Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Элӗк, Ҫӗмӗрле тат Ҫӗрпӳ районӗсенче кустӑрма ҫинчи автоклуб ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӗнер вӗсен уҫҫисене тыттарнӑ. Автоклубсене «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Вӗсенче пуҫтарса сӳтмелли сцена, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, сасӑ тата ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ, коллективри 15 ҫын валли вырӑн пур. Ҫавӑн пекех генератор ӗҫлет, вӑл автоклуба 4 сехет электроэнергипе тивӗҫтерме пултарать. ЧР Культура министерстви шантарнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал куҫса ҫӳрекен клубсем кашни районтах пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунӗ пулӗ. Ҫав куна 2021 ҫулта пӗрремӗш хут ирттернӗ. Ӑна 1769 ҫулта Питӗрте кун ҫути курнӑ «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» чӑваш чӗлхин пӗрремӗш пичет грамматикине халалланӑ. Кӑларӑм чӑваш халӑхӗн культура тата ҫутӗҫ историйӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑнӑ. тӑчӗ. Вӑл Чулхула, Хусан тата Оренбург епархийӗсен ӑс-хакӑл училищисемпе семинарийӗсенче вӗренекен чӑвашсемпе вырӑссемшӗн пӗртен-пӗр вӗренӳ пособийӗ пулнӑ. Кӗнеке авторӗ — Чулхула епархийӗн чӑваш чӗлхи проповедникӗ, иерей Ермей Рожанский. Виталий Родионов профессор шучӗпе, Ермей Рожанский ҫӗртме уйӑхӗнче ҫуралма пултарнӑ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак хӗрача – чӑн-чӑн маттур. Вӑл икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ. Сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкарти Виктория Котусенко пирки пырать. Вӑл химипе тата вырӑс чӗлхипе пулнӑ экзаменсенче ҫавӑн чухлӗ балл пухнӑ. Республикипе илес тӗк, вырӑс чӗлхи экзаменӗнче 36 ҫамрӑк 100 балл пухнӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Канашран, Йӗпреҫрен, Вӑрмартан, Патӗрьелтен пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() porezk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа сӑвӑсен пуххине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ку яваплӑха канӑҫсӑр чунлӑ хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑ, поэт, публицист, журналист Лидия Филиппова хӑй ҫине илнӗ. Вӑл, ентешӗ пекех хастар, ырӑ ӗҫе тӗплӗн, тепӗр чухне ҫеҫпӗлле хӗрӳлӗхпе пурнӑҫлаканскер, мухтавлӑ ентешӗн ятне-сумне асра тытассишӗн ҫине тӑрса талпӑнать. Асӑннӑ тӑрӑхри ениешлӗх хастарӗсем, ҫав шутра Лидия Филиппова та паллах, Канаш районӗнчи икӗ шкулта Ҫеҫпӗл парттисене те уҫнӑччӗ. ...Поэта халалланӑ сӑвӑ кӗнекине валли хайлавсене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Вӗсене lrigel@rambler.ru электрон почтӑпа ӑсатмалла. Чи лайӑххисене суйласа илсе кӗнеке пичетлесе кӑларӗҫ. |
Культура
![]() «Эревет» ансамбль. Ансамблӗн халӑх тетелӗнчи сӑнӳкерчӗк Ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн XXXI фестивалӗ иртӗ. Унта Раҫҫейӗн 13 регионӗнчи 14 пултарулӑх коллективӗ, пурӗ 200-е ҫын, хутшӑнӗ. Фестивале Владимир, Иванов, Мускав, Чулхула, Омск, Свердлов, Тверь, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Краснодар крайӗнчи, Пушкӑрт Республикинчи, Марий Элти, Тутарстанри артистсем килсе ҫитӗҫ. Чӑваш Енрен фестивале 4 коллектив хутшӑнӗ: «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ, «Сувар» халӑх ташшин ансамблӗ, халӑх инструменчӗсен «Эревет» халӑх ансамблӗ, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин «Янтал» студентсен фольклор ансамблӗ. Фестивале ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 19 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Дмитрий Пулатов телеграм-каналӗнчи сӑнӳкерчӗк Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар сцени ҫинче Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ юрлӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех хула ҫыннисене "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестивале, "Виҫӗ хӗвел" этно-фестивале хутшӑнакан пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ. Уяв ташӑ каҫӗпе тата фейерверкпа вӗҫленӗ. Сӑмах май, Химик кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкара "Уматурман" килнӗ. Кам килессине ун чухне уявчченех вӑрттӑнлӑхра тытнӑ. Хальхинче те хӑш юрӑҫ килессине пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре модульлӗ хӑна ҫурчӗсем (глэмпингсемпе кемпингсем) пулӗҫ. Вӗсене хӑпарса лартма ҫӗршывӗ хыснинчен 178 миллион ытларах тенкӗ укҫа килӗ. Хушӑва РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Дмитрий Краснов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку — пирӗн тӑрӑхри заявкӑсен суммин 38 проценчӗ пулать. Хыснаран уйӑракан ҫав укҫа модульлӗ гостиницӑсене ҫӗклеме, туянма тата монтаж тума кайӗ. Пирӗн республика пурӗ 11 заявка тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 2024 ҫулхи чӳк 16-мӗшӗнче 125 ҫул ҫитет. Паллӑ чӑваш поэчӗпе, драматургӗпе, прозаикӗпе, патшалӑх тата общество ӗҫченӗпе ҫыхӑннӑ куна палӑртасси ҫинчен ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче республика Элтеперӗ хушу кӑларнӑ. Паллӑ куна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те сумлӑн уявлама хатӗрленет. Унта 2024 ҫулхи кӗркунне «Ҫӗнӗ кун ывӑлӗ» спектакль кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ. Пьесӑна Марина Карягина Ҫамрӑксен театрӗ валли ятарласа ҫырнӑ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче Ҫамрӑксен наци театрӗсен «ҪеҫпӗлФест» фестиваль иртӗ. Юбилей ҫулӗнче театрта ӑсталӑх лаҫҫисем, форумсем, ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Вӑрмар районӗнчи Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Ӑна "Клуб йышши муниципалитет учрежденийӗсен строительстви тата модернизацийӗ" республикӑри ҫумпрограмма пулӑшнипе хута янӑ. "Халӗ ку тата ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пултарулӑхне аталантарма май пулӗ. Кунта условисем хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑраҫҫӗ, аппаратура лайӑх, зал хӑтлӑ. Вӑхӑта туслӑ, усӑллӑ ирттерме пулать", - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() https://vk.com/wall-142632677_76426 сӑнӳкерчӗкӗ Надежда Степанова ӑста хурӑн хуппинчен илемлӗ япаласем ӑсталать. Ӑна хӗрарӑм хурӑн хуппи пластики ят панӑ. Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑскер Хусанти химипе технологи институтӗнче кӑштах вӗреннӗ, унтан Чӑваш патшалӑх университетне куҫнӑ. Талпӑнуллӑ пике ҫав хушӑрах Мускаври Ӳнерӗн халӑх университетӗнчи станок живопиҫӗпе графика факультетӗнче вӗреннӗ. Химипе рисовани учителӗ чӗрӗк ӗмӗр ытла ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗсенче ачасене хурӑн хуппипе ӗҫлеме вӗрентнӗ. «Хурӑн — тӗлӗнмелле материал. Ку материал нӳрлӗхрен те, сивӗрен те хӑрамасть. Хурӑн хуппинчен тунӑ япаласем ҫирӗп, вӑраха пыраҫҫӗ тата илемлӗ», — каласа парать Надежда Ивановна. Хурӑн Хуппинчен вӑл чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ илемлӗ япаласем те ӑсталать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |