Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн чылай ялта электричество ҫук. Специалистсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ку та ҫителӗксӗр. Кӳршӗ регионсенчи специалистсене те пулӑшма чӗннӗ.

Пирӗн пата Чӗмпӗр, Сарӑту, Самар, Ӗренпур, Пенза облаҫӗсенчи бригадӑсем килеҫҫӗ. Паян кӑнтӑрла тӗлне 72 бригада, пӗтӗмпе 230 ытла ҫын, ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне 92 техника тухнӑ.

Ҫанталӑка пула ялта ҫутӑ сӳнсен ҫак телефонпа шӑнкӑравламалла: 8-800-220-0-220. Тӳлевсӗр.

 

Ял хуҫалӑхӗ
chgtrk.ru cӑнӳкерчӗкӗ
chgtrk.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫураки валли вӑрлӑх хатӗрлесси малалла пырать. Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне илсен, ял хуҫалӑх предпрятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 49 пин тонна хурса хӑварнӑ, ку вӑл — кирлин 102 проценчӗ.

Тӗрӗсленӗ вӑрлӑхран 34,6 пин тонни кондицие ларнӑ, е 71 проценчӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнче мӗнпур вӑрлӑх кондицие ларнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче — 98 процент, Красноармейски тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче — 91-шер процент.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ҫитес ҫул пуш уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче регионсен хушшинчи "Ҫӗрулми" курав иртет. 15-мӗш хут иртекенскере Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркелеҫҫӗ тесе пӗлтернӗччӗ малтан. Кайран ӑна "Каскад" суту-илӳ комплексӗнче ирттерессине каланӑ.

Кунашкал курава пӗрремӗш хут 2009 ҫулта ирттернӗ. Ӑна МТВ-центрта, "Контурта", "Николаевски" суту-илӳ комплексӗнче йӗркеленӗ.

Сӑмах май, кӑҫал ҫынсем вӑрлӑх ҫӗрулмине темӗн тӑршшӗ черет тӑрса илнӗччӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ахаль ларман - бензопӑчкӑ йӑтнӑ та хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫ-турата пуҫтарма тухнӑ.

Ҫӗмӗрле район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ҫула тасатнӑ.

Аса илтерер: паян ирхине хӑш-пӗр районта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫавна май 90 ял электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83686
 

РАШ
11

28 ҫул каялла
 Тимӗр Акташ | 11.12.2022 18:18 |

Харпӑр шухӑш Раҫҫейре

Аса илӳ

1994-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине Раҫҫей телевиденийӗн ҫӑлтӑрӗ Светлана Сорокина трагедиллӗ сасӑпа пӗлтерчӗ: Раҫсей ҫарӗсем Чечняна кӗнӗ. Ку хӑрушӑ вӑрҫа пуҫлани палӑртрӗ… Историре ку Пӗрремӗш (Раҫҫей) – Чечен вӑрҫи (кампани) 1994–1996 палӑртса юлнӑ. Официаллӑ, Раҫҫей правительстви ҫак вӑрҫӑ «Операции по восстановлению конституционного порядка в Чечне 1994-1996 годов», или «Вооружённый конфликт в Чеченской Республике и на прилегающих к ней территориях РФ» палӑртнӑ. (Википеди)

Эпӗ хӑрушӑ пӗлтерӳ илтсен, кулянтӑм: мӗнле пирӗн Раҫҫей халӑхӗн малтанхи шанчӑкӗ, перремӗш демократиллӗ Раҫҫей Президенчӗ Борис Ельцин ҫакна хушнӑ?! Ҫак вӑхӑтра унӑн политикӑллӑ, юридици, ҫар таврашӗ ҫакна хушма ӑна хистенӗ.

Шупашкарти Шахрай визичӗ

Вӑрҫӑ умӗн РФ Правительстви пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Шахрай Шупашкара килсе ҫитрӗ. Влаҫ ҫынсемпе курнаҫнӑ. Тата чӑваш гуманитари ученӑйсем, интеллигенцийӗ, обществӑллӑ деятӗлӗсем ЧПГӑИ залӗнче тӗлпулса кӗске калаҫнӑ. Мӗнле чӑваш активисчӗсем шухӑшлаҫҫӗ тесе.

Малалла...

 

Республикӑра
ru.pinterest.com сайтри сӑн
ru.pinterest.com сайтри сӑн

Юр нумай ҫунипе, пӑрлӑ ҫумӑра пула пуйӑссем те вӑхӑтра ҫӳреймеҫҫӗ. Чукун ҫул тытӑмӗнче те электричество пӗтнӗ.

"Шупашкар" чукун ҫул вокзалӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуйӑссем 5 сехет те 10 минут кая юлса ҫитӗҫ. Ӗнер тата паян "Арзамас - Канаш" чукун ҫулӗ ҫинче пассажирсене илсе ҫӳрекен темиҫе пуйӑс тытӑнса тӑрать. "Мускав - Хусан" тата "Мускав - Шупашкар" пуйӑссене 3 сехет ытла тытса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне тепӗр 7 пуйӑс 2-7 сехет кая юлса пынӑ.

 

Республикӑра

Паян Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял Чуракасси ялӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Ҫак ҫын хыпарланӑ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑр ирхине ҫунӑ. Нумай йывӑҫ хуҫӑлса аннӑ, электричество сӳнсе ларнӑ.

"Тирек йывӑҫҫисем пӑра чӑтаймасӑр хуҫӑлаҫҫӗ. Пӑрӗ унчченхиех юлнӑ. Паян татах ҫурӗ", - хыпарланӑ халӑх корреспонденчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83680
 

Республикӑра
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Республикӑра асар-писер ҫанталӑка пула 8 пин ытла ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӗнер 42 ял-салара электричество сӳннӗ. Хӑш-пӗр ялта пӗр пайӗ кӑна ҫутӑсӑр юлнӑ.

Инеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 9 района пырса тивнӗ: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле районӗсем. Ӗнер каҫхине электричествӑна 35 бригада юсанӑ.

Паянхи кун тӗлне 90 ял ҫутӑсар юлнӑ. Вӗсенче 26 пин ҫын пурӑнать.

Синоптиксем ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пуррине пӗлтернӗ. Паян кӑнтӑр районӗсенче ҫумӑр ҫунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Культура
detira.ru сайтран илнӗ скриншот
detira.ru сайтран илнӗ скриншот

«Дети Ра» литературӑпа художество журналӗн кӑҫалхи 5-мӗш номерӗнче хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ чӑваш поэчӗн Марина Карягинан пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.

Асӑннӑ журнал, сӑмах май каласан, 2004 ҫултанпа пичетленет, ӑна Сарту хулинче пуҫарса ӑна. 2011 ҫултанпа журнала ХХI ӗмӗрти писательсен союзӗ (кун пекки те пур) кӑларса тӑрать.

Журналӑн 5-мӗш номерӗнче Марина Карягинан кӑҫал виҫӗ чӗлхепе кун ҫути курнӑ «Урӑх ӑру ~ Другое поколение ~ A different generation» кӗнеки тата поэтӑн пултарулӑхӗ ҫинчен Сергей Бирюков поэт, филолог, культуролог, саунд-поэт, перформер, тӗпчевҫӗ тата вырӑс аванграчӗн теоретикӗ ҫырса кӑтартнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак эрнере Шупашкарти 4-мӗш лицей умӗнче пӗр арҫын ача ҫумне ҫулӑхнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Ӗнер РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫав арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл 36 ҫулта, Шупашкартан. Управлени сайтӗнче унтан ытла нимӗн те пӗлтермен.

«Ҫыхӑнура» форумра вара Шупашкарӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пӗр арҫын хӗрарӑмсем ҫумне унччен те ҫулӑхнине, вӗсене хӗненине пӗлтернӗ. Арҫын амӑшӗпе пурӑнать, ӑна амӑшӗ хӳтӗлет тесе хыпарланӑ. Арҫын пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернин усси пулман имӗш.

 

Страницӑсем: 1 ... 631, 632, 633, 634, 635, 636, 637, 638, 639, 640, [641], 642, 643, 644, 645, 646, 647, 648, 649, 650, 651, ... 3851
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 15

1916
109
Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1920
105
Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ.
1921
104
Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ.
1939
86
Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ.
1956
69
Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1989
36
Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...