Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: ЧНК ҫумӗнчи ваттисен канашӗ орфографи ыйтӑвне хускатнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.02.2014 13:44 | 2333 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Ларура / Тимӗр Акташ тунӑ сӑн
Ларура / Тимӗр Акташ тунӑ сӑн

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи Ваттисен Канашӗн пухӑвӗ иртнӗ — кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Ӑна Виталий Станьял ертсе пынӑ.

Пухура орфографи ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Доклад калаканни Денис Гордеев ҫыравҫӑ пулнӑ — вӑл ҫак йӗркене «ҫӳлтен» хушнипе (эпир пӗлнӗ тӑрӑх Патшалах Канашӗ хирӗҫ сасӑланӑ) кӗртнине, хӑй вӑхӑтӗнче халӑх ӑна хирӗҫ пулнине (ЧНК вӑл вӑхӑтра сивленӗ) палӑртнӑ. Улшӑнусем хыҫҫӑн хӑш-пӗр сӑмахсене вырӑсла куҫарнӑ чухне йывӑрлӑхсем тухни пирки, ӑнланӑвне пӑтраштарма пултарни пирки каланӑ Денис Викторович.

Ку ыйтупах Виталий Станьял та сӑмах каланӑ. Хӑй докладне вӑл «Тимӗрҫӗн пуртти мӑка» ят панӑ. Виталий Петрович та малтанхи орфографи йӗрки патне таврӑнма ыйтнӑ, вӑл йӗрке академилле сӑмахсарсенче те хӑйӗн тӗрӗслӗхне кӑтартни пирки каланӑ.

Ларӑва Николай Егоров профессор хутшӑннӑ. Сӑмахсене уйрӑм ҫырассине ырлакансенчен пӗри пулнӑран вӑл ҫак йӗркене хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ, анчах та ӑна итлекенсем пулман имӗш — ҫапларах пӗлтерет Тимӑр Акташ.

Ларӑва хутшӑннисем ятарлӑ чӗнӳ хатӗрленӗ, ӑна Патшалӑх Канашӗн председательне Юрий Попова пама йышӑннӑ.

Чӑваш чӗлхин орфографи ыйтӑвӗ мӗн улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑнах тавлашусем ҫуратать пулин те вӗсене паянхи кунччен те татса параймаҫҫӗ. Виҫӗм ҫул ку ыйтӑва чӑваш чӗлхи комиссийӗнче те ҫӗкленӗччӗ, анчах калаҫу шайӗнчен тухаймарӗ пулас ун чухне. Ку йӗрке 20 ҫул ытла тытӑнса тӑнӑран шкултан ку вӑхӑталла темиҫе ӑру вӗренсе тухнине те шута илме тивет. Ҫавӑнпах пулӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхин кафедрин ӑҫчахӗсем те хальхи вӑхӑтра усӑ куракан орфографине улшӑнусем кӗртесшӗн мар.

#ларусем, #вулавӑшсем, #наци вулавӑшӗ, #Ваттисен Канашӗ, #ЧНК, #чӑваш чӗлхи

 

Сирӗн шутпа хӑш орфографи лайӑхрах?

Маншӑн пурпӗрех
 
5
Уйрӑм ҫырни вырӑнлӑрах
 
12
Эп чӑвашла вуламастӑп
 
0
Пӗрле ҫырни меллӗрех
 
31

Комментари:

василий // 3565.53.2990
2014.02.03 19:17
Пĕр сăмах -пĕр ăнлану . Тĕслĕх: ХĔРАЧА -"девочка"
ХĔР АЧА -"девушка" тата "ребенок"
ЙĔКЕХӲРЕ -"крыса"(животное)
ЙĔКЕ ХӲРЕ -"веретено" тата "хвост"
семантика пачах урăх. кун пек тĕслĕхсем темĕн чухлех , уйрăм çырни чĕлхе никĕсне аркатни кăна пуль
Çав хĕрачана çурмаран пăчкăпа татнă пекех
Agabazar // 5170.7.7600
2014.02.03 19:57
Agabazar
Чăваш Парламентне, Попов хоспочына ма чăрмантармалла? Вăйра тăракан Йĕркевсем пĕрле çырассине <u>пачах та хирĕçлемеççĕ.</u> Пăнчă.

gitar1944: "Çав хĕрачана çурмаран пăчкăпа татнă пекех" Ия çав!
Петюк пичче // 4186.57.1361
2014.02.03 23:33
Вар витти, хуй хăрап (пăшарханап), варвитти, хуйхарап тесе çырмалла-ши вара?
2014.02.04 11:30
Аçтахар Плотников
Пачах та хирĕçлемеççĕ-ха... Анчах шкулта та хаçатсенче-кĕнекесенче те уйрăм çыртараççĕ вĕт!
Эп чĕлхе комиссийĕнче сĕнсеччĕ: атăр, пĕрле çырма йышăнар, анчах хальхи пек уйрăм çырма та чармастпăр (тепĕр май приписка пек хăварса) тесе. Çук, Виноградов кун пеккине те йышăнасшăн пулмарĕ.
василий // 1347.10.4178
2014.02.04 18:35
ХУЙХĂРАП сăмаха кунта тĕрĕс мар пайланă , ХУЙХĂ (печаль), тĕрĕсрех - ХУЙХĂРА ЭПĔ (я в печали)
Agabazar // 2474.30.8393
2014.02.04 20:19
Agabazar
Admin:"Çук, Виноградов кун пеккине те йышăнасшăн пулмарĕ."
Кам вара вăл, Виноградов? Мĕнле пысăк наччальник? Нивушлĕ вара унран çӳлерех тăракан çын е орган çук?

Ĕç вĕт Правилăсенче мар. Ĕç — кулленхи практика еплерех пулса пынинче! Пирĕн историре хуйхăрать сăмаха чĕлхерен кăларса пăрахма "сĕнекен" анкă-минкĕсем те пулнă. Чăн сăмах!

Юлташсем! Страница тулчĕ пулмалла. Малалла çырсан малтанхи комментарисем пĕр йĕрсĕр çухалма пуçлаççĕ пуль. Çакна шута илĕр, тархасшăн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем