Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Шупашкарта 19:20 сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫул ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Чӑваш Енӗн ГИБДД ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче Форд урапапа (машинпа) пыракан водитель скутера ҫапса кайнӑ иккен. Скутер водителӗпе пӗрле ларса пыракан 6 ҫулхи хӗрачана тӳрех пульницӑна леҫнӗ.

«Форд Мондео» машинпа пыракан 32 ҫулхи водитель ҫул кукринче ҫаврӑннӑ чухне «Suzuki sepia» мопеда сисеймен пулнӑ, ҫапла вара скутера пырса ҫапнӑ.

Ӗнерхи кун республикӑра ҫул ҫинче пурӗ 4 пӑтӑрмах пулнӑ, вӗсенче 7 ҫын аманнӑ. Унсӑр пуҫне тата 20 ӳсер водителе тытнӑ.

 

Мечӗксем, улма-ҫимӗҫсем — полици ӗҫченӗсенчен, оргтехника — Раҫҫейри управленийӗн Шупашкар ШӖМ обществӑлла канашӗнчен. Ҫакӑн йышши парнесемпе тивӗҫтерне Кӑнтӑр посёлокри япӑх куракансен шкул-интернатри вӗренекенсене. Аслисем интернатра пӗлӳ пухакансене Ачасене хӳтелемелли кун ячӗпе тата ҫуллахи кану кунӗсем ҫывхарнипе саламларӗҫ.

«Ачалӑха аса илсе» ыркӑмӑллах акци те хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ. Йӗрке хуралҫисем уйӑх хушши теттесем, кӗнекесем тата канцеляри таварӗсем пухнӑ. Пуҫтарнӑ япаласене ача ҫуртне ярса панӑ тата профучетра тӑракан ҫемьесене парнеленӗ.

 

Кашни эрнере иртекен хула планёркинче Шупашкар хулин администрацийӗн ЖКХ ыйтӑвӗсене татса паракан пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ҫул-йӗрсене юсамалли плансем ҫинчен пӗлтернӗ. Герман Александров пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна Шупашкарта 13,3 пин тӑваткал метр асфальт ҫулне юсанӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫ валли 13,2 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.

Ҫитес кунсенче вара Шупашкар хулин 127 урамри ҫулӗсене юсама палӑртнӑ.

Унсӑр пуҫне тата Калинин, Пирогов, Королев академик, Гладков урамӗсенче, Эгер бульварӗнче, Машин тӑвакансен тӑкӑрлӑкӗнче тата ытти тӗп ҫулсене те юсанӑ — унта пахалӑха шантарнӑ тапхӑр вӗҫленмен пулин те кӑлтӑклӑ вырӑнсене тӳрлеткеленӗ.

 

Никита Беловощев
Никита Беловощев

Ҫӑвӗн 26-мӗшӗнче тӗнче шайӗнче иртекен каратэ-до Сётокан ӑмӑртура ҫамрӑк спортсмен Никита Беловощев республика чысне хӳтеленӗ пулнӑ. Асӑннӑ пысӑк ӑмӑрту Сербири Крушавец хулинче иртнӗ. Унта 20 тӗрлӗ ҫыршывран 600 спортсмен хутшӑннӑ.

Пирӗн республика чысне Никита Беловощев тивӗҫлипех хӳтӗлеме пултарнӑ — ҫӗнтерӳҫӗсен картлашки ҫине виҫӗ хутчен хӑпарнӑ. Шупашкарти «Будокан» спортклубне ҫӳрекен Никита икӗ бронза тата ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн спорт министервинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫамрӑк спортсмен ӑста тренерсем патӗнче — Вениамин Астраханцевпа Дмитрий Фомиряков патӗнче — каратэ ӑсталӑхне тӗпчет.

 

Ҫӑвӗн 30-мӗшӗнче 11 класс пӗтерекенсем хӑйсем суйласа илнӗ вӗренӳ предмечӗсемпе — истори, биологи тата информатика — пӗрлӗхи патшалӑх экзаменне тытнӑ пулнӑ. Экзамена ППЭ тытмалли 24 пунктсенче ирттернӗ. Унта 3 400 ҫамрӑк экзамен тытнӑ. Вӗсен шутӗнче истори предметне 1 200 ача суйланӑ, биологи предметне — 1 700, 500 ҫын — информатикӑна.

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче экзамен вӑхӑтӗнче пӗтӗмпе йӗркене пӑсни 3 пулӑм асӑрханӑ пулнӑ. Виҫӗ ҫамрӑк карас телефонӗпе тата шпаргалкӑсемпе усӑ курма хӑтланнӑ. Икӗ пулӑмӗ информатикӑпа экзамен тытнӑ чухне, тепри биологи предмечӗн вӑхӑтӗнче асӑрханӑ пулнӑ. Министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх 3 пулӑмне те аудиторисенче вырнаҫтарнӑ видеокамерӑсем асӑрхама пулӑшнӑ.

Йӗркене пӑсакан виҫ ачан малалли шӑпине экзаменӑн патшалӑх комиссийӗнче татса парӗҫ.

Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Математика предмечӗпе иртнӗ пӗрлӗхи патшалӑх экзамен вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснине республикӑра асӑрхаман.

 

Ҫу уйӑхӗнче нефть продукчӗсен хакӗсем йӳнелнӗ. Чӑвашстатра пӗлтернӗ тӑрӑх А-76 (АИ-80) маркӑллӑ бензинсӑр пуҫне (ун вӑтам кӑтартӑвӗ ҫу уйӑхӗнче 25,95 пус) чи паха продукчӗсен тӗсесем пур те хакӗпе чакнӑ.

АИ-92 (АИ-93 тата ыт.те) маркӑллӑ бензин ҫу уйӑхӗнче 0,79% йӳнелнӗ, ҫапла вара ун хакӗ 27,68 тенке ҫитнӗ. АИ-95 0,85%, йӳнелнӗ, ӑна вара 30,32 текӗпе туянма пулать.

Дизель топливӑн хакӗ асӑннӑ уйӑхра 0,88% йӳнелнӗ, хакӗ 30,4 тенке ҫитнӗ.

 

Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче хӑйӑр кӑларнӑ лаптӑкра пысӑк инкек сиксе тухнӑ — икӗ ҫын хӑйӑр айне лексе вилнӗ иккен. Республикӑри СУ СКР ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Ялти 6 ҫын ҫак вырӑнта килти хуҫалӑх валли хӑйӑр кӑларнӑ пулать. Ҫырӗ ытла та чӑнкӑ пулнӑ иккен — тайлӑк ҫӳллӗшӗ 8 метра ҫитнӗ.

— 16:00 сехет тӗлнелле, ҫӗр йӑтӑнса анса 1951 тата 1956 ҫулхи арҫынсене хӑй айне тунӑ. Юнашар ӗҫленӗ ҫынсем инкеке лекнӗскерсене ҫӑлма чупнӑ, анчах ӗлкереймен — иккӗшӗ те вилсе кайнӑ, — пӗлтерчӗ Дмитриев.

Паянхи кунна ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев пырать, мӗн-пур фактсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну ҫирӗплетме палӑртнӑ.

 

Хӗллехи шартлатма сивӗ самантсенче эпир ҫуллахи шӑрӑх кунсене чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр. Ҫу кунӗсем ҫитсессӗн вара «эх, хӗллехи кунсемех аптрамасчӗҫ-ҫке» тесе ӑмсанатпӑр. Ӑмсаннин вара вӑл вӑрӑмтуна хурт-кӑпшанкӑ амакӗшӗн пуҫланать. Ҫуллахи кунсем хуҫаланма ӗлкерсе те ҫитеймерӗҫ, вӑрӑм тунисем вара пиншӗрен тухса ҫынсене апла та капла та «тустараҫҫӗ».

Шупашкарта пурӑнакансем те «чун илли» вӗҫен хуртран канӑҫ шыраса тӗрлерен меслетсемпе усӑ курма хӑтланкалаҫҫӗ. Анчах ҫынсем сиснӗ тӑрӑх вӑрӑмтунасемпе кӗрешме аптекӑра сутакан ятарлӑ спрейсемпе кремсем те пулӑшсах каймаҫҫӗ.

Ҫӑвӗн 20–24-мӗш кунсенче вӑрӑмтунасене хирӗҫ ҫынсем йышлӑн ҫӳрекен вырӑнсенче ятарлӑ дезинсекци те тунӑччӗ. Анчах та ҫанталӑк малтан сивӗ, кайран сасартӑк ӑшӑтса янипе вӑрӑмтунасем самаях ӗрчесе кайнӑ.

Хула администрацийӗнче ку лару-тӑрӑ хальлӗххе татса параймаҫҫӗ-ха. Асӑннӑ ӗҫ валли укҫа-тенкӗ уйӑрас ыйту та ҫивӗч тӑрать. Ҫапла вара паянлӑха ҫынсен вӑрӑмтунасемпе хӑйсен тӗлленӗх кӗрешме лекет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63087.html
 

Паянхи куна Чӑваш Енри пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт-йӗр 157 пин ытла тӑваткал метр шутланать. Вӗсенче 12 пин ҫын пурӑнать.

2013–2015 ҫулсенче республикӑра нумай хваттерлӗ 822 юрӑхсӑр ҫурта пӑсма палӑртнӑ. Ку ӗҫе вара ятарлӑ программа тӑрӑх ирттерӗҫ.

Ҫапла вара республикӑра 4 810 ҫемьене ҫӗнӗ пурӑнмалли кил-ҫуртпа тивӗҫтермелле пулать. Ҫак ӗҫсене йӗркелеме 4 573 млн. тенкӗ уйӑрса панӑ имӗш. Хӑш-пӗр юрӑхсӑр ҫурта кӑҫалах пӑсма палӑртнӑ.

Чӑваш Енӗн Минстрой пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫалхи ҫул вӗҫлениччен 245 пурӑнмалли ҫуртран 1 414 ҫемье (ку 3 500 ытла ҫын) ҫӗнӗ кил-ҫурта куҫӗ. Ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме кӑҫал 1 364,7 млн. тенкӗ уйӑрса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63094.html
 

Хӗрлӗ хӗрес обществи пирки маларах вӗҫӗмех аса илтеретчӗҫ-ха. Халӗ темӗнле ыркӑмӑллӑх фончӗ те пур та, вӑл хӑлхаран кайман сӑмах тееймӗпӗр. Ҫапах та Хӗрлӗ хӗрес обществи халӗ те ӗҫлет иккен. Ытларикун Чӑваш Ен Элтеперӗ Раҫҫейӗн Хӗрлӗ хӗрес обществин председателӗпе Раиса Лукутцовӑпа тӗл пулнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ене вӑл кунти халӑха гуманитари пулӑшӑвӗ мӗн чухлӗ кирлине пӗлессишӗн килсе ҫитнӗ иккен.

Раиса Лукутцкая сӑнанӑ тӑрӑх, Чӑвашра инкексем сахал пулаҫҫӗ иккен. Вӑл республикӑн Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерстви Хӗрлӗ хӗрес обществипе килӗштерсе ӗҫленине те палӑртнӑ.

Михаил Игнатьевпа Раиса Лукутцкая инфекци чирӗсем, туберкулёз, ВИЧ-инфекци сарӑласран туса ирттермелли ӗҫсем пирки те калаҫу пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3334, 3335, 3336, 3337, 3338, 3339, 3340, 3341, 3342, 3343, [3344], 3345, 3346, 3347, 3348, 3349, 3350, 3351, 3352, 3353, 3354, ... 3620
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...