Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: укҫа-тенке

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан пӗр учитель ултавҫӑҫене ӗнӗнсе хӑйӗн пӗртен-пер хваттерне сутса янӑ, укҫана вӑл вӗсене куҫарса панӑ. Пилӗк миллиона яхӗн тенкӗ.

67 ҫулти хӗрарам патне пӗр уйӑх каярах мессенджерсенчен пӗринче шкул директорӗн ячӗпе шӑнкӑравланӑ. «Директор» хӗрарӑмран юлашки виҫӗ уйӑхри расчёт хучӗсен сӑнӳкерчӗкне ыйтнӑ, вӑл Украинӑна укҫа куҫарса панине, унпа Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫчене кӗҫӗх ҫыхӑнассине систернӗ.

Хӑйсемпе право хуралӗн тытӑмӗн тата Росфинмониторинг ӗҫченӗсем тесе паллаштаракансене ӗненнипе хӗрарӑм банкра банкра кредит илнӗ, 20 ҫул пурӑннӑ пӗртен-пӗр хваттерне сутса янӑ.

Банкра вӑл укҫа сипленме кирлӗ тесе каланӑ, хваттер сутнине чирлӗ пӗлӗшне пӑхма Мускава тухса каяссипе сӑлтавланӑ. Кун пек суйма ӑна ултавҫӑсем вӗрентнӗ. Мӗнпур укҫана банк приложенийӗ урлӑ ултавҫӑсене куҫарса панӑ.

Ултавҫӑсем кайран та шӑнкаравлама пӑрахманнине кура хӗрарӑм хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ те йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/4953
 

Культура

Ҫӗрпӳ хулинче хальччен республикӑра пулман культурӑн аталану центрне хута ярасшӑн. Кун пирки культура министрӗ Светлана Каликова ТАСС агентстӑна пӗлтернӗ.

Унта куракансен залӗ пулӗ, ҫавӑнтах кино кӑтартма майсем тӑвӗҫ. Кунсӑр пуҫне ташӑ залӗ, кружоксем ирттермелли пӳлӗмсем вырнаҫӗҫ, кафе пулӗ.

Министр каланӑ тӑрӑх, центр чечек евӗр ларакан корпуссенчен пулӗ. Унччен ку центра "Южный-2" микрорайонта тума палӑртнӑ.

Ҫӗрпӳри ҫӗнӗ йышши аталану центрне хута яма федераци хыснинчен 130 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗҫ. Укҫан пӗр пайне республика хыснинчен пӑхса хурӗҫ.

 

Республикӑра
sdelanounas.ru сайтри сӑн
sdelanounas.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри хулинче шкул тӑвасшӑн. 2022-2024 ҫулсем валли пӑхса хунӑ хыснара ку тӗллевпе укҫа уйӑрнӑ. Ку ыйтӑва паян Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче татса панӑ.

Сӗнтӗрвӑрринчи 375 вырӑнлӑ шкула «Ял территорийӗсен хальхи сӑнӗ» проектпа килӗшӳллӗн хута ярӗҫ. Ӑна 2022-2023 ҫулсенче тумалла. Ку тӗллевпе 276 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.

Ҫитес виҫӗ ҫулта Шупашкарти «Садовый», «Университет» микрорайонсенче шкулсене туса пӗтермелле.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 07

1914
112
Иван Вашки, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1920
106
Чӑваш облаҫӗн пӗрремӗш канаш съезчӗ пуҫланнӑ.
1929
97
Канашра пӗрремӗш электростанци ӗҫлеме тытӑннӑ.
1930
96
Шупашкарта Н.К. Крупская ячӗллӗ парка уҫнӑ.
1931
95
«Штурм» (халӗ «Ялав» ятлӑ) хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1934
92
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Эверккел Ваҫҫи, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
70
«Сталинец» хаҫата «Октябрь ҫулӗ» (халӗ «Ҫӗрпӳ хыпарҫи») ят панӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та