Утӑн 24-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ композиторӗ, Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анисим Асламас (Васильев) пурӑннӑ-тӑк 90 ҫул тултарӗччӗ.
Ҫак кун ЧР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альбина Алексеева, ЧР Композиторсен союзӗн председателӗ Николай Казаков, композиторӑн тӑлӑх арӑмӗ Мария Васильева тата унӑн хӗрӗ Татьяна Асламас, мӑнукӗн мӑнукӗ Дмитрий Анисим Васильевич вилтӑпри ҫине чечексем хунӑ.
Татьяна Анисимовна халӑх композиторне, чи малтанах — ашшӗне, халалланӑ сӑвӑсене вуланӑ. Татьяна Асламас пӗлӗшӗсем ашшӗн юррисене радиопа илтсен хӗпӗртеҫҫӗ-мӗн.
Сӑмах май, Анисим Асламас 60 ҫулта чылай хайлав хайланӑ. Вӑл 10 опера, 3 музыка камичӗ, темиҫе концерт, фортепиано пьесисем, романссем, юрӑсем ҫырнӑ. Унӑн юррисене Европӑра, Японире, ытти ҫӗршывра шӑрантараҫҫӗ.
Пултаруллӑ композитор ҫулӗпе ывӑлӗ Алексей Анисимович (дирижер тата пианист), мӑнукӗсем Алексей (сӗрме купӑсҫӑ) тата Антон (паллӑ мусӑкҫӑ) кайнӑ.
Анисим Асламас хӑйӗн пултарулӑхӗ пирки калаҫнӑ чухне ҫапла палӑртнӑ: «Эпӗ мӗнлине пӗлес килет пулсан манӑн кӗвве итлӗр».