Культура
Алиса Лукина страницинчен илнӗ скриншот Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче Шупашкарта хорегорафи ӑсталӑхӗн «ВОЛГА – 2024» (чӑв. Атӑл — 2024) пӗтӗм тӗнчери телевидени фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Конкурсӑн администраторӗ пулма «Сарпике» ташӑ ушкӑнӗн ертӳҫине Алиса Лукинана шаннӑ. Жюрире педагог тата хореограф, «Art House», и «House of Art» ташӑ ушкӑнӗсене йӗркелекенӗ тата хореограф, «Лёд и пламень», «Танцуй», «Dance Революция», «Танцы на ТНТ», «Ты Супер. Танцы», «Маска», «Маска. Танцы» проектсен хорографӗ Алексей Арапов тата ытти сумлӑ ҫын пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Наци коллективӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑннӑ. Вӑл Ставрополь хулинче иртнӗ. Ларӑва Ю.М. Лермонтов ячӗллӗ Ставропольти академи театрӗнче пуҫтарӑннӑ. Форум кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Чӑваш Енрен кӑҫалхине юрӑпа ташӑ ансамблӗн гастрольпе концерт ӗҫӗ-хӗлӗ енӗпе иртекен менеджерӗ Леонид Антонов хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, пултарулӑх коллективӗ «Мы – Россия» (чӑв. Эпир — Раҫҫей) проекта хутшӑннӑ. «Хамӑр тӑван ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫланатпӑр» концерт программипе ушкӑн Ижевск, Ҫыранҫи Чаллӑ, Киров тата Чистополь хулисен сценисем ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
chgtrk.ru сайтран илнӗ скриншот Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Синкӗл районӗнчи Ялавӑрта Петр Маркин ҫыравҫа халалласа палӑк уҫнӑ. Унӑн авторӗ — Чӗмпӗр чӑвашӗ, Николай Кондрашкин скульптор. Тимӗрпе бетонран тунӑ палӑка Пётр Маркин ячӗпе хисепленекен вулавӑш умӗнче лартнӑ. Ялавӑр — Чӗмпӗртен иртсен Самар еннелле кайнӑ енче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ ялта ҫавӑн пекех СССР халӑх артисчӗ Алексей Ургалкин ҫуралнӑ. Пётр Маркин пӗр вӑхӑт Хусанта, унтан Шупашкарти «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ, чӑваш телевиденийӗнче 22 ҫул ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Ӳнер музейӗнче Исаак Левитанӑн оригинал-ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ. Вӗсене пирӗн патӑмӑрта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кайса курма май килӗ. Тӗнче шедеврӗн оригиналӗсем Третьяков галерейинче упранаҫҫӗ. Шупашкара мӗнле ӗҫсене илсе килесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах вӗсем пӗр темӑпа — Атӑл юханшывӗпе — ҫыхӑннӑ. Курав Шупашкарти Консантин Иванов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
"На связи" форумри сӑн «Промтракторӑн» пӗр корусне сутма лартнӑ. Кун пек пӗлтерӳ «Авито» сайтра пур. Ҫурчӗ Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ. Пӗтӗмпе – 5 050,2 тӑваткал метр. Ҫӗр лаптӑкӗ те пур. Ҫурт 7 хутлӑ, хушма ҫурт пур, мачча 3 метр ҫӳллӗш. Тахҫан унта «Промтрактор» савут корпусӗ пулнӑ. Кайран, 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче, «Миконт» компани, «Канал 5 плюс» тата «МФМ» радио вырнаҫнӑ. Пӗр вӑхӑт сауна та пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак адреспа «Светофор» лавкка кӑна вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
protumse.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен ҫитес ҫул 90 ытла троллейбус туянӗ. Кун пирки Чӑваш Ен правительстви хыпарланӑ. ДОМ.РФ облигацисене усӑ курассипе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ Шупашкарти агломерацин электротранспорт паркне ҫӗнетес енӗпе республикӑна ырланӑ. Ҫавна май республика 92 троллейбус туянӗ. Пӗр пайне «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ярӗҫ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗрремӗш маршрута ҫулталӑк вӗҫӗнче ярассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
mixyfotos.ru сайтри сӑн Шупашкарти Мускав районӗнче администрацийӗн ЗАГС пайӗнче Эмели ятлӑ хӗрачана регистрациленӗ. Эмили ят мӗнле пулса кайнин темиҫе верси пур. Латин чӗлхинчен куҫарсан «тивӗҫлӗ кӗрешӳҫӗ» тенине пӗлтерет. «Эмили» тата «Эмилия» - пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ятсем. Анчах хальхи вӑхӑтра кашнинпе уйрӑм усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Франци тымарӗ те пур ку ятра. Вӑл «Эммануэлье» ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче «Чӑваш Республикин парламентаризмне аталантарнӑшӑн» хисеплӗ палла пама йышӑнассине сӳтсе явнӑ. Депутатсем ҫакна ырланӑ. Ӑна кама парӗҫ? Регионти саккуна, парламентаризма, граждан обществипе демократие аталантарма тӑрӑшакан ҫынсене. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна 30 ҫынран ытларах мар илме пултарать. Хисеплӗ палла республика хыснинчи укҫапа туса хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян ирхи 6 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари А-151 федераци ҫулӗпе Метикасси хушшинче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа рио» водителӗ руле итлеттереймен те кювета чӑмнӑ. Машина темиҫе хутчен ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 5 ҫын пулнӑ. Иккӗшӗ вырӑнтах вилнӗ, тепри – пульницӑра. 23 ҫулти водитель тата тепӗр пассажир чӗрӗ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав мнистерствин Общество канашне кӗрес текенсен заявленийӗсене пухма пуҫланӑ. Кандидатсен докуменчӗсене юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Вӗсене ирхи 8 сехетрен пуҫаса 12 сехетчен, 13 сехетен пуҫласа 17 сехетчен министерствӑна ҫитерсе памалла е почтӑпа тата курьер урлӑ та ӑсатма пулать. Общество канашне камсене илме пултарасси ҫинчен хыпарланипе министерство сайтӗнче тӗпленрех паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |