Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Апат-ҫимӗҫ

Наци апат-ҫимӗҫне хатӗрленипе пӗрлех «Хура ешчӗк» номинаци те пулӗ. Ҫапла, Чӑваш Енӗн кулинарсен ассоциацийӗ республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствипе пӗрле Ҫамрӑк поварсен кулинарсен кубокне ирттерет. Кунне те палӑртса хунӑ — пушӑн 15-мӗшӗнче. Ӑна шеф-поварсен Пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗ хӳттинче йӗркелеҫҫӗ-мӗн.

Конкурса хутшӑнакансене Шупашкарти коопераци институчӗн апат-ҫимӗҫ технологийӗн лабораторийӗнче пухаҫҫӗ. Ӑмӑртӑва 3-шер ҫынтан: 2 поварпа 1 кондитертан — тӑракан ушкӑнсем хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен пӗрне капитан туса хурӗҫ. Хальлӗхе кимле палӑртнӑ ушкӑнсен хушшинче хамӑр патрисемсӗр пуҫне пензӑсемпе йошкар-оласем те пур.

 

Культура

2014 ҫула Раҫҫейре Культура ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Великобритани вара кӑҫалхи ҫула «Год Великобритании в России» (чӑв. Аслӑ Британири Раҫҫей ҫулӗ) ят панӑ. Шӑпах ҫавӑнпа пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхесене вӗрентекенсем шкул ачисем хушшинче юрӑсен фестивальне ирттерчӗҫ.

Фестивале районти кашни шкулах хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫамрӑк юрӑҫсем пухӑннисене хӑйсем юратнӑ юрӑҫсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, вӗсен юррисене шӑрантарчӗҫ.

Районти шкулсенче хрантсус тата акӑлчан чӗлхисене вӗрентеҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулти 2-мӗш, 4-мӗш тата 10-мӗш классенче вӗренекенсем Валерий Алексеевич Ефимов вӗрентекен ертсе пынипе «Манӑн кушакӑм, Манӑн ашакӑм тата Сена» ятлӑ хрантсус юррисене шӑрантарчӗҫ. Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта 5 вӗрентекен акӑлчан тата хрантсус чӗлхисене вӗрентет, кашниех концерта тӗрлӗ класс вӗренекенӗсене явӑҫтарнӑ. Питӗркассинчи вӑтам шкулӑн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Сергей Фадеев шӑрантарнӑ акӑлчан юрри куракансен чунне тыткӑнларӗ. Шулюри 6-мӗш класс вӗренекенӗсем Валера Кудряшов, Костя Солдаткин, Саша Шуськин тата Коля Жидков Юрий Гурьянов ертсе пынипе Битлз ансамблӗн артисчӗсене сӑнарласа сцена ҫине матроссен костюмӗпе тухрӗҫ, юррипе чуна тыткӑнларӗҫ.

Малалла...

 

Раҫҫейре

Крымпа ҫыхӑннӑ Раҫҫейпе Украина хушшинчи хирӗҫтӑру МИХсен анине те куҫрӗ — ирӗклӗрех кӑларӑмсене хӗсме пуҫларӗҫ. Ӗнер тетелти «Лента.ру» хаҫатӑн тӗп редакторне ӗҫрен хӑтарнӑччӗ пулсан паян Роскомнадзор сӗннипе темиҫе сайта хупса хунӑ. Вӗсен шутне «Грани.ру», «Каспаров.ру» тата ЕЖ.ру кӗнӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Навальнӑйӑн кун кӗнекийӗ уҫӑлмасть. Паянах Украинӑра тухса тӑракан «Коммерсантъ» хаҫат хупӑннӑ — кӑна укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑх тухнипе сӑлтавланӑ.

Тӗрӗслев органӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Грани.ру», «Каспаров.ру» тата ЕЖ.ру йӗркене пӑсма, саккуна пӑсса масӑллӑ мероприятисене хутшӑнма чӗннӗ иккен. Хупнин сӑлтавӗ ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ.

Ҫавӑн пекех хӑш-пӗрисен хыпарланӑ тӑрӑх «Эхо Москвы» сайт «Акадо» провайдер урлӑ уҫӑлмасть. Сӑмах май «Лента.ру»-ран чылай журналист хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен тухнӑ.

 

Культура

Куракана илӗртес тесе Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗрен те ҫӗннине шырать. Программа ҫине автограф лартас шухӑш та ҫавӑнпах ҫыхӑннӑ-тӑр.

Анчах кашни билет ҫинех мар. Е ҫук-ха. Тӗрӗсрех каласан, кашни спектакль хыҫҫӑнах мар. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен «Лир патша» спектакле пынисене спектакль программи ҫине сцена ӑстисем алӑ пусса парӗҫ.

Уильям Шекспирӑн ҫав хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ спектакле «ҫамрӑксем» ахальтен суйласа илмен. Автограф-сесси валли спектакле вӗсем «Лир патша» республикӑра иртекен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсӗн номинанчӗ пулнине кура йышӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Ӗнер Шупашкарта Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн хӗрарӑмсемпе ӗҫлекен комитечӗ тата конгресс ҫумӗнчи «Чӑвашлӑх управҫи» хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ республикӑри тата тулай чӑвашсем валли тӗлпулу каҫӗ йӗркелерӗ. Кун пекки пуҫласа иртрӗ. Ҫулӗ ҫывӑх мар та, инҫетри тӑванӑмӑрсем килсе ҫитейменччӗ, анчах хамӑр патри хастарсем пухӑнчӗҫ. Вӗсенчен чылайӑшӗ илемлӗ чӑваш кӗписене тӑхӑнса пынӑ.

Уява Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ. Салам сӑмахӗ самай пулчӗ пулин те хӗрарӑмсемпе ӗҫлекен комитет пайташӗсем чуна ыраттаракан самантсене те сӳтсе яврӗҫ. Ҫав шутра — хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентессине.

Вӗрентессе вӗрентеҫҫӗ-ха, анчах темшӗн-ҫке ачасем ӑша хывма ҫунмаҫҫӗ. Унтан та ытларах — чӑваш ашшӗ-амӑшех чӑваш чӗлхи урокӗ тӗпренчӗкӗмӗрсен пуҫӗсене минретет кӑна тесе каланине илтме тивет. Сӑмах май каласа хӑварсан, ҫак ыйтӑва паллаканӑмсемпе паян хускатнӑ май: «Киле ҫитсен эсир ачӑрсемпе епле чӗлхепе калаҫатӑр?» — тесе тапӑнтӑм та вӗсенчен пӗри: «Ача мар, шкул программине кӗртнӗ учебникри хӑш-пӗр сӑмаха хам ӑнланмастӑп.

Малалла...

 

Культура Николай Дмитриев
Николай Дмитриев

Ӗнертенпе пирӗн республикӑра тава тивӗҫлӗ артистсен йышӗ хушӑннӑ. Хальхинче ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн артистне Николай Дмитриева панӑ. Ҫапла вара вӑл «Курманнин курас килет»-ри Тимофей, «Чӑн телей юратури» Михаля, «Тӑм тивнӗ чечексем»-ри Смоленцев тата ытти сӑнара калӑплакан маттур Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ пулса тӑнӑ.

Мускаври Щепкин ячӗллӗ училищене вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫ биографине вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗчне пуҫланӑ. Унта вунӑ ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн, 1993 ҫулта, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫнӑ.

Сӑнсем (10)

 

Республикӑра

Ҫемье патшалӑх аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Хӑш-пӗри пӗрлешнӗ-пӗрлешмен уйрӑлма васкать. Чӑн-чӑн юрату ҫапла арканать-ши вара? Ҫук, ҫирӗп ҫемье пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене парӑнтарать. Ҫамрӑксен 60 ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсенчен вӗренмелли пайтах.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тумликасси ялӗнчи Кузьма Кузьмичпа Александра Петровна Аргандейкинсем, Шӗмшеш ялӗнчи Леонид Николаевичпа Елизавета Ефимовна Тверсковсем пӗр-пӗрне ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑранпа 60 ҫул иртнӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗн администрацин ЗАГС пайӗн пуҫлахӗ Елена Барышникова, Ветерансен канашӗн председателӗ Галина Тимакова тата ыттисем юбилярсене саламланӑ.

Аргандейкинсем 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ, халӗ 7 мӑнукпа, 3 мӑнук ачипе савӑнаҫҫӗ. Кузьма Кузьмич ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, Александра Петровна кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ пулнӑ.

Тверсковсен килӗнче те юратупа ӑнлану хуҫаланать. Мӑшӑр 4 ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ 3 мӑнукпа, 7 мӑнук ачипе киленеҫҫӗ.

 

Хулара

Ачалӑх теттесемпе, юмахсемпе ҫыхӑннӑ. Пӗчӗк чухне «Ҫарӑк», «Йӑвача» тата ытти юмахпа паллашман ҫын пур-ши? Ҫак кӗнекесем — хаклӑ тупра.

Надежда Григорьева (Яковлева) вара ачасене ӑсталанӑ юмах сӑнарӗсемпе паллаштарать. Вӑл Шупашкарти ача пахчинче ӗҫлет. Унта юмах сӑнарӗсен хӑйне евӗр кӗтес пур. Пӗтӗмпех Надеждӑн амӑшӗ Мария Михайловна ҫыхнӑ. Кӗтес пуян: халӑх тата литература юмахӗсен сӑнарӗсем пур.

Теттесем ҫемҫе. Мария Михайловнӑн ӗҫӗсем пӗчӗкскерсене савӑнтараҫҫӗ. Ачасем уйрӑмах пӳрнене тӑхӑнтартмалли теттесемпе выляма кӑмӑллаҫҫӗ.

 

Культура

Тем тесен те, халӗ ялти клубсене халӑх ытлах пухӑнасшӑн мар. Ӗлӗк культура ҫурчӗсем кӗрлесе ҫеҫ тӑнӑ. Шел те, халӗ ун пек мар. Тӗнче тетелӗ аталанни, кашни килтех компьютер-телекурав пурри витӗм кӳретех ҫав.

Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра ялӗнчи халӑха культура ҫуртне илӗртме пӗлеҫҫӗ. Унта драма куржокӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӗсем премьерӑпа сцена ҫине тухнӑ. Ял ҫыннисем Георгий Ирхи сценарийӗпе хатӗрленӗ «Лар, аннеҫӗм, юнашар» спектакльпе киленнӗ. Спектакле Елена Владимирова (кӳрши), Марина Иванова (аслӑ хӗрӗ), Лина Никандрова (Олеся, аслӑ хӗрӗн ачи), Марина Макарова (вӑтам хӗрӗ), Татьяна Иванова (тӑван мар йӑмӑкӗ). Тӗп роле — анне сӑнарне — Земфира Африканова калӑпланӑ.

Артистсем хӑйсен пултарулӑхне май килнӗ таран кӑтартнӑ. Куракансем шывланнӑ куҫемпе сцена ҫинчи ӗҫ-пуҫа сӑнанӑ.

 

Кӳршӗре

Пушӑн 4–5-мӗшӗсенче Хусанти культурӑпа ӳнер университечӗ ҫумӗнче вокалистсен «Сандугач-Соловей» халӑхсем хушшинчи I конкурс иртнӗ. Конкурса пуҫарма М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗн примадонни Винера Ахатовна сӗннӗ.

Паллӑ артистсем, педагогсем, режиссёрсем, пултарулӑх ушкӑнӗсен ертӳҫисем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, Австралипе Китай сценин ӑстисем жюри пулнӑ.

Жюри председателӗ — Раҫҫей тата Тутарстан халӑх артистки, Г. Тукай ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, хисеплӗ профессор, 2 орден кавалерӗ В.А.Ганеева. Конкурса Раҫҫейри, ют ҫӗршыври 50 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫивӗч кӗрешӳре Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Максим Карсаков II степень лауреачӗ пулса тӑнӑ. Маттур!

 

Страницӑсем: 1 ... 3569, 3570, 3571, 3572, 3573, 3574, 3575, 3576, 3577, 3578, [3579], 3580, 3581, 3582, 3583, 3584, 3585, 3586, 3587, 3588, 3589, ... 4066
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 02

1865
161
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ.
1941
85
Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ.
1951
75
Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...