Экономика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнарти хутӑш препаратсен заводӗнче Уганда ҫыннисем пулнӑ. Республика экономикишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫав предприяти «Август» фирмӑна кӗрет. Заводра Уганда ҫӗршывӗн (вӑл Хӗвелтухӑҫ Африкӑра вырнаҫнӑ) Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчи Мозес Кизиге Каваалууко пулнӑ. Предприяти директорӗпе Владимир Свешниковпа экономикӑн тӗрлӗ сферинче килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Вӑрнарти завод ӳсен-тӑрана чир-чӗртен тата сӑтӑрҫӑран хӳтӗлемелли 100 ытла тӗрлӗ препарат туса кӑларать. Продукци чикӗ леш енчи хӑш-пӗр ҫӗршыва та ӑсанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта пурӑнакан 74 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 14 ҫула ҫитмен ачасем тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр лавккара вӑл 10-ри тата 11 ҫулти хӗрачасем патне пынӑ та ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Ӑна ҫав вырӑнтах тытса чарнӑ. Судра арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Анчах судья приговора ун майлӑ вуламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрачана куҫӗ начар курнӑран ишме ҫӳреме хӗсӗрленӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче иртнӗ йышӑнура калаҫу пулса иртнӗ. Унта сусӑр ачан амӑшӗ тата тренерӗ пынӑ. Хӗрача ишессипе тренировкӑсене ҫӳрет иккен. Ҫак енӗпе вӑл юлашки тӑватӑ ҫул тӑрӑшать. Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсемпе чемпионачӗсенче те вӑл пӗрре кӑна мар палӑрнӑ. Анчах ача тренировкӑсене ҫӳрекен вӗренӳ заведенийӗсенче педагогсемпе тренерсем хӗсӗрлеме хӑтланнӑ. Йышӑнӑва тӗрлӗ шайри тӳре-шарана чӗнсе илнӗ. Ҫав шутра вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, спорт министрӗ Василий Петров, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Ачана хулари спорт комплексӗсенчен пӗрне тӳлевсӗр ҫӳретме калаҫса татӑлнӑ. Чӑваш Енри Следстви управленийӗ сусӑр ачапа ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Чӑваш Енре кӗркунне «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккине ирттересси йӑлана кӗнӗ. Вӑл ҫынсене кирлӗ пулни курӑнать: халӑх пахча ҫимӗҫе йӳнӗрех хакпа туянать. Пӗлтӗр тӑватӑ эрнере 107 тонна ытла пахча ҫимӗҫ сутнӑ. Кӑҫал вара ҫак тапхӑртах ҫынсем 165 тонна пахча ҫимӗҫ туяннӑ. Аса илтерер: ярмӑрккӑсем Шупашкарти «Николаевски», «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗсенче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче, фермерсен суту-илӳ вырӑнӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Унта шӑматкун тата вырсарникун 9-15 сехетсенче ҫитме пулать. Васкӑр! Ярмӑрккӑ юпан 9–10-мӗшӗсенче ҫеҫ ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Граждан урамӗнче ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем ҫурт тӑрринче чупакан арҫынна антарнӑ. Ку юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӑлавпа шырав службине арҫын ҫурт тӑрринче чупни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл чартак алӑкне питӗрсе хунӑ, никама та кӗртмен. Ҫӑлавҫӑсем унта ҫийӗнчех ҫитсе чартак алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Ҫурт тӑрринче чупакан арҫынна тытса полицейскисен аллине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӳк уйӑхӗн 3-8-мӗшӗсенче Пысӑк этнографи диктанчӗ пулӗ. Ӑна онлайн-форматпа ҫырма май пур. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ӑна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче ҫырӗҫ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. 16 ҫултан кӗҫӗнреххисем валли 20 ыйту пулӗ. Аслӑраххисем валли – 30 ыйту. Вӗсенчен 20-шӗ – пӗтӗмӗшле ыйтусем, тепӗр 10-шӗ кашни регион валли уйрӑм. Заданисене пурнӑҫлама 45 минут уйӑраҫҫӗ. Йӑлтах тӗрӗс хуравласан 100 балл пухма пулать. Сӑмах май, акци пӗрремӗш хутчен 2016 ҫулта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ. Ун чухне унта Раҫҫейри 90 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчин тӑрринчен шыв анать. Унта ӗҫлекенсем витресем лартса ҫумӑр шывне пуҫтараҫҫӗ. Пӳлӗмре нӳрӗ. Ку - 12-мӗш ушкӑнра. Ачасен унта мӗнле ҫӳремелле? Ашшӗ-амӑшӗ ача пахчин тӑррине юсаманшӑн кӑмӑлсӑрланса тӗнче тетелӗнче ҫырнӑ. Ҫакна прокуратура асӑрханӑ та тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ведомство чӑнах та ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ: тӑрринчен шыв анать, стенасем йӗпеннипе кӑмпапа сиенленнӗ, мачча тата стена ҫинчи сӑрӑ хӑйпӑннӑ. Ача пахчи ертӳҫи тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗнер ача пахчине юсав ӗҫӗсем тума хупнӑ. Шӑпӑрлансене вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
www.bos21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри организацисенчен пӗрне Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. 112-мӗш номерлӗ хушӑва Олег Николаев алӑ пуснӑ. Хисеп грамотине тивӗҫнӗ организаци — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Биологилле тасатмалли сооружени» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ. Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, унитарлӑ предприяти регионти экологи хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
www.gazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсен порталӗпе усӑ куракансем асӑннӑ ҫӑлкуҫ урлӑ илекен тӗрлӗ тӳлевшӗн хальхи вӑхӑтра сахалтарах тӑкакланаҫҫӗ. 30 процент йӳнӗрех. Сӑмахран, 10 ҫуллӑха тутаракан ют ҫӗршыв паспорчӗшӗн 5 пин тенкӗ тӳлемелле пулсан, портал урлӑ саккас парсан тӳлевӗн 30 процентне перекетлеме май килетчӗ. Е тата водитель правишӗн. Кунта сӑмах электрон мелпе тӳлени пирки пырать-ха. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн, 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен, ун пек ҫӑмӑллӑха пӗтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
chuvsu.ru сӑн ӳкерчӗкӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлекен икӗ преподавателе тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ. Аслӑ шкулӑн пӗтӗмӗшле физика кафедрин профессорӗ, физикӑпа математика наукисен докторӗ Сергей Казаков «Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» пулса тӑнӑ. Электричество тата электрон аппаратсен кафедрин аслӑ преподавательне Юрий Зайцева «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ изобретаталӗ» ят пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |