Хӑш-пӗр хуҫалӑхсем вӑй илсе аталанма тӑрӑшаҫҫӗ. Халӗ фермерсем те пур, вӗсене патшалӑх пулӑшать. Ку, паллах, республика экономикине витӗм кӳрет. Вӑрнар районӗнчи «Кульцав» агрофирмӑра ӗнесен витине ҫӗнетес ӗҫ пырать. Ӑна тумашкӑн 3,5 миллион тенкӗ тӑкакланӗ.
Ӗне витинче бетон урай тӑвасшӑн. Унтан ӗнесем тӑракан вырӑнта ҫемҫе урай сарасшӑн. Ку хальхи технологипе килӗшӳллӗн пулӗ. Урай ҫирӗп, ӑшӑ пулать, ӑна тасатма та лайӑхрах.
Витере чылай ӗҫе тума палӑртнӑ. Унта ҫӗнӗ чӳречесем лартнӑ. Поликарбонатран тунӑскер шалти микроклимата кирлӗ шайра тытма пулӑшӗ. Вӑл ҫутӑ лайӑх кӗртет, хӗлле вара ӑшӑ тытать.
Ҫӗнетнӗ ӗне витине ҫитес вӑхӑтра хута ярӗҫ. Унта сӑвакан 200 пуҫ пулӗ. Хуҫалӑх шултра мӑйракаллӑ выльӑх тӑракан тепӗр витене те ҫӗнетесшӗн.