Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ир-ирех М-12 ҫул ҫинче, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче, йӗрке хуралҫисем «Шевроле» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Мускав облаҫӗнчи 40-ри арҫын ларнӑ. Багажникре 6 килограмм синтетика наркотикӗ тупнӑ. Ҫакӑ паллӑ: унччен водителе ҫакнашкал преступленишӗн айӑпланӑ.

Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче ҫав ҫул ҫинчех, Комсомольски округӗнче, «Тойотӑна» чарнӑ. Унпа Пермь крайӗнчи 39 ҫулти арҫын пынӑ. Курьерӑн машининче 17 килограмм гашиш тата 9 килограма яхӑн кокаин пулнӑ.

Наркокурьесене арестленӗ.

 

Персона
vk.com сайтри сӑн
vk.com сайтри сӑн

Улатӑр хулинче пурӑнакан Алексей Старчков хӑйӗн рекордне кӑна мар, Орел хулинчи арҫыннӑн тата Гиннес рекорчӗсене те ҫӗнетнӗ. Мӗн тунӑ-ха вӑл?

Алексей 12,5 килограмм таякан кувалдӑпа автомобиль покрышкине 1 сехет те 36 минутра 2750 хутчен ҫапнӑ. Вӑл кашни 2 ҫеккунтра ҫапнӑ. Ку кӑтартӑва Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗртме те пулать.

Орел хулинчи Виктор Стебаков вара 13 килограмм таякан кувалдӑпа машина покрышкине 2017 хут ҫапнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/vesti21chuv
 

Ҫутҫанталӑк

Ку хӗлле сивӗ те юрлӑ килчӗ. Кӗҫех ҫуркунне ҫитӗ. Анчах синоптиксем пуш уйӑхӗнче те сивӗ пуласса, юр самай ҫӑвасса калаҫҫӗ.

Саккӑрмӗш кун ӗнтӗ сивӗ тӑрать. Кӗҫӗр чи сивви пулӗ – термометр 28 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр тӑрӑхра – 30 градус.

Эрнекун ӑшӑтма пуҫлӗ. Нарӑс вӗҫленичченех ҫапла пулӗ. Кӑҫал Ҫӑварни пушӑн 17-мӗшне лекет, Мӑнкун – ҫу уйӑхӗн 5-мӗшне. Ҫавӑнпа, синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫуркунне час килессе кӗтмелле мар. Пуш нормӑран 3-4 градус сивӗрех пулӗ.

Ака уйӑхӗ типӗ килмелле, сывлӑш температури нормӑпа килӗшӳллӗн пулмалла.

 

Республикӑра
vk.com сайтри сӑн
vk.com сайтри сӑн

Улатӑр районӗн пульницине вӑрах вӑхӑт эрех ӗҫсе пурӑннӑ пациента илсе килнӗ. Вӑл панкреатитпа аптӑраса ӳкнӗ.

Хирурги уйрӑмӗнче темиҫе кун сипленнӗ хыҫҫӑн унӑн «белая горячка» пуҫланнӑ. Арҫын малтан палатӑри кӳрши ҫине сиксе ӳкнӗ, унтан кашӑк ярса тытнӑ та ӑна хӑйӗн куҫне чикнӗ. Кун хыҫҫӑн тӑнсӑр кайса ӳкнӗ.

Республикӑри клиника пульницинчен часрах нейрохирург чӗнсе илнӗ. Вӑл ҫитиччен пацента рентген, компьютер томографийӗ тунӑ.

Тухтӑрсем арҫыннӑн пурнӑҫне кӑна мар, тепӗр куҫне те сыхласа хӑварнӑ. Унӑн пӗр пайӗн парализаци пулнӑ. Халӗ вӑл реабилитаци тухать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-182565627_5959
 

Ҫул-йӗр

РФ Президенчӗ Владимир Путин тӳлевлӗ М-12 ҫул ҫинчи хаксене пӑхса тухма хушнӑ. Владимир Владимирович тарифсем пирки сӗнӳсем кӗтет. Куншӑн Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин тата «Автодор» пуҫлӑхӗ Вячеслав Петушенко яваплӑ.

Аса илтерер: Президент тӳрӗ лини ирттернӗ чухне Тутарстан ҫынни М-12 ҫулпа ҫӳреме хаклӑ пулни пирки каланӑ. Мускавран Хусана ҫитме 5 пин тенкӗ тӳлемелле, Канаша - 4069, Ҫӗмӗрлене - 3697 тенкӗ.

 

Культура
t.me/chuvashenkalasat сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuvashenkalasat сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Наци музейӗ нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи черетлӗ ҫуралнӑ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне халалласа уҫӑ алӑксен кунне ирттернӗ.

«Хамӑр халӑх историне, йӑли-йӗркине манӑҫа кӑлармасӑр вун-вун ҫул сыхлакан ҫурт чӑн-чӑн тупра вырӑнӗнче. Хӑй арчинче несӗлсенчен паянхи кун таран сыхланса юлнӑ пуянлӑха упранипе танах ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫа кӗртсе малалла аталанать», – тесе хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен» калаҫать каналта.

Уҫӑ алӑксен кунӗпе ҫыхӑннӑ акцие ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши, В.Чапаев,  К. Иванов ячӗллӗ литература, Чӑваш тӗррин музейӗсем хутшӑннӑ.

Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнчи музейра, Куславкка тӑрӑхӗнчи чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа лартнӑ мемориал та хӑнасене уйрӑм йӗркепе йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashenkalasat/554?single
 

Персона
Чӑваш Енӗн прокуратурин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн прокуратурин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри прокурорсем хӑйсен ӗҫтешне Зелфинас Карамана тава тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ.

Карама прокуратура тытӑмӗнче 1983 ҫултанпа тӑрӑшнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Шупашкар районӗн прокурорӗ пулнӑ. Надзор органӗнче 40 ҫул ытла тимленӗ 65 ҫулти прокурора тава тивӗҫлӗ канӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ.

Сӑмах май каласан, унӑн ывӑлӗ Ленар Карама Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи прокуратурӑна 2021 ҫултанпа ертсе пырать.

 

Ҫул-йӗр
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти «Дорэкс» предприятие ҫула япӑх тасатса тӑнӑшӑн тӑватӑ хутчен явап тыттарса штрафланӑ. Кашнинчех – 100-шер пин тенкӗшер.

Асӑннӑ организацие Кӑнтӑр посёлокне япӑх тасатса тӑнӑшӑн кӑна виҫӗ хутчен штрафланӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ нумаях пулмасть Альгешри Вишневӑй урама тӗрӗсленӗ. Унта ҫил-тӑман хыҫҫӑн ҫула виҫӗ талӑк тасатман.

 

Ҫурт-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Арбитраж сучӗн ҫуртне тӗпрен юсасшӑн. Ҫав ҫурт хулари Ленин проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл республика пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗ шутланать. Реставраципе ҫыхӑннӑ ӗҫсем нумаях пулмасть патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ.

Тӑватӑ хутлӑ кирпӗч ҫурта 1954 ҫулта хӑпартнӑ. Малтан ӑна Электроаппаратура завочӗн общежитийӗ тесе тунӑ. Проект авторӗ – паллӑ чӑваш архитекторӗ Феофан Сергеев.

Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫав ҫуртра 1991 ҫултанпа ӗҫлет. Ун валли хӑй вӑхӑтӗнче шалти планировкӑна тата кӗмелли алӑка улӑштарнӑ.

 

Ҫул-йӗр
t.me/cheb_police сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/cheb_police сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта маршрутка ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ.

Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 270-мӗш маршрутпа хутлакан общество транспорчӗпе «Шкода Октавия» автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑна 32 ҫулти водитель тытса пынӑ.

Микроавтобусри икӗ пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет хыҫҫӑн Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче 108-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 351, 352, 353, 354, 355, 356, 357, 358, 359, 360, [361], 362, 363, 364, 365, 366, 367, 368, 369, 370, 371, ... 3917
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 16

2007
18
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...