Раҫҫейре
![]() newsland.com сайтри сӑн Ырантан, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫейре амӑшӗн капиталӗн виҫи ӳсет. Ӑна 7,4 процент таран индексаци тӑвӗҫ. Амӑшӗн капиталне 2020 ҫултанпа пӗрремӗш ачашӑн та пама пуҫланӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен вӑл 630,4 пин тенкӗ пулӗ /халӗ – 586,9 пин тенкӗ/. Иккӗмӗш ачашӑн вара 834 пин тенкӗ парӗҫ /халӗ 775,6 пин тенкӗ/. Пӗрремӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне илнӗ тӗк иккӗмӗш ача ҫуралсан 202,6 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вырӑс драма театрӗн архивӗнчи сӑн Вырӑс патшалӑх драма театрӗ театр ӳнерне аталантарнӑшӑн Федор Волков ячӗллӗ премие тивӗҫнӗ. Сумлӑ премие театр директорне Дмитрий Капустина Мускавра ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра Татьяна Голикова вице-премьер панӑ. Федор Волков - вырӑс режиссерӗ, актер, Раҫҫейре профессионал театрне йӗркелекенсенчен (Александр Сумароков поэтпа пӗрле) пӗри. Сӑмах май, 2022 ҫулта Вырӑс патшалӑх драма театрӗ 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрне вӗҫӗнче ШӖМӗн коллегийӗ иртнӗ. Унта ултавҫӑсем пирки те калаҫнӑ. ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов тӗнче тетелӗ урлӑ тата телефонпа усӑ курса укҫа вӑрланипе ҫыхӑннӑ преступленисене уҫӑмлатасси ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл республикӑри ҫынсене ултавҫӑсенчен мӗнле хӳтӗленмеллине те каланӑ. «Палламан номертен шӑнкӑравлакансемпе чӑвашла калаҫмалла», - тенӗ вӑл. Прокурор палӑртнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем ӑнланмалла мар чӗлхепе калаҫнине илтсен чылай чухне телефона сӳнтереҫҫӗ. Сӑмах май, Эдуард Гиматов Курган облаҫӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинчи шкулсенчен пӗрне чӗртсе яма хӑтланнӑ учителе СИЗОна 2 уйӑхлӑха хупса хунӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн икӗ статйипе айӑпласшӑн: терроризм акчӗшӗн тата ҫаратнӑшӑн. Ӑна 20 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултарӗҫ. Аса илтерер: пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Шупашкарти 10-мӗш шкулта вӗрентекен 46 ҫулти хӗрарӑм икӗ класа ҫунтарса яма тӑнӑ. Анчах ӗҫе вӗҫлеме хуралҫӑ ссчӗвлӗ пулни кансӗрленӗ. Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл Раҫҫейӗн хӑрушсӑрлӑх службипе ҫыхӑну тытатӑп, вӗсем мӗн хушнине тӑватӑп тесе шухӑшланӑ имӗш. Хӗрарӑма кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗлтӗр ҫывӑх ҫыннисемпе Египета кайма ӗмӗтленнӗ. Унта Чулхуларан вӗҫсе каймалла пулнӑ. Анчах аэропортра хӗрарӑмпа унӑн ҫывӑх ҫыннисене самолёта лартман, мӗншӗн тесен электрон билетсем суя пулнӑ. Хӗрарӑм 9 каҫшӑн 261 пин тенкӗ тӳленӗ. Унпа пӗрле амӑшӗ тата хӗрӗ канма кайма ӗмӗтленнӗ. Турагент хӗрарӑма билет укҫине тавӑрса пама килӗшмен. Шар курни кунпа ҫырлахас темен, суда ҫитнӗ. Суд турагента хӗрарӑма 915 пин тенкӗ тӳлеттермелле йышӑну кӑларса панӑ, ҫав шутра — юрист тытса тӑкакланнине саплаштарма та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑвай салинче пурӑнакан Зинаида Овчинникова 90 ҫул тултарнӑ. Тӑзхӑр теҫетке ҫула ҫитнӗ хӗрарӑм ҫамрӑк сӑн-питлӗ, йӑлтах астӑвать, шӳтлеме юратать. Зинаида Овчинникова Елчӗк районӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫемьере пурӗ пилӗк ача пулнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӗрача вӑй ҫитнӗ таран колхозра ӗҫленӗ, унтан та вӑл колхозникра тӑрӑшнӑ. Качча кайса ҫемьеллӗ пулнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм тӑхӑр ача ҫуратнӑ. Унӑн паян 11 мӑнук, мӑнукӗсен 14 ача. 90-ри хӗрарӑм ывӑлӗпе пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче 47 ҫулти хӗрарӑма шыранӑ. Кун пирки «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ хыпарланӑ. Ольга Краснова килтен кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухса кайнӑ иккен, каялла таврӑнман. Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн ҫывӑх ҫыннисем сисчӗвленсе ӳкнӗ. Асӑннӑ хӗрарӑм унччен те ҫухални пулнӑ, ӑна шыранӑ. Пӗлтерӳре палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм манса кайкалать. Хӗрарӑм 157 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, кӑвак куҫлӑ. Килӗнчен вӑл ҫутӑ курткӑпа, тӗкем кӑвак джинс шӑлаварпа, хура пушмакпа, ҫутӑ калпакпа тухса кайнӑ. ... «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ нумаях пулмасть пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм тупӑннӑ, вӑл таса сывах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Дмитрий Колчин «Химпромӑн» тӗп директорӗ Дмитрий Колчин тата «Грани» Издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ Наталия Колыванова РФ Президенчӗн суйлавне хутшӑнакан Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисем пулса тӑнӑ. Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Тӗп суйлав комиссийӗ Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисен списокӗн иккӗмӗш пайне регистрациленӗ. Унта 198 ҫын кӗнӗ. Ҫав йышра - Надежда Бабкина, Олег Газманов, Сергей Гармаш, Дмитрий Губерниев, Диана Гурцкая, Аскольд и Эдгар Запашныйсем, Федор Конюхов, Александр Масляков, Игорь Матвиенко, Алексей Миллер, Станислав Михайлов, Иван Охлобыстин, Михаил Пореченков, Виктор Сухоруков, Игорь Угольников, Юлия Чичерина. Дмитрий Колчин списокра - 73-мӗш, Наталия Колыванова - 74-мӗш. Тӗп суйлав комиссийӗ пӗтӗмпе Путинӑн 544 шаннӑ ҫыннине регистрациленӗ. Виҫҫӗшӗ - Чӑваш Енрен. Колчинпа Колывановӑсӑр пуҫне унта Трактор савучӗсен тӗп директорӗ Андрей Водопьянов кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисткине Ольга Кирилловӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ. Ольга Вениаминовна – Пӗтӗм тӗнчери тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ. Ӗҫтешӗсем тата куракансем ӑна илемлӗ сассишӗн, хӑйне сцена ҫинче тытма пӗлнишӗн юратаҫҫӗ. Артист, тӗпрен илсен, чӑваш композиторӗсен-классикӗсен хайлавӗсене шӑранатрать. Хальхи вӑхӑтри авторсенчен вӑл Ю. Жуковпа, Ю. Кудаковпа, Ю. Петуховпа, А. Павловпа килӗштерсе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() photoby.ru сӑнӳкерчӗкӗ «М-7» автоҫулӑн Горьки ҫул пӑрӑнчӑкӗнчен пуҫласа Кӳкеҫе ҫитичченхи участокне килес ҫул юсас шанчӑк пур. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев палӑртса хӑварнӑ. Асӑннӑ лаптӑка юсаса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ проект пур иккен. Объекта пилӗк ҫулхи плана кӗртнӗ. «Ҫул-йӗрҫӗсемпе кашни тӗл пулмассеренех юсав ӗҫне пуҫӑнма ыйтса вӗсене васкататӑп. Унти пӑкӑ ҫынсене самай кансӗрлеҫҫӗ. Ку ыйтупа кӑҫал мар пулсан килес ҫул ӗҫлеме тытӑнатпӑрах тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |