Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ӗремпурти фестивальте Кӳкеҫри музей икӗ диплома тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.07.2014 10:29 | 1551 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗремпурта нумай пулмасть Атӑлҫи федераллӑ округӗн туризм пурлӑхӗсен «Открой Приволжье» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхне уҫ») фестиваль-хӑтлавӗ иртнӗ. Унта «Бичурин тата хальхи самана» музей те хутшӑннӑ.

Кӳкеҫсем хаклавҫӑсене икӗ проектпа паллашма сӗннӗ: «Чӑваш ялӗнчи катайла кану кунӗ» тата «Икӗ культура ҫыхӑнӑвӗ». Вӗсемшӗн икӗ диплома тивӗҫнӗ. Пӗри — «Культурӑна ӑнланмалли туризм» номинацире чи лайӑх маршрутшӑн, тепри — «Чи лайӑх музей экскурсийӗ» номинацире Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи чи лайӑх экскурси программишӗн.

«Чӑваш ялӗнчи катайла кану кунӗ» проект авалхи Тухӑҫ культурине тата вӑл чӑвашсемпе епле ҫыхӑннине уҫса парать. Ӑна, паллах, ытларах Н.Я. Бичуринпа ҫыхӑнтарса йӗркеленӗ.

«Икӗ культура ҫыхӑнӑвӗ» вара чӑвашсен авалхи кун-ҫулне кӑтартать — кунта Апаш культури те, чӑваш эрешӗ те, Тухӑҫри культурӑсем те те пур.

«Бичурин тата хальхи самана» музей Кӳкеҫре вырнаҫнӑ. Иртнӗ эрнере унта юсав ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн паян вӑл каллех хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Тунтикунпа эрнекун хушшинче 9 сехетрен 17 сехетччен ӗҫлет, шӑматкун — 15 сехетччен кӑна. Экскурсисемшӗн аслисем 20 тенкӗ тӳлемелле, ачасен — 10 тенкӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.

#Ӗремпур, #музейсем, #Бичурин тата хальхи самана, #Кӳкеҫ, #фестивальсем, #ҫитӗнӳсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем