Утӑ уйӑхӗн 3-9-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра полици, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин, Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин лини пайӗн ӗҫченӗсем ют ҫӗршыв ҫыннисемлӗ 1,5 пин ытла объекта тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслеве пурӑнмалли ҫуртсенче тата хостелсенче, транспортра, стройкӑра, суту-илӳ тата общество апатланӑвӗн учрежденийӗсенче ирттернӗ.
Операци вӑхӑтӗнче правӑна пӑснӑ 125 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗнче – пирӗн ҫӗршывра саккуна пӑсса пурӑнни. 17 ҫынна тӑван тӑрӑхне кӑларса яма йышӑннӑ, 8-шне вӑхӑтлӑх пурӑнмалли центра вырнаҫтарнӑ, унтан вӗсене те тӑван ҫӗршывӗсене ӑсатӗҫ.
Миграци учётне тӑратнӑ 12 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ, пӗр эрнере пуҫиле 2 пуҫарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи пӗр каҫра Чӑваш Енри 400 ытла шкула тӗрӗсленӗ. Правӑна сыхлакан органсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗркаҫ каҫхине мина хума пултарни ҫинчен электрон почтӑпа ҫырусем ҫӗршыври тӗрлӗ шкула ҫитнӗ.
Чӑваш Енре мӗнпур районти 400 ытла вӗренӳ заведенине тӗрӗсленӗ. Мина хунӑ тени суя сӑмах пулнӑ.
Паян ирпе, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Шупашкарти 23-мӗш шкулта мина хунӑ тесе хӑратнӑ. Шкулта ҫв вӑхӑтра пулнӑ 20 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ. Нимле мина та тупӑнман.
Право хуралӗнче ӗҫлекенсем халӗ суйса шӑнкӑравлакансене палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пулать.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗр миллиона яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ун патне пӗр этем шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗн пирки вӑл банк ӗҫченӗ тесе улталанӑ. Хӗрарӑмран: « Эсир чӑнахах та кредит илесшӗн-и?» — тесе кӑсӑкланнӑ.
Кивҫене кӗме шухӑшламан хӗрарӑм шикленсе ӳкнӗ, хӑй нимле кредит та илме палӑртманнине пӗлтернӗ. Ултавҫӑ-этем хӗрарӑма пулӑшма шантарнӑ. Телефон кӗпҫин тепӗр вӗҫӗнчи ҫын сӑмахне ӗненсе хӗрарӑм хай сисмесӗрех пӗр миллиона яхӑн тенкӗ кивҫен илсе ҫав укҫана пач палламан ҫынна куҫарса панӑ.
Йӗрке хуралҫисем пули-пулми ҫынна шанмалла маррине, банкпа ҫыхӑнмаллине пӗлтереҫҫӗ.
«Шупашкарти пляжри тӗлӗнтермӗш ӗҫсем.
Сулахай енче – пляж. Унта канма юрамасть. Сылтӑм енчен – пляж, унта канма юрать. Сулахай енче кӑшӑлвируспа чирлеме пулать, сылтӑм енче хӑрушлӑх ҫук». Ҫапларах ҫырса хунӑ Инстаграмра @21ambient ятпа регистрациленнӗ авторӑн постне тӗпе хурса тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Дзен|Чувашия» ушкӑнра.
Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, сулахай енчи пляжри (ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл – официаллӑ майпа ирӗк панӑ вырӑн) ҫынсене йӗрке хуралҫисем хӑвалаҫҫӗ. Террриторие ятарлӑ паллӑпа уйӑрнин тепӗр енче халӑх лӑк тулли.
Пакунлисене пӗр енчен ӑнланма пулать. Пирӗн тӑрӑхра халӗ те кӑшӑлвирус алхасать, ҫавна май пляжсене официаллӑ майпа уҫман-ҫке. Ҫав вӑхӑтрах пӗр ҫыран хӗрринчех, анчах пляж шутланман вырӑнта йышпа канни йӗркене пӑсни пулмасть-ши?
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шалти ӗҫсен министерствин кинологи служби 111 ҫулхине уявланӑ.
Пирӗн республикӑра та пакунлисене йытӑсем ӗҫре нумай пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем йӗркене пӑсакансене тытса чараҫҫӗ, сирпӗтмелли хатӗрсене, хӗҫпӑшалпа наркотик пытарнине шыраса тупаҫҫӗ. Ҫухалнӑ ҫынсене те тӑватӑ ураллӑ ӑслӑ туссем тупма пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта 9 ҫулхи ача ҫӗтнине, ӑна шурлӑхлӑ вырӑнта Персей ятлӑ йытӑ тупнӑччӗ.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин Кинологи службин центрне чылай ҫул Алексей Попович ертсе пырать. Кӑҫалхи кӗркунне ведомство Полицейски-кинологсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне хутшӑнма ӗмӗтленет. Ун пек тупӑшӑва 2014 ҫулта пирӗн тӑрӑхра йӗркеленӗ.
Шупашкарти халӑх дружинисене хыснаран укҫа парассине пӗлтереҫҫӗ. Субсидие тивӗҫес тесен вӗсен ятарлӑ конкурса хутшӑнмалла. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех пӗлтернӗччӗ-ха, халӗ шӑпах аса илтерме вӑхӑт.
Шупашкарти йӗркелӗхе тытса тӑма хутшӑнакан дружниксене субаиди парӗҫ.
Укҫа памалли йӗркене тата субсиди виҫине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑларнӑ ятарлӑ йышӑнупа ҫирӗплетнӗ.
Заявкӑсене Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 119-мӗш пӳлӗме ҫитермелле. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем ҫапларах: (8352) 23-50-28, 23-51-11. Ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен шӑнкӑравлама юрать. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ — 12.00-рен 13.00-ччен.
Заявкӑсене кӑрлачӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Автомашинӑллӑ ҫынсем хайсен тимӗр утне лартма темле май та шыраса тупаҫҫӗ. Сӗмсӗртереххисем вырӑн ҫук тесе тротуар ҫинех хӑпарса каяҫҫӗ, подъезд алӑкӗ умне те вырнаҫтараҫҫӗ. Теприсем вара пушӑ вырӑна сӑнчӑртан карта тытса ҫавӑраҫҫӗ е кивӗ урапа хурса паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑйсен вырӑнӗ тесе куҫ хывнӑ тӗле машина номерне ҫырса ҫакакансем те пур.
Ҫавӑн пек парковкӑсене пӗтерес тесе Шупашкар хула администрацийӗнче рейдсем ирттереҫҫӗ. Апла тума Алексей Ладыков сити-менеджерах хушнӑ иккен.
Нумаях пулмасть тӗрӗслевҫӗсем тӗп хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнче тата Гастелло урамӗнче пулнӑ. Сӑнчӑр карнисене ватса тухнӑ. Кун валли лум тата болгарка кирлӗ пулса тухнӑ. Сӳтнӗ-ватнӑ япаласене тиесе кайнӑ.
Нумаях пулмасть Правительство ҫуртӗнче Право йӗркипе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Михаил Игнатьев Элтепер пурӑнмалли ҫурт-йӗр таврашӗнчи йӗркелӗх пирки те сӑмах пуҫарнӑ.
Влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев ҫакна палӑртнӑ: «Харпӑр хӑй пурлӑхӗшӗн кашни ҫын яваплӑ. Тимӗр алӑксене нумай хваттерлӗ ҫуртсенче ҫынсем кулленех улӑштараҫҫӗ, анчах та ҫакӑ ҫителӗксӗр. Ҫуртсем таврашӗнчи йӗркене пӑхса тӑни те кирлӗ, ачасене, машинӑсене те сыхласа тӑмалла».
Шупашкар хула администрацийӗн пайташӗсем канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен 10 процентне кӑна видеокамерӑпа тивӗҫтернӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсем видеосӑнав вырнаҫтарма килӗшсен муниципалитетран укҫа уйӑрса пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ.
Шупашкар районӗнче «Ҫӑлтӑр» халӑх дружини ӗҫлет. Ӑна Шалти ӗҫсен ветеранӗ, СОБР ӗҫченӗ пулнӑ Василий Хорасев ертсе пырать.
В. Хорасев дружининче 10 ҫын шутланса тӑрать. Шутланса кӑна тӑмаҫҫӗ-ха. Шутланса кӑна тӑраканнисене 8 ҫынна ӗҫе вӑхӑтра тухманшӑн дружинӑран кӑларса янӑ.
Дружина пайташӗсене ҫул-йӗр инспекторӗсем, полицин участокри уполномоченнӑйӗсем, патрульпе пост служби ҫумне ҫирӗплетнӗ.
Дружинниксем графикпа урама дежурствӑна тухаҫҫӗ, рейдсемпе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ вӑхӑтӗнче те вӗсем ӗҫлӗҫ.
Дружинника ахаль-махаль ҫынна йышӑнмаҫҫӗ-мӗн. Судпа айӑпланнисен, административлӑ майпа явап тытнисен ун пирки ӗмӗтленме те кирлӗ мар.
Полицие пулӑшакансене укҫан хавхалантарма район хыснинче кӑҫал 107 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |