Персона
![]() Ксения Гришина архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Чӑваш Ен хӗрӗ "Мускаври педагогика патшалӑх университечӗн пики" пулса тӑнӑ. Вӑл - Ксения Гришина. Пике Куславккара ҫуралнӑ, кайран Комсомольскине куҫса кайнӑ. Унта вӑл музыка шкулӗнче вӗреннӗ. 2016 ҫулта Хусанти музыка шкулне вӗренме кӗнӗ. Халӗ 22 ҫулти Ксения Мускавра пурӑнать, ҫӳлерех асӑннӑ университетсӑр пуҫне ГИТИСра та вӗренет. Хӗр университет конкурсӗнче Чӑваш Ен илемне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Юрланӑ чух чӑваш ташши ташланӑ, видеопрезентацире пирӗн республикӑри илемлӗ вырӑнсемпе, наци кухнипе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ туризм енӗпе специалистсене вӗрентсе кӑларассине малалла аталантарса пырасшӑн. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл Раҫҫейӗн туризмпа сервис патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ вӗрентӳ программисемпе усӑ курма пуҫлӗ. Асӑннӑ университетӑн ректорӗ Александр Федулин тата проректорӗ Евгений Родионов Шупашкарта пулнӑ, килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. «Эпир бакалавриат тата вӑтам професси пӗлӗвӗ парасси пирки калаҫрӑмӑр. Ҫӗнӗ набора ҫитес вӗренӳ ҫулӗнчен уҫасшӑн», — пӗлтернӗ Александр Федулин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкра хула администрацийӗ сӑнӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн заместителӗ пулма Алёна Александринӑна ҫирӗплетнӗ. Алёна Васильевна унччен Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче финанспа экономика пайне ертсе пынӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче ҫав хӗрарӑм 20 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() quotar.org сайтри сӑнӳкерчӗк Хӑш-пӗр ҫын документ илес тесе кӑна пӗрлешет. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрах, кӑҫал унашкал ултӑ тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Ведомство кӑҫал ют ҫӗршывран килнӗ 6 ҫын тӗлӗшпе пухнӑ материала прокуратурӑна ярса панӑ. Вӗсем пирӗн республикӑра суя мелпе пӗрлешнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫемьесене саккуна пӑсса ҫавӑрнине палӑртмашкӑн материалсем пухнӑ. Суд икӗ ҫынӑнне Раҫҫейре вӑхӑтлӑх пурӑнма ирӗк паракан документне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Теприн кунта пурӑнма май паракан документне пӑрахӑҫланӑ. Виҫҫӗшӗ те пирӗн ҫӗршывран кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗпе Фучик урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрте развязка тӑвасшӑн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, проекта хатӗрлеме тата ҫула тума 2 ҫул кирлӗ. Денис Спирин Китай строителӗсенчен тӗслӗх илме сӗннӗ. Шупашкар хула администрацийӗ 2015 ҫултах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ: Богданкӑри развязкӑна тума 1 миллиард тенкӗ ытла кирлӗ. Ку – ун чухнехи хак. Анчах вӑл проект – ҫӗр айӗнчи развязка (Мускаври пек), ҫавӑнпа вӑл хаклӑ. Халӗ вара администраци икӗ уровеньлӗ развязка тума палӑртнӑ – Хусанти пек. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() nn.mk.ru сайтри сӑн Канашра пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑи хӑйӗн хваттерӗнче ют ҫӗршыв ҫыннисене пропискӑна тӑратнӑ. Пӗр-иккӗшне кӑна мар, 8 ҫынна. Следстви пӗлнӗ тӑрӑх, Тутарстанра пурӑнакан 60 ҫулти арҫын ҫак хӗрарӑма Таджикистанри 3 ҫынна тата Узбекистанри 3 ҫынна ҫулталӑк вӗҫлениччен пропискӑна тӑратма ӳкӗте кӗртнӗ. Кайран хайхискер кил хуҫипе ҫав ҫынсене нумай функциллӗ центрта тӗл пултарнӑ, унта кирлӗ документсене хатӗрленӗ. Канаш хӗрарамӗ ҫак мелпех Таджикистанри тепӗр 2 ҫынна пропискӑна тӑратнӑ. Халӗ ҫак хӗрарӑмӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Унпа пӗрле Тутарстан арҫынни те явап тытӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хӗлле чӑн-чӑн сивӗсенчен пуҫланчӗ. Шупашкарта сывлӑш температури нормӑран 7,5 градус пысӑкрах пулнӑ. Халӗ антициклонӑн юлашки кунӗсем пыраҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра пирӗн патра ҫил кӑнтӑртан вӗрме тытӑнӗ. Ыран вӑйлах вӗрмӗ, кайран вӑйланма пуҫлӗ. Кӗҫнерникунччен хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, анчах сивӗ кӑштах чакма пуҫлӗ. Эрнекун ҫил вӑйланӗ, пӗлӗтленӗ, юр ҫума пуҫлӗ. Канмалли кунсенче ӑшӑтӗ, 2-7 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Анчах тепӗр эрне пуҫламӑшӗнче каллех уяр, сивӗ ҫанталӑк хуҫаланма пуҫлӗ. Ҫапах хальхи пекех сивӗ пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Надежда Васильева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар район центрӗнче, Кӳкеҫре, утса ҫӳреме хӑрамалла. «Яланхи ыйту!!! Администраци, эсир ӑста пӑхатӑр??? «Рубль бум» лавкка умӗпе утса иртсе пӑхӑр!!! Утма май ҫук!!! Кашни ҫул пӗр пек. Ҫынсе ӳксе ал-урине хуҫса пӗтерни лайӑхрах-и???» — кӑмӑлсӑранса палӑртнӑ, сӑмахран, Татьяна Давыдова ятлӑ ҫын. Тротуарсем пӑрлакки пирки тепӗр пост та пурччӗ. Надежда Васильева ятлӑ ҫын вара Первомайски урамри 4-мӗш ҫурт умӗнчи сиреньсем патне ҫӳп-ҫап хутаҫӗсем персе хӑварни пирки хыпарланӑ май ҫав ҫынсене сысна тесе вӑрҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мила Мурманская архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем Пушкӑртстанра Чӑваш тӗррин республика шайӗнчи пӗрремӗш уявӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти чӑваш хастарӗсен «Канаш» пӗрлешӗвӗ пуҫарнӑ. Мила Мурманская тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, уява вырӑнтисем ырласа йышӑннӑ, унта хутшӑнас кӑмӑллисем самай ҫын пулнӑ. Чӑваш тӗррин уявне пухӑннисем валли ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ, куравсем йӗркеленӗ. Тата, паллах, юрӑ-ташӑ ӑстисен пултарулӑхне курса киленме май килнӗ. Уява пухӑннӑ йӑхташӑмӑрсем килӗсене хавас кӑмӑлпа саланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Юлия Мареева архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчиСӑкӑтри культура ҫуртӗнче «Чӳклеме» — тыр-пул уявӗ» иртнӗ. Чӑваш Республикин культура тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юлия Мареева «Контактра» пӗтернӗ тӑрӑх, ҫакӑн пек уявсем чӑваш халӑх вӗрентӗвӗн иксӗлми пуянлӑхне упраса, чӑвашсен авалхи чапне ҫӗнетсе ҫирӗплетме май параҫҫӗ. «Мӑн асатте-асаннесем ҫутҫанталӑкпа килӗшӳре пурӑнни, вӗсем пурнӑҫри кашни пулӑмах ҫӳлти хӑватсем йӗркелесе пынине ӗненни тата йывӑр ӗҫпе пиҫӗхсе ывӑннине те ял-йышпа пуҫтарӑнса уявсенче кӑмӑл туличчен ташласа, юрласа, вӑйӑсенче савӑнса ирттернӗ, ырӑ та тулӑх пурнӑҫа шаннӑ», — палӑртса хӑварнӑ журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |