Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш орфографийӗн ыйтӑвне институтра татса парӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 19.02.2014 16:46 | 1794 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи ЧПГӐИ
ЧПГӐИ

ЧР Патшалӑх Канашӗ ЧР Культура министерствине тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне чӑваш орфографийӗ тӗлӗшӗпе эксперт пӗтӗмлетӗвӗ тума ыйтса ҫыру янӑ. Кун пирки социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн пуҫлӑхӗ Петр Краснов пӗлтернӗ.

Аса илтеретпӗр: нумаях пулмасть чӑваш чӗлхинче сӑмахсене мӗнле ҫырас ыйтӑва Чӑваш наци конресӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн ларӑвӗнче ҫӗкленӗ. Хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ тӑрӑх, 1990-мӗш ҫулсенче реформӑна (унта сӑмахсене уйрӑм ҫырма йышӑннӑ) васкаса йышӑннӑ. Денис Гордеев ҫыравҫӑ майлӑ Виталий Станьял филолог, Анатолий Кибеч ҫыравҫӑ, Федор Мадуров кӳлепеҫӗ пулнӑ. Николай Егоров чӗлхеҫӗ хирӗҫленӗ, ӑна никам та итлеменнине кура ларуран тухса кайнӑ.

Денис Гордеев тата унпа пӗр шухӑшлисем кивӗ йӗркене тавӑрма ыйтса парламент спикерӗ Юрий Попов патне ҫырупа ҫитнӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, 1990-мӗш ҫулсенчи реформа чӑвашсене тӗлӗнтернӗ, ҫӗнӗ правилӑпа килӗшӳллӗн ҫырнӑ сӑмахсене ҫынсем вуласа тӗлӗнеҫҫӗ.

Попов брифингра орфографири правилисене экспертсен тишкермеллине каланӑ. Патшалӑх Канашӗ е ӗҫ тӑвакан влаҫ кайран ҫеҫ йышӑну тума пултарӗ.

#ЧНК, #чӑваш чӗрхи, #орфографи, #Ваттисен канашӗ, #ЧПГӐИ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1692.html
 

Комментари:

Agabazar // 2370.54.3620
2014.02.19 18:01
Agabazar
<u>Экспертиза туни ыйтăва татса пани мар!</u>
Андрей ШУР // 1843.8.5276
2014.02.19 19:40
Манăн шутпа, 1990 çулхи Чăваш çырулăх реформи халăхăмăрăн çуррине вулассинчен пистерчĕ. Ку япалана хам курса тĕлĕннĕрен çеç калатăп. Шел, тăван чĕлхемĕре...
Migulaj // 2199.95.1264
2014.02.20 00:40
ЧР Патшалăх Канашĕ ЧР Культура министерствине тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне чăваш орфографийĕ тĕлĕшĕпе эксперт пĕтĕмлетĕвĕ тума ыйтса янă çыруна мĕнле чĕлхепе çырнă?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем