Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Николай Евдокимовӑн «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ 1000 экземплярпа кун ҫути курнӑ. Николай Евдокимов 1893 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗнчи Ҫӗнӗ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Теччӗри педагогика курсӗнче, Хусан университечӗн медицина факультетӗнче вӗреннӗ, Хусантах акушерство клиникинче ординатурӑра пӗлӗвне ӳстернӗ. 1930 ҫулта вӑл Чӑваш Ене куҫса килнӗ, медицина енӗпе ӗҫлесе пурӑннӑ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ята тивӗҫнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Николай Евдокимовичӑн малтанхи юптарӑвӗсем 1929 ҫулта «Хӗрлӗ сӑнӑ» кӗнекере пичетленнӗ. 1936 ҫулта унӑн «Юптарусем» кӗнеки, 1962 ҫулта «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ, 1964 ҫулта «Крепков» повеҫӗ тухнӑ. Вӑл совет тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен хайлавӗсене, медицина кӗнекисене чӑвашла куҫарнӑ. Н.Е. Евдокимов 1964 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинчи «Варкӑш» клубра Ольга Васильеван (Фёдорован) «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явӗҫ. Вулавӑшра хыпарланӑ тӑрӑх, калав-повесть ҫырма Ольга Васильева Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ чухне пуҫланӑ. Пӗрремӗш кӗнеки 2018 ҫулта «Юхать ҫӑлкуҫ…» ятпа пичетленсе тухнӑ. Каярах унӑн хайлавӗсем «Шурӑ туй кӗпи», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр», «Кӗтмен юрату», «Саламлӑр аннӗре», «Куҫукпа Хураҫка. Потеряшка» кӗнекесенче кун ҫути курнӑ. «Варкӑш» клуб ларӑвӗ 18 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче паян «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе стратегиллӗ сесси иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ҫумпрограммӑна 2020 ҫулта «Культура» программӑн ҫумӗнче йышӑннӑччӗ. Чӑваш чӗлхине аталантармалли мелсене сӳтсе явассине Вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, ытти тӳре-шара хутшӑнчӗ. Стратегисене пилӗк сӗтел тавра сӳтсе яврӗҫ: «Чӑваш чӗлхи тата ҫамрӑксем», «Чӑваш чӗлхи вӗренӳ системинче», «Чӑваш чӗлхи интернетра», «Чӑваш чӗлхи тата Шупашкар», «Чӑваш чӗлхи тата культура». Кашни сӗтел хӑйӗн сӗнӗвӗсене хатӗрлерӗ, кайран ӑна презентацилерӗ. «Чӑваш чӗлхи интернетра» сӗтел тавра пухӑннисем, сӑмахран, хӑйсен презентацине чӑваш чӗлхине чӑвашла калаҫсан аталантарма май пуррине тӗпе хурса хатӗрлерӗ. Килте те, шкулта та, ӗҫре те ытларах чӑвашла калаҫмалла тесе пӗлтерчӗҫ вӗсем. Ҫакӑн валли тӗрлӗ хатӗрсем туса парсан аван пулнине ҫирӗплетрӗҫ: чӗлхе синтезаторӗ, куҫаруҫӑсем, чӑвашла сарӑмсем, аудио-кӗнекесем, чӑвашла блогерсен йышне ӳстересси тата ытти те. |
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр ӗҫченӗ ватӑ ҫыннӑн укҫине кӗсьене пӗтӗрсе чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: халӗ ҫав этем социаллӑ учрежденире ӗҫлемест ӗнтӗ. Асӑннӑ учрежденире пай заведующийӗнче тӑрӑшнӑ ҫын аллинче ватӑ ҫыннӑн банк картти пулнӑ. Вӑл ун ҫинчен 119 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, укҫана 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи ака уйӑхӗччен хӑйӗн туса пурӑннӑ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Вулакана тӗлӗнтерекен кӗнеке» кун ҫути курни пирки Чӑваш кӗнеке издательствинче хыпарланӑ. Унта сӑмах нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ «Удивляюсь я всему. Пӗтӗмпех тӗлӗнтерет» сӑвӑ пуххи пирки пырать. Кӗнекене кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли хатӗрленӗ. Кӗнеке авторӗ – Любовь Петрова. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе – вырӑсла тата чӑвашла – хатӗрленӗ. Чӑвашла Лариса Петрова куҫарнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Виктория Самарина. «Кашни сӑвӑ сюжечӗ – хӑйне уйрӑм кӑсӑклӑ истори, хайлавсенчи сӑнарсен ӗҫӗсемпе хӑтланкаларӑшӗсем тӳрех куҫ умне тухаҫҫӗ», – тесе хакланӑ кӗнекене кӗнӗ хайлавсене М.Н. Павлова филологи наукисен кандидачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Гаврил Федоров. Несӗлсен сасси» ятпа халӑх вокалӗн ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ. Ӑна халӑх юрӑҫи тата чӑваш фольклорне пухнӑ Гаврил Фёдоров ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 145 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӑсталӑх класне Шупашкар районӗнчи «Телей» фольклор ансамблӗн ертӳҫи, халӑх юррин ӑсти, педагог, фольклорист Наталия Арсентьева ирттернӗ. Пултарулӑх лабораторине (мероприяти пирки хыпарланинче ҫавӑн пек каланӑ) культурӑпа кану учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем, «Телей» тата «Эткер» (ку коллектив вулавӑш ҫумӗнче ӗҫлет, унӑн ертӳҫи Земфира Яковлева) ансамбльсен солисчӗсем пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
mbuccbsmorgau.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Аверий Токарев (1918-1997) композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ. Аверий Матвеевич Муркаш районӗнчи Кашмашра (105 ҫул каялла ҫав ял Хусан кӗпӗрнинчи Козьмодемьянск уесне кӗнӗ) ҫуралнӑ. Вӑл — музыкант тата композитор, педагог, Чӑваш АССР тата РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР Композиторсен союзӗн членӗ. Вӑл Шупашкарти Чӑваш музыка училищинче контрабас класӗнче вӗреннӗ, ҫав хушӑрах Чӑваш патшалӑх симфони оркестрӗнче ӗҫленӗ. Каярах Мускаври ҫар дирижерӗсене вӗрентекен аслӑ училище курсанчӗ пулса тӑнӑ. Шупашкара таврӑнсан филармонири тата музыка театрӗнчи оркестрсенче тӑрӑшнӑ. Шупашкарти музыка училищинче контрабаспа калама, С.М.Максимов ячӗллӗ музыка шкулӗнче теори предмечӗсене вӗрентнӗ. Аверий Токарев Чӑваш музыка драма театрӗн оркестрӗн артисчӗ те пулнӑ, ҫав хушӑрах вӑл Чӑваш педагогика институтӗнче преподавательте тимленӗ. Композиторӑн уйрӑмах паллӑ юррисенчен «Пирӗн яла пырса кӗрсен», «Тӑвансемӗр, тав сире», «Кашмаш каччи» тата ыттисене асӑнса хӑварма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паян, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче К.В. ячӗллӗ Чӑваш паталӑх академи драма театрӗн 105 ҫулхине халалласа «Вся жизнь – театру!» (чӑв. Пӗтӗм пурнӑҫ — театра) театр тӗпелӗ иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче культура учрежденийӗ 105 ҫул тултарчӗ. Театр чӑн-чӑн пысӑк ӑстана ҫаврӑннӑ артистсемпе мӑнаҫланма пултарать. Вӗсен йышӗнче — СССР халӑх артисчӗсем Алексей Ургалкин, Борис Алексеев, Вера Кузьмина, Валерий Яковлев; Раҫҫей халӑх артисчӗсем Нина Григорьева, Николай Григорьев, Нина Яковлева; Раҫҫей тава ивӗслӗ артисчӗсем Виктор Родионов, Ефим Никитин, Николай Степанов, Геннадий Терентьев, Иван Иванов, Валентина Трифонова, Любовь Федорова, Геннадий Большаков; чӑваш халӑх артисчӗсем Елена Шорникова, Валериан Лебедев, Николай Охотников, Валентина Иванова, Валентина Ситова, Вячеслав Александров. Ҫав ҫулсенче тӗп режиссёр пулса И. С. Максимов-Кошкинский, П. Н. Осипов, К. И. Иванов, Л. Н. Родионов ӗҫленӗ. Паян ҫак ӗҫре В.Н. Яковлев тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тараватлӑх элчине (республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче амбассадор тенӗ) палӑртнӑ. Ҫав ҫын — Евгений Шуваев шеф-повар, фермер тата усламҫӑ. Тараватлӑх элчисем ҫӗршывӑн 75 регионӗнче туризм пӗрлешӗвӗсене аталантарӗҫ. Асӑннӑ хастарсен тӗллевӗ — туристсен шухӑш-кӑмӑлне улӑштарасси. Сӑмахран, хрантсуссен паштечӗ вырӑнне чӑвашсен ФуаГра паштечӗпе паллаштарасси, Крымри устрицӑпа Карелинчи форель ҫинчен каласа кӑтартасси... Евгений Шуваев 15 ҫул каялла Чӑваш Енрен тухса кайса ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗпе паллашнӑ, 2016 ҫулта тӑван тӑрӑха таврӑнса кунта туризма аталантарма тӗллев лартнӑ. Пӗлтӗр вӑл сысна ӗрчетме тытӑннӑ. Унран прошутто (итальянсен ветчини) тата лардо (итальянсем сысна ҫӑвӗнчен хатӗрлекен апат) хатӗрлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ача ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе шыранӑ. Халӗ тупнӑ. Телее, вӑл чӗрӗ-сывах. Арҫын ачана "Таможня" чарӑну ҫывӑхӗнчи "Пятерочка" лавккара тупнӑ. Сӑмах май, вӑл ҫухалсан следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |