Сумлӑ сӑмах
Культура
Ӑртивансен Сӑварӗ Яковлева вилес умӗн канӑҫ паман пӗр ыйту пирки шухӑшласа...Ӗмӗрӗн вӗҫне ҫитсе тӑнӑ ҫынсенчен чылайӑшӗ хӑй пурӑнса ирттернӗ ҫулӗсемпе уйӑхӗсене, ҫӗрӗсемпе кунӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарса, мӗльт-мӗльт ӗмӗлккен те пулин курса аса илет пулӗ тетӗп. Хӑшӗсене вара, уйрӑмах шухӑшпа тата туйӑмпа пуяннисене, пурнӑҫ вӗҫӗ кӗтмен-туман ҫӗртен апла е урӑхларах татӑлни канӑҫ памасть пулӗ, ыйтусен хуравне ыйхӑ ҫӗтерсе шыраттарать ӗнтӗ. Калӑпӑр, чӗрӗк ӗмӗрне те пурӑнса ҫитеймен Кашкӑрсен Кӗҫтенккийӗ (К.В. Иванов) куҫӗсене яланлӑх хупиччен ҫапларах ыйтнӑ иккен: «Йӑнӑш пулчӗ-им ӗнтӗ?». Иван Яковлев виличчен пӗр виҫӗ уйӑх маларах вырӑсла пӗр сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кӑна ас тунӑ теҫҫӗ, ӑна ҫине-ҫинех каланӑ мӗн: «Ах, зачем тогда... Ах, зачем тогда...». Шел, ун чухне патриархӑмӑртан пӗри те чӑвашла ыйтма тавҫӑрайман, вӑл мӗн пирки ҫапла каланине ӑнланмасӑр юлнӑ. Кашкӑр Хуначи (Геннадий Волков этнопедагог) хӑйӗн «Судьба патриарха» кӗнекинче (Шупашкар, 1998) хуравӑн тӗрлӗ тӗсӗсене сӗнсе, Яковлевӑн пурнӑҫра пулнӑ ӗҫне-пуҫне аса илсе ӗнентерме тӑрӑшни пур. |
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинче пурӑнакансем ЧР ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова хӑйне ыйту панӑ: халӑхран сӗте мӗншӗн йӳнӗпе пухаҫҫӗ? Министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, предприятисенче сӗт нумай туса илеҫҫӗ, санкцисене пула вара экспорт чакнӑ. Ҫитменнине, халӑх сӗт юр-варӗ сахалрах туянма пуҫланӑ. Министр выльӑх усракансен субсиди илме май пуррине каланӑ. Анчах кан валли хӑй тӗллӗн пек регистрациленмелле. Министр унашкаллисене техника, ӗне туянма патшалӑх пулӑшнине палӑртрӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланни таҫтанах курӑннӑ. Ку инкек пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хӗвелтухӑҫ районӗнчи автосалон ҫывӑхӗнче курӑк ҫуннине 16 сехет те 5 минутра асӑрханӑ. Унта типӗ курӑк кӑна мар, автосалонӑн машина покрышкисем те ҫуннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян 10 сехет те 20 минутра Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи промзонӑра цистерна ҫуннӑ. Ҫӑра тӗтӗм ҫӳлелле мӑкӑрланса хӑпарнине ҫынсем те курнӑ. Унта мазут цистернине демонтаж тунӑ. Сварка аппаратӗнчен тухнӑ ҫулӑм пайӑркине пула шаплатнӑ сасӑ пулнӑ. Пушара 11 сехет те 45 минутра сӳнтернӗ. Ку пӑтӑрмах промзонӑри ытти предприяти умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ҫамӑксен театрӗ кӑҫал та тӗрлӗ фестивале ҫитӗ. Утӑ тата авӑн уйӑхӗсенче коллектива Иркутскра иртекен II Пӗтӗм тӗнчери «Байкальский талисман» (чӑв. Байкал талисманӗ) тата Саранскра пухӑнакан Раҫҫейри наци театрӗсен «Театральная осень» (чӑв.~~ Театр кӗрӗ~~) фестивальне йыхравланӑ. Чӳк уйӑхӗнче ҫамрӑксен театрӗнче Регионсем хушшинчи ҫамрӑксен наци театрӗсен VII «СеспельФЕСТ» («Волжские сказки») фестивалӗ пулӗ. Хальхи вӑхӑтра театр хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне халалласа кӗнеке кӑларассипе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш спектаклӗсен фестивалӗ пырать. Вӑл ӗнер, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Фестивале чӑваш патриархӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ. Виҫӗ куна пыракан фестиваль вӑхӑтӗнче виҫӗ спектакль кӑтартма палӑртнӑ. Вӗсем — Юхма Мишши ҫыравҫӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ «Куккук куҫҫулӗ» тата «Шурҫамка» спектакльсем тата «Сеспель» поэзи перфомансӗ. «Куккук куҫҫулӗ» спектакле ӗнер кӑтартнӑ. Спектакльсене пӑхма Мускаври театр критикӗ Валентина Федорова килсе ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иакинф Бичурин востоковеда халалласа спектакль лартма ӗмӗтленеҫҫӗ. Кун пирки культура учрежденийӗн тӗп режиссёрӗ Байрас Ибрагимов ӗнер пресс-конференцире пӗлтернӗ. Сӑмах май каласан, Иакинф Бичурин ҫинчен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те спектакль лартнӑччӗ, анчах вӑл ӗҫе тӗрлӗрен хакларӗҫ, ӑна хытах хурланине те илтме тӳр килнӗччӗ. Асӑннӑ театра юратакансем ҫывӑх вӑхӑтра Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин» романӗ тӑрӑх лартнӑ моноспектакле курма пултарӗҫ. Елен Нарпи чӑваш халӑх юмахӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ «У-ух – властелин подземелья» инсценировка та кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Владимир Гуркинӑн «Кадриль» камитне тата Александр Островскин «Гроза» драмине куракансем патне ҫитерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлева халалласа нумай материал пухнӑ. Вӑл вӗсемпе ыттисене те паллашма май туса панӑ. Асӑннӑ материалсем тӑван тӑрӑх историне вӗренме, Иван Яковлева халалланӑ уроксемпе информаци сехечӗсем ирттерме усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Вулавӑш пухнӑ материалсен шутӗнче — Иван Яковлев коллекцийӗ, «Патриарх чувашской культуры» (чӑв. Чӑваш культурин патриархӗ) тата «Письменная культура Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн ҫырулӑх культури) виртуаллӑ куравсем тата ытти те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
1000-мӗш ҫул вӑхӑтӗнчи Гренланди ҫывӑхӗнчи ҫу. Карл Расмуссен (1874). Википеди Гарвардри ӑсчахсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, XV ӗмӗр варринче викингсем Гренландирен тинӗс шайӗ вӑйлӑ хӑпарнипе тата пӗрмай шыв илнине пула пӑрахса кайнӑ. Naked Science ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, шыв ялсем патне питӗ ҫывӑха ҫитнӗ, кӗтӳ ҫӳретмелли улӑхсене ярса илнӗ, ҫавна пула ҫӗр тӑварланса кайнӑ та тыр-пул ӳсме пӑрахнӑ. Ҫурҫӗр Америкӑна — Гренландин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енне — Европа ҫыннисенчен чи малтан викингсем ҫитнӗ. X ӗмӗр вӗҫӗнче скандинавинчен тухнисем виҫӗ пысӑк ял никӗсленӗ, унта вӗсем 500 ҫула яхӑн пурӑннӑ. Викингсене утрава пӑрахса кайма мӗн хистени пирки ӑсчахсем паянхи кун та тавлашаҫҫӗ. Чи анлӑ сарӑлнӑ версисем хушшинче: политика тӗлӗшӗнчи йывӑрлӑх, социаллӑ хумхану тата ҫутҫанталӑк улшӑнни. Гарвард ӑсчахӗсем шутланӑ тӑрӑх, вӑрттӑнлӑх кӑларса тӑратакан миграцин тӗп сӑлтавӗ тинӗс пулса тӑнӑ — ун чухне вӑл вырӑнти экономикӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем ҫав вӑхӑтри климата уҫса паракан даннӑйсене тӗпченӗ, Гренланди пӑрлӑхӗ мӗн таран ӳснине модельлесе пӑхнӑ. Викингсем утрава пӑрахса кайни вара шӑп та шай пысӑках мар пӑрлӑх тапхӑрӗ пуҫламӑшӗпе пӗр килни палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
© shutterstock.com Тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ Раҫҫейпе Корейӑри специалистсен ушкӑнӗ пӗрлехи вӑйпа инновациллӗ транзистор шутласа кӑларнӑ, вӑл хальхи вӑхӑтри аналогсен ҫитменлӗхӗсемсӗр пулса тухнӑ, ACS Nano публикацинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл ӑшша нумаях ҫухатмасӑр сигнала питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа куҫарма пултарать. Тӗпчевҫӗсем хӑйсен ӗҫне ҫак результат таран «наноэкситонлӑ транзистор» хатӗрлесе пурнӑҫлама пултарнӑ, унта шалти сийлӗ тата сийсем хущшиллӗ экситонсемпе усӑ курнӑ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурма проводниксенче ҫутӑ пайӑркишӗн яваплӑ экситон квазипайӗсем ҫӗнӗ ӑрури эмисси элеменчӗсене тума кирлӗ, вӗсенчен ӑшӑ сахалрах саланать, малашлӑхра вӗсемпе ҫавӑн пекех квантлӑ технологисенче те усӑ курма май пулӗ. Тӗпчевҫӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, шалти сийсенчи экситонсем горизонтальлӗ вырнаҫасшӑн, сийсем хушшинчисем вара — вертикальлӗ. Ҫак структурӑсем пӗрешкел маррине пула тата частицӑсен ҫутӑ эффективлӑхӗ пӗчӗк пулнине кура нановиҫеллӗ уҫлӑхра ҫак пайсене ӑсчахсене тивӗҫлӗ шайра тытса тӑма йывӑр пулнӑ, анчах ку йывӑрлӑха вӗсем экситонсен тачӑлӑхӗпе ҫутӑлӑхне инҫет мелпе контрольлесе тӑрса ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |