепӗр ялти арҫын укҫа ҫухални пирки пакунлисене пӗлтернӗ. Вӑл та маларах асӑннӑ хӗрарӑм хӑйӗн патӗнче пулнине пӗлтернӗ. «Кӗмӗл» ҫипуҫ кӗсйинчен ҫӗтнӗ иккен. Пакунлисем хӗрарӑма тытса чарсан хайхи тек тунман – укҫа вӑрланине йышӑннӑ. Укҫан пӗр пайне вӑл эрех ӗҫсе пӗтерме ӗлкернӗ. Унччен те судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |