Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Улатӑрта Чӑвашри ҫӑнӑха Алтай тӑрӑхӗнчи евӗр сутнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.07.2014 09:22 | 2165 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ Чӑвашри ҫӗрулми ҫакӑн пысӑкӑш ӳснӗ
Чӑвашри ҫӗрулми ҫакӑн пысӑкӑш ӳснӗ

Ял хуҫалӑх продукцине туса илессине ӳстересси, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрлесси, кӗрхисене акса хӑварасси. Ҫак тӗп темӑсене сӳтсе явнӑ ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный поселокра иртнӗ Агропромышленность енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗнче. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, пысӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.

«Тӗрлӗ муниципалитетра ӳкерчӗк тӗрлӗрен», — тенӗ Элтепер. Ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелекенсем тухӑҫа та лайӑх илнине палӑртнӑ вӑл. Яваплӑх ҫуккисенче тӑкак тӳсеҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен республика пуҫлӑхӗ. Сӑмах хуҫалӑх ертӳҫисене кӑна мар, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене те тивнӗ. Вӗсен лару-тӑрӑва туйса тӑрса ӗҫе йӗркелесе пымаллине палӑртнӑ Игнатьев.

Ларура ытти ыйтупа пӗрлех лавккасенче вырӑнти апат-ҫимӗҫ сахалтараххи пирки те чарӑнса тӑнӑ. Хамӑр патра авӑртнӑ ҫӑнӑхах, акӑ, халӑх туянасшӑн-мӗн, анчах тепӗр ҫӗрте вӑл ҫук. Улатӑрта ӑна Алтай ҫӑнӑхӗн хутаҫне ярса сутнине палӑртнӑ. Ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне туса илекенсен хӑйсене пӗр шухӑшлӑ пулса хӳтӗлемеллине те асӑнса хӑварнӑ Элтепер.

#ял хуҫалӑхӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #ҫӗрулми, #ҫӑнӑх, #суту-илӳ, #Опытнӑй, #ларусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем