Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ҫӑлкуҫ» кӑларӑм кун ҫути курнӑ.
Унӑн авторӗ – Владимир Кузьмин ҫыравҫӑ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене «Ҫӑлкуҫ» роман, очерксем тата калавсем кӗнӗ. Роман вулакана Шупашкарта промышленность тракторӗсен заводне тунипе паллаштарать иккен.
«Ҫӑлкуҫ» романра 5-мӗш стройтреста ертсе пынӑ В.П. Демин; Р.И. Томашов парторг, «Тракторострой» идеологӗ И.В. Львов; СССР строительство министрӗн ҫумӗ А.Е. Якубанец; КПСС обком секретарӗ П.А. Чичикин; И.И. Долгушин – трактор заводне ертсе пыракансенчен пӗри; Э.А. Аблякимов, А.Г. Щекин, В.К. Горобец инженерсем; В.Н. Николаев, А.М. Захаров, Е.И. Сергеев, В.Н. Земченков, А.Е. Шариков, Ю.Б. Яковлев, О.Н. Кузьмина бригадирсем сӑнарланнӑ.
Agabazar // 4238.08.3495
2025.02.06 21:33 | |
Прототипсене черетлесе тухнă. Мĕнпуре 16 шутласа тухрăм. Вĕсен хушшиче пĕр чăваш та пулин пур-ши? Тен, чи аялти шайра пур пуль. | |
