Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Паян Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑри 4 ял хуҫалӑх техникуне пӗрлештерме йышӑннӑ. Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ ҫумне Патӑрьелти агропромышленноҫ, Сӗнтӗрвӑрринчи технологи тата Етӗрнери агротехника техникумӗсене пӗрлештерӗҫ.

Ку пӗр пек специальноҫсемпе профессисене вӗрентессинчен хӑтарать. Анчах преподавательсемпе мастерсен йышӗ ҫавӑн пекех юлмалла.

 

Культура

2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май республикӑн Министрсен Кабинечӗн тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ.

Культура учрежденийӗсем чылай мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ. Чӑваш наци музейӗ «Поэзи ҫеҫпӗлӗ» регионсем хушшинчи конкурс йӗркелӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Культурный код «Сеспель» (чӑв. «Ҫеҫпӗл» культура кочӗ) поэзи фестивалӗ йӗркелӗ, «Ҫӗн Кун Ачи» спектакль лартӗ.

 

Республикӑра
vk.com сайтри сӑн
vk.com сайтри сӑн

Канаш хулинче ҫӗнӗ арт-объект пур. Ӑна ҫак хуларах пурӑнакан Владимир Матвеев хатӗрленӗ. Ку хыпара Канашри патшалӑх службин тата управленийӗн лицейӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Владимир Ильич – 2-мӗш класри Кирилӑн ашшӗ.

Ку арт-объект – Юр кӳлепе. Ӑна тимӗртен хатӗрленӗ. Юр кӳлепене Канаш администрацийӗ умӗнче Ленин палӑкӗпе юнашар вырнаҫтарнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паянхи кун тӗлне республикӑра кӗрт хулӑнӑшӗ 6 сантиметр кӑна. Синоптиксем вара раштав вӗҫӗччен 30 сантиметр пулмалла тесе пӗлтернӗччӗ.

Кӑрлач уйӑхӗ мӗнле килӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑхӑн малтанхи икӗ декадинче ӑшӑ тата юрлӑ пулӗ. Уйӑх варринче ӑшӑтӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра сивӗ те типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫав кунсенче чи вӑйлӑ сивӗ пулӗ.

Ҫуллахи ҫанталӑкпа танлаштарас тӑк, ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчех сивӗтмелле. Каникул хыҫҫӑн вара ӑшӑтмалла, юр ҫумалла. Пӗтӗмӗшле илсен, кӑрлач уйӑхӗн климат нормипе килӗшсе тӑрӗ.

 

Политика

Ӗнер Вӑрнар муниципалитет округӗн депутачӗсем муниципалитет пуҫлӑхне суйланӑ. Конкурса тӑватӑ кандидат хутшӑннӑ: Надежда Никандрова, Игорь Ехлаков, Алина Богатова тата Юрий Герасимов.

Конкурс комиссийӗ финала иккӗшне суйланӑ: Надежда Никандровӑна тата Алина Богатовӑна. Кайран сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. Надежда Никандрова чи нумай сасӑ пухнӑ.

Надежда Валериановна Вӑрнар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2016-2018 ҫулсенче ЧР ӗҫлев министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2022 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен – ЧР вӗренӳ министрӗн заместителӗ. Вӑл Вӑрнар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене раштавӑн 29-мӗшӗнче пурнӑҫлама тытӑнӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн патшалӑх истори архивӗнче Владимир Нагорнов скульптор-монументалистпа тӗлпулу иртнӗ.

Владимир Нагорнов — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ. Вӑл — Шупашкарти Амӑшӗн палӑкӗн, Константин Ивановпа Петӗр Хусанкайӑн, Святослав Фёдоров офтальмолог палӑкӗсен тата ытти сумлӑ ӗҫсен авторӗ.

2022 ҫулта ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенче Указӗпе «За заслуги в культуре и искусстве» (чӑв. Культурӑпа ӳнерти тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн) орденпа чысланӑ.

 

Культура

Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Йӳҫпанра пурӑнакан Николай Ландышев хӗлле яланах юртан тӗрлӗ кӳлепе ӑсталама юратать. Кӑҫал та вӑл ҫавӑн пекех тунӑ.

Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал юрлӑ-ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пула юр кӗлеткесене виҫӗ хутчен ӑсталама тивнӗ.

Арҫын ӑсталакан хитре кӳлепесем илемӗпе чуна тыткӑнлаҫҫӗ, ял ҫыннисене савӑнтараҫҫӗ,

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/10362
 

Республикӑра
t.me/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре хуҫасӑр йытӑсем валли тата тепӗр приют уҫӑлӗ.

Асӑннӗ чӗр чунсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрне те ҫӑхавлакансем йышлӑ иккен. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пурӗ 1000 ытла ҫыру ҫырнӑ. Пуринчен ытла ун пек ҫырусем Канашран, Шупашкартан тата Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ.

Ҫӗмӗрле уҫма палӑртнӑ приют пирӗн республикӑра шучӗпе виҫҫӗмӗш пулӗ. Унта хуҫасӑр 150-а яхн йытта усрама май килӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/tsur21/310
 

Культура
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» литература конкурсне ирттерессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: ӗҫсене ярса пама кая юлман-ха. Вӗсене 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен fed_ol@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Е Шупашкарти Чӑваш кӗнеке издательствине илсе ҫитерсе памалла.

Конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла пулмалла. Конкурса халиччен пичетленмен хайлавсемпе хутшӑнмалла. Вӗсен тематики ирӗклӗ. Калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран ытла мар пулмлала мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/10360
 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Культура министерстви Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа килес ҫул туса ирттермелли ӗҫсен планне ҫирӗплетнӗ.

Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексӗнче самай мероприяти иртӗ. Ҫав шутра ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ пулӗ, куравсем уҫӑлӗҫ,

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Андриян Николаев» спектакль лартма хатӗрленет. Шупашкарти Симфони капелли куракансене ҫӗнӗ концерт программипе савӑнтарӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 523, 524, 525, 526, 527, 528, 529, 530, 531, 532, [533], 534, 535, 536, 537, 538, 539, 540, 541, 542, 543, ... 4053
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне, пӗтӗмӗшле илсен, лӑпкӑ иртӗ. Анчах ҫавна май эсир сыхлӑха ҫухатма пултаратӑр. Тунтикун уйрӑмах тимлӗ пулӑр, хӑвӑра улталама ан парӑр. Ытларикун вак-тӗвеке те сӑнӑр. Эрне варринче туссене кивҫен ан парӑр — туссене те, укҫана та ҫухатма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри ҫӗнӗ пӗлӳ илме ӑнӑҫлӑ.

Раштав, 14

1903
122
Яманакра хутла вӗрентекен шкул уҫнӑ.
1958
67
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2001
24
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...