Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Федоров композиторӑн асӑну каҫӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.12.2014 00:01 | 1638 хут пӑхнӑ
Персона

Комсомольски районӗнчи аслӑ ҫӗрпӳелсем асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ ентешне, Евгений Антонович Федоров (03.01.1936–10.08.2011) композитора асӑнса мероприяти ирттернӗ.

Мероприятие Аслӑ Ҫӗрпӳел ял пуҫлӑхӗ Геннадий Ракчеев, композиторӑн мӑшӑрӗ Нина Якимовна, Клара Осокина юрӑҫӑ, Галина Кӗмӗл сӑвӑҫ, Шупашкарти «Промэнерго» пӗрлешӳ ертӳҫи Анатолий Флегентович Иванов, ҫывӑх тӑванӗсем тата ял-йыш хутшӑннӑ.

Малтанах Аслӑ Ҫӗрпӳел ял библиотекарӗ Галина Родионова Федоров композиторӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Тӑванӗсем, хӑнасем Евгений Антонович ҫинчен ӑшшӑн аса илнӗ. Галина Кӗмӗл сӑвӑҫпа Клара Осокина юрӑҫ композиторпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине, вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те пулӑшма васкакан ҫын пулнине палӑртса хӑварнӑ. Евгений Антонович Галина Кӗмӗлӗн чылай сӑввине юрра хывнӑ, поэт ҫав сӑвӑсене вуласа панӑ. Клара Осокина вара Е.А. Федоровӑн ҫепӗҫ юррисене шӑрантарнӑ.

Евгений Антонович — икҫӗре яхӑн юрӑ авторӗ. Вӑл Чӑваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийӗн членӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин чи малтанхи музыканчӗсенчен, баянисчӗсенчен, хор ертӳҫисенчен пӗри пулнӑ. Чӑваш Республикин Музыка обществин тава тивӗҫлӗ деятелӗ.

Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» фольклор ушкӑнӗ Е.А. Федоров кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарнӑ.

Сӑнсем (40)

#Аслӑ Ҫӗрпӳел, #Комсомольски районӗ, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем