Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗнче пурӑннӑ 63 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ. Вут мӗнрен тухнине специалистсем палӑртӗҫ. «Хӗрлӗ автан» ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Алтышево посёлокӗнче 23 сехетре алхасма тытӑннӑ. Вут-ҫулӑм йывӑҫ пӳрте тата унпа юнашар вырнаҫнӑ хуралтӑсене тӗп тунӑ. Пушара сӳнтерме тӑватӑ техника хутшӑннӑ. Кил хуҫин пурнӑҫӗ вара пушарта татӑлнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 995 пушар тухнӑ, вӗсенче 39 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Марина Карягина странциинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен каччӑ музыка инструменчӗсем ӑсталать иккен. «Пӗлесчӗ сирӗн, мӗн таран пултаруллӑ ҫамрӑкпа паллашма тӳр килчӗ мана паян!» —хавхаланса пӗлтернӗ Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Марина Карягина шухӑшланӑ тӑрӑх, «Даниил Данилов чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем ӑсталать, унӑн пуласлӑхӗ пысӑк». Пултаруллӑ каччӑпа тележурнаист ҫитес вӑхӑтра телекӑларӑмсенчен пӗринче тӗплӗнрех паллаштарма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pulse.mail.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм «Барби» кинофильмра тӗп рольсенчен пӗрне вылянӑ Канада актёрӗн пултарулӑхӗпе питех те кӑсӑкланнӑ, вӑл фан-клуб членӗ те пулнӑ. Нумаях пулмасть хӗрарӑмпа «киноҫӑлтӑрӑн» ассистенчӗ ҫыхӑннӑ. Хӑйӗнпе ҫавӑн пек паллаштарнӑ ют ҫын Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗпе актёр тӗл пулма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Артист пирӗн ҫӗршыва хӗр шучӗпе килесшӗн иккен. Савӑннӑ хӗрарӑм 300 пин тенкӗ куҫарса та панӑ, ҫав шутран пӗр пайне вӑл кредит илнӗ. Хӑйне такамсем улталанине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн хӗр пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() prof-trading.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче тӑрӑшакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗр харӑс мар. Икӗ эрне хушшинче. 42 ҫулти хӗрарӑм патне утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче мессенджерсенчен пӗринче укҫана хывса пайта курма май пурри ҫинчен пӗлтерӳ ҫитсе выртнӑ. Хӗрарӑмпа «консультант» та ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна укҫа куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ, ыттине биржа ӗҫченӗсем хӑйсемех тӑвӗҫ тесе ӗнентернӗ. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗччен хӗрарӑм Краснодар, Волгоград тӑрӑхӗсенче тата Мускавра регистрациленнӗ номерсем ҫине 2 миллион ытла куҫарса панӑ. «Биржӑна хывнӑ» укҫана каялла илме май килменрен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк 2024 ҫулта Шупашкарта реформа тӑвӗҫ, унпа килӗшӳллӗн хула тата администраци пуҫлӑхӗсене пӗрлештерӗҫ. Ҫапла пӗр ертӳҫӗ кӑна юлӗ. Ӑна вара конкурспа суйлӗҫ. Хула администрацийӗн ҫӗнӗ структурипе килӗшӳллӗн, ҫак пуҫлӑх ӑна шанса панӑ территоришӗн яваплӑ пулӗ. Хальхи мэр депутатсен хула пухӑвӗн председателӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() pokayadoma.ru сайтри сӑн Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре тыр-пула тата пӑрҫа йышши культурӑна 227,5 пин гектар ҫинчен пухса кӗртнӗ. Ку пӗтӗм лаптӑкӑн – 77 проценчӗ. Ял хуҫалӑх производителӗсем 765 пин тонна тырӑ тӗшӗленӗ. Ҫав шутра – 440 пинӗшӗ – тулӑ, 237 пинӗшӗ – урпа, 25 пинӗшӗ - ыраш. Республикӑра пӗтӗмпе 300 пин ытла гектар ҫинчи тыр-пула пухса кӗртмелле. Кунсерен уй-хирте 700 яхӑн комбайн ӗҫлет. Ял хуҫалӑхӗсем тыр-пула ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗччен пухса кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫитес ҫула Чӑваш Енре экологие тата ҫутҫанталӑкпа перкетлӗ усӑ курассине халаллама пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку шухӑша общественноҫӗн 40 ытла проценчӗ ырланине палӑртнӑ. Ҫавна май хушӑва ҫитес кунсенче ала пусӗҫ. Ҫавӑн пекех 2024 ҫула Халӑх пӗрлӗхӗн ҫулӗ тума сӗнекенсем пулнӑ. Ҫар ӗҫне хутшӑннисен ҫулталӑкӗшӗн тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ҫулӗшӗн 5-шер процент сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри «Техмашхолдинг» туса кӑларакан комбайна «Айдак» ят парасси, уншӑн нумай ҫын сасӑлани пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара ҫапларах хыпарлаҫҫӗ: комбайн «Айдак» мар, «Аван» ятлӑ пулӗ. Мӗншӗн ҫапла йышӑннӑ-ха? Аркадий Айдакӑн ҫемйипе канашланӑ хыҫҫӑн. Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑхӑн ҫӗршывӗпех палӑрнӑ пуҫлӑхӗ ячӗпе шкул тата этнопарк хисепленет. Ҫавна май ҫемье комбайна урӑхла ят пама сӗннӗ. Сасӑлавра вара «Айдак» хыҫҫӑн «Аван» ят пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Паян Раҫҫейре - патшалӑх ялавӗн уявӗ. Ҫавна май Шупашкарта ҫӗршыври чи пысӑк триколортан пӗрне сарса хунӑ. Вӑл 1500 тӑваткал метрпа танлашнӑ. Акцие студентсем, нимеҫӗсем, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев, Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем хутшӑннӑ. Мероприяти Правительство ҫурчӗ умӗнче иртнӗ. 30 метр сарлакӑш, 50 метр тӑршшӗ ялава сарса хума 200 ытла ҫын пулӑшнӑ. Ҫитес ҫул акци йӗркелӳҫисем Раҫҫей рекордне ҫӗнетесшӗн -ялав калӑпӑшне 2,5 хут пысӑклатасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() russia-news.ru сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус пирки ытлах калаҫмаҫҫӗ. Ҫапах ку чирлекенсем ҫук тенине пӗлтермест. Ҫурла уйӑхӗн 14-20-мӗшӗсенче 77 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ҫурлан 7-13-мӗшӗсенче 60 ҫын чирленӗ. Ку уйӑхра вара ҫак амакран пӗр ҫын та вилмен. Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 20-мӗшӗччен ковид стационарӗсене 43 пациента илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |