Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ браконьера тытнӑ. Вӗсем пӑшие персе вӗлернӗ. Икӗ арҫыннӑн куншӑн явап тытма тивӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чупай ялӗ ҫывӑхӗнче пӑшал пенӗ сасӑ илтӗннӗ. Кун пирки ҫынсем тивӗҫлӗ органсене шӑнкӑравласа каланӑ. Вырӑна Росгварди тата сунарҫӑсен союзӗн ҫыннисем ҫитнӗ. Ҫав вырӑнтан инҫех мар йӗрке хуралҫисем машинӑна чарнӑ. Унта Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи 27 ҫулти арҫын пулнӑ. Салонра йытӑсем те ларнӑ. Вӑрманта вара персе пӑрахнӑ пӑшие тупнӑ. Арҫын пӗччен пулман. Тепри камне те тупса палӑртнӑ. Вӑл – Ҫӗнӗ Шупашкарти 58-ти арҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chuvashia.sledcom.ru сайтри сӑн Юсанмалли 6-мӗш колонире ларакан 34 ҫулти арҫыннӑн йӗплӗ пралук леш енче ирттермелли срок тата пысӑкланнӑ. Вӑл колони ӗҫченне ҫапнӑ. Ку кӑҫал авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫын уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн штраф изоляторне таврӑнма хирӗҫленӗ, хӑйне пӗлӗшӗсем ларакан тепӗр камерӑна куҫарма каланӑ. Ӑна хиреҫленӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл колони ӗҫченне уринчен тапнӑ. Арҫынна ҫирӗп режимлӑ колонире 3 ҫул ҫурӑ лармалла тунӑ. Ҫав шутра – унчченхи срок та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине Элӗк муниципаллӑ округӗнче сӗтел-пукан туса кӑларакан цех ҫуннӑ. Вӑл Асакассинче вырнаҫнӑ. Юнашарах – тырӑ упрамалли вырӑн. Вӗсем пӗр тӑрӑ айӗнчех пулнӑ. Пушар тухнине тӳрех асӑрхаман. Ҫулӑм тӑрринчен курӑнма пуҫласан тин пушарнӑйсене чӗннӗ. Специалистсем 550 тӑваткал метр ҫинче алхасакан ҫулӑма сӳнтернӗ. Пушар пурлӑха, сӗтел-пукан цехне, 200 тонна урпана тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш композитрӗсен ассоциацийӗ ӗнер, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче пӗтӗмлетӳ концертне ирттерчӗ. Унта чӑваш композиторӗсен хайлавӗсем янӑрарӗҫ. Сцена ҫине шкул ҫулне ҫитменнисенчен пуҫласа тӑнлавӗсем пасарнӑ кинемей-мучисем те тухрӗҫ. «Музыка родного края» (чӑв. Тӑван тӑрӑхӑн музыки) программӑна икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — ертсе пычӗҫ. Культура ҫурчӗн пысӑк залӗнче пушӑ вырӑн та сахалччӗ. Куракансем номерсене кӑмӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ. |
Культура
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн концерт залӗнче чӑваш композиторӗсен тата вӗсем илемлетнӗ халӑх юрри-ҫемми янӑрарӗ. Ӑна Раҫҫей композиорсен союзӗ йӗркеленӗ «Пять вечеров» (чӑв. Пилӗк каҫ) камера фестивальне хутшӑнса ирттернӗ. Асӑннӑ каҫа институтра чӑваш композиторӗсен ӳнерӗн энциклопедийӗ тесе хакланипе килӗшмелле. Концерт программинче 10 авторӑн музыки янӑрарӗ. Ҫав шутра классиксен, ҫӗнӗлле ӗҫлекенсен, хальхи вӑхӑтри авторсен хайлавӗсем пулчӗҫ. Фестиваль вӑхӑтӗнче искусствоведени кандидачӗ Любовь Бушуева Чӑваш Енӗн музыка культурипе туллин паллаштарса пычӗ. Концертра республикӑри паллӑ солистсемпе, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсемпе пӗрлех Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин студенчӗсемпе преподавателӗсен пултарулӑхӗпе паллашма май килчӗ. Хусанти Дарья Мальцева фортепиано музыкипе килентерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Шуашкарти культура эткерлӗхӗн ҫурчӗ шутланакан объетсенчен пӗрне кӗҫех юсаса пӗтерӗҫ. Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, телеграфпа «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) госиница ҫуртне 1962 ҫулта тунӑ. Ӑна малтанласа комплекслӑ сооружени тесе палӑртнӑ. Вӑл ҫыхӑну ҫуртӗнчен, 300 вырӑнлӑх хӑна ҫурчӗпе ресторантан, телеграфран, 50 хватретен тата ача пахчинчен тӑмалла пулнӑ. Анчах шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме май килмен. Ҫурт хӑна ҫуртӗнчен тата телеграф ҫуртӗнчен (унта почта тата «Ростелеком» вырнаҫнӑ). Юсав ӗҫне кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() skidki-2023.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринпе юнашар пирус туртмалли сутакан лавкка ӗҫленӗ. Хулари Гагарин урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскерпе юнашарах тенӗ пек ача пахчи пур. Табак таврашне, никотинлӑ япаласене, чӑмламалли табак сутакан точкӑсене ача пахчисемпе шкулсен ҫывӑхӗнче уҫма юрамасть. Асӑннӑ лавкка 74-мӗш ача пахчинчен 39 метрта вырнаҫнӑ. Нормӑпа килӗшӳллӗн 100 метртан ҫывӑхра пулмалла мар. Усламҫӑ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра лавккана хупасшӑн. Ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ку тивӗҫе Дмитрий Головина шаннӑ. Унччен вӑл пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Конкурса 4 ҫын хутшӑннӑ. Комисси вӗсенчен иккӗшне ырланӑ. Ҫав икӗ ҫынран суйланӑ та. Дмиирий Головин ҫӗнтернӗ. Дмитрий Иванович 1974 ҫулта Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ. Ку должноҫе йышӑниччен вӑл Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче 65 ҫул тултарнӑ Лев Рафинов хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Пӗлтӗр ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сцена ҫинче те — пурнӑҫ» ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта 10 ҫыравҫӑ пьесине кӗртнӗ. Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене пӗлтӗр Чӑваш Енӗн Культура министерстви регионсем хушшинче ирттернӗ конкурсран суйласа илнӗ. Кӗнекене 5 авторӑн (Александр Пӑртан, Николай Сидоровӑн, Рита Артин, Надежда Кириллован, Арсений Тарасовӑн) ҫитӗннисем валли ҫырнӑ пӗрер пьеси кӗнӗ. Ҫавӑн чухлех пьеса — ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисем. Вӗсен авторӗсем — Александр Пӑртта, Марина Карягина, Николай Сидоров, Левтина Марье, Владислав Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Чебмедиа" архивӗнчи сӑн Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарни сисӗнет. Республика лапамӗнче тӗп чӑрӑша лартма пуҫланӑ. Пӗлтӗр те ӑна ҫак тапхӑрта вырнаҫтарма тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра специалистсем 25 метр ҫӳллӗш каркаса лартаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн турачӗсене вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем вара пӗтӗмпе – 3 пин ытла. Юлашкинчен гирляндӑсемпе илемлетӗҫ. Аса илтерер: Шупашкарти тӗп чӑрӑша 2016 ҫулта 6,6 миллион тенкӗпе туяннӑ. Хак шутне капӑрлатмалли теттесем те кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |