Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗвӗш ялӗнче пурӑнакан Ольга Михайловӑна юбилейре РФ Президенчӗн открытка саламне, чечек ҫыххи тата ытти парне панӑ.
Ольга Михайлова нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ. Вӑл нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пӗтӗмпе тӑватӑ шӑпӑрлан ӳснӗ. Ольга Михайлова ачаранпах сусӑр. Вӑл калаҫаймасть, алӑпа ҫеҫ ӑнлантарать. Ольга Михайлова хуҫалӑхра мӗн пӗчӗкренпех ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, фермӑра лашасем пӑхнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи кӗрленӗ вӑхӑтра мӗнпур йывӑрлӑха хӑй ҫинче туйса курнӑ. Вӑл ӗмӗрӗпех шӑллӗн ҫемйинче пурӑннӑ, качча кайман. Ольга Михайлова — ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Халӗ вӑл кинӗпе пурӑнать.